Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аялта, пирӗн камера чӳречисем тӗлӗнче, хӗрарӑмсем ирхи прогулкӑна тухаҫҫӗ.Во двор, под окна нашей камеры, выбегают на утреннюю получасовую прогулку женщины.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Гвоздевӑн, госпитальтен тухсан, телефон тӑрӑх хӑйне илме пыма пулнӑ Анютӑпа пӗрле палата чӳречисем тӗлӗпе утса иртмелле, вара Алексейӗн Анюта мӗнле кӑмӑла кайни ҫинчен танкиста ҫырупа пӗлтермелле.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мӗншӗн тесен, унӑн чӳречисем умӗнче темӗн чухлех каснӑ-лартнӑ Кирила Петрович сӑн-сӑпатлӑ ачасем, дворовӑйсем вырӑнче шутланса, ҫара уран чупса ҫӳренӗ пулин те, Мими мамзелӗн кӑнтӑр енчи халӑхсен сӑн-пичӗ евӗрлӗ, хура куҫлӑ тӑхӑр ҫулти шаймӑк ачине вӑл хӑй патӗнче усранӑ, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ тесе шутланӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн чӳречисем кӑнтӑралла тата хӗвелтухӑҫнелле пӑхнӑ, ҫавӑнпа кунта хӗвел ҫути, кун каҫипех тӑрса, пӗр койка ҫинчен теприсем ҫине куҫса пынӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӑра курӑк ӳссе ларнӑ пӳлӗм, урайӗ-мӗнӗ те, штукатурки те ҫук, кӑмаки ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ; чӳречисем кантӑксӑр, пусми ҫӗрӗк; пур ҫӗрте те татӑк-кӗсӗк эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫывӑхрах, кухньӑран чӳречисем те курӑнаҫҫӗ, кирек хӑш вӑхӑтра тӗрӗслесе килме май пур.
Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ
10. Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Виҫӗ хутра та — алӑк пӑрӑсӗсем, решеткеллӗ чӳречесем, йӗри-тавра айккинчи пӳлӗмсем, пур ҫӗрте те урайӗнчен пуҫласа чӳрече патне ҫитиччен йывӑҫпа витнӗ; чӳречисем хупӑччӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Алӑкӗсемпе чӳречисем тӳрӗ кӗтеслӗ пулнӑ, стенисем ҫинчи чӳречисем тӗлме-тӗл пулнӑ, виҫӗ ӗречӗ те — ҫавӑн пек.5. И все двери и дверные косяки были четырехугольные, и окно против окна, в три ряда.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тӗпсӗр авӑрӑн ҫӑлӗсем, пӗлӗт чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара тӳперен ҫумӑр ҫума чарӑннӑ.2. И закрылись источники бездны и окна небесные, и перестал дождь с неба.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ной пурӑнӑҫӗн ултҫӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш [27] кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ; 12. вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫунӑ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.