Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шутламарӗҫ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсене Чочойпа Том хӑратни ҫинчен Кэмби ывӑлӗсем шутламарӗҫ те.

О том, что их перепугали Чочой и Том, сыновьям Кэмби не приходило и в голову.

Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Лёхӑпа Коля Президентсӑр мотора тапратма шутламарӗҫ.

А Коля и Рыжий без Президента не стали запускать мотор.

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Эпӗ вӗсене ҫаран ҫине кӑларса ярсан та тарма шутламарӗҫ.

И даже не убежали, когда я их выпустил на лужайку.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӗсем Морис Джеральдӑн хӳшши патне тавӑрӑнма шутламарӗҫ те.

Они и не думали возвращаться к хижине Мориса Джеральда.

ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Фашистсем вӗсем хыҫҫӑн йӗрлеме шутламарӗҫ.

Фашисты не стали их преследовать.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ачасем чӗрӗ ҫӗр ҫинче выртса шӑнса кайрӗҫ, анчах та малалла кайма шутламарӗҫ.

Лежа на сырой земле, мальчики продрогли, но идти не решались.

41 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл чӑмпӑлтаттарса, чӑмса хӑтланнӑ хушӑра ытти упӑтисем чылай аякрахран пӑхса ларчӗҫ, шыв патнерех пыма та шутламарӗҫ.

Пока он бултыхался и нырял, остальные обезьяны сидели на почтительном расстоянии и даже не пытались подойти к воде.

Каллех аврал! // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

Клевер ӳсекен ҫӗре, паллах, сухаласа пӑрахма шутламарӗҫ, — ӑна сухалама йывӑр, ҫерем уҫнӑ пекех.

Клеверища, конечно, не стали распахивать — их пахать тяжело, — все одно, что целину.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Гленарванпа майор тавлашма шутламарӗҫ.

Гленарван и майор не собирались искать предлога для спора.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарвансем ҫапла тума та шутламарӗҫ.

Гленарваны и не пытались это делать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Королёксем ҫаплах чӑрӑш турачӗсен хушшинчен тухма шутламарӗҫ.

Корольки всё ещё не решались покинуть ёлку.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Ҫук, вӗсем пачах тӳпелешме шутламарӗҫ.

Нет, они вовсе не собирались драться.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӑлхавҫӑсем иккӗмӗш хут тытӑнса пӑхма шутламарӗҫ.

Вторичной попытки мятежники не предприняли.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Казаксем сӳрӗккӗн наступлени туса пычӗҫ; патронсемпе снарядсем ытла та сахал пулнипе вӗсем область чиккисенчен иртме шутламарӗҫ.

Казаки вяло развивали наступление; испытывая острую нехватку огнеприпасов, не стремились выходить за пределы области.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татьяна пуху пуҫланиччен Григорие курасшӑнччӗ, ӑна сӑра сутакан лавкка патӗнче тӑнине курсан, ун патне пырасшӑнччӗ, анчах Татьянӑна хӗрарӑмсем ҫавӑрса илчӗҫ — вара пӗтӗм площадьре хӗрарӑмсен савӑнӑҫлӑ та уҫӑ сасси янраса тӑма пуҫларӗ; беломечетенецсем вӑхӑта ахаль сая яма шутламарӗҫ — грузовик умне бурка сарса ирхи апат ҫиме ларчӗҫ; вӗсем патне Хворостянкин уссине якаткаласа пычӗ, унӑн куҫӗсем тата така какайӗн пысӑк таткине тата темле кӗленчене курах кайрӗҫ.

Татьяна хотела до собрания повидаться с Григорием, она уже увидела его у пивного ларька и хотела подойти, но ее окружили женщины, — звонкий женский говор слышался по всей площади; беломечетинцы не стали зря терять время, раскинули возле грузовика бурку и уселись завтракать, а к ним, молодцевато подбадривая усы, уже подходил Хворостянкин, уловив глазами добрый кусок баранины и какую-то стеклянную посуду.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чӑннипех илсе пӑхсан, вӗсем пӗри те тӗрӗс шутламарӗҫ, Фан Сюань-чо чунӗнче ҫӗнӗ туйӑмсем ҫуралнӑ.

На самом же деле все они ошибались, попросту Фан Сюань-чо сегодня опять ощутил недовольство.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Капитан халӗ ӗнтӗ вӗсен тыткӑнӗнчи ҫын мар, ҫӗнтерекен пулса тӑнине курсан, вӗсем хирӗҫ тӑма шутламарӗҫ, пӗр хирӗҫлемесӗрех алли-урисене ҫыхма пачӗҫ.

Когда они увидели, что капитан из их пленника сделался их победителем, они даже не пытались сопротивляться и беспрекословно дали себя связать.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑнпа та ӑна хӗрсем ухмаха тухнӑ ку тесе шутламарӗҫ, ҫавӑ — ухмаха тухнӑ тесе шутламанни — кирлӗ пулнӑ та ӗнтӗ.

Потому девушки не сочли ее помешанною, а только и было нужно, чтобы не сочли помешанною.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Разметнов, урисемпе сыхлӑн пусса, вӗсенчен икӗ утӑмран пек утса иртрӗ, анчах кӑвакарчӑнсем вӗҫсе кайма шутламарӗҫ те, вӗсем кӑшт пӑрӑнчӗҫ кӑна.

Размётнов, осторожно ступая, прошел в двух шагах от них, но голуби и не подумали взлететь, они только слегка посторонились.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хурала тӑратнисем мана чарма шутламарӗҫ, вара эпӗ пӳлӗме, гусар офицерӗсем пӗр улттӑн укҫалла картла выляса ларнӑ ҫӗре, чупса кӗтӗм, Майор карт валеҫет.

Караульные не думали меня удерживать, и я прямо вбежал в комнату, где человек шесть гусарских офицеров играли в банк, Майор метал.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней