Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑта Тӑван тирпейлӗ, пурнӑҫра чухласа пурӑнакан ҫын пулнӑ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫавна чухласа илес тесен, мӗн пӗлмелле?
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чухласа илеймен.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл эпӗ суйманнине чухласа илчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку ҫын юлташӗпе ҫапӑҫнӑшӑн гвардирен кӑларса янӑ офицер иккенне чухласа илтӗм эпӗ.Я догадался, что это был офицер, выписанный из гвардии за поединок.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пирӗн умра вӑл атте ҫинчен сайра-пӗрре кӑна асӑнатчӗ, анчах та хампа йӗркеллӗ, ҫепӗҫҫӗн калаҫнӑ чухне эпӗ вӑл атте ҫинчен шухӑшланине чухласа илеттӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑннипе калатӑп, ҫак сӑмах мӗне пӗлтернине эпӗ паян кун та тавҫӑрса илейместӗп, анчах йӑмӑкпа иксӗмӗр те эпир хамӑр хӑнана ырӑ мар япала кӗтсе тӑнине часах чухласа илнине лайӑхах астӑватӑп эпӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пӑхни мӗне пӗлтернине чухласа илме май пулмарӗ, ҫапах та вӑл ун ҫине йӗкӗлтемесӗр пӑхрӗ, ҫавӑнпа эпӗ Грушницкие ӑшӑмра чунранах саламларӑм.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл пирӗн умран иртнӗ чухне унтан темскерле чухласа илмелле мар ырӑ шӑршӑ сарӑлчӗ, хӑш-пӗр чухне савнӑ хӗр ҫырнӑ ҫыруран ҫавӑн пек ырӑ шӑршӑ кӗрет.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫынсене вӑл вара час-часах ӗнентерме тӑрӑшатчӗ: эпӗ тӗнчере пурӑнма ҫуралман, эпӗ темӗскерле, никам чухласа илейми асаппа пурӑнма кӑна ҫуралнӑ, тетчӗ; ку чӑнах та ҫавӑн пек иккенне хӑй те ӗненес патнех ҫитетчӗ вара.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӗрешекен халӑхӑн генийӗ ҫуратнӑ ҫӗнӗ техника сывлӑшри ҫапӑҫӑва ҫав тери кӑткӑслантарнӑ, лётчикшӗн халӗ хӑйӗн машинне пӗлни кӑна, хӑюллӑ пулни кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ, унӑн халӗ ҫапӑҫу хирӗ ҫинче мӗн тумаллине хӑвӑрт чухласа илмелле, сывлӑшри ҫапӑҫӑва хӑй шут тунипех, команда парасса кӗтсе тӑмасӑрах пайӑн-пайӑн татма пӗлмелле пулнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ вӑл мӗнле утмалли секрета чухласа илчӗ пулмалла.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Его превосходительство камне чухласа илтӗм вара эпӗ, ун ҫинчен калама та кирлӗ мар.Я догадывалась, кто был его превосходительство, нечего мне было с ним толковать.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тарҫӑсем хӑнасем умне чинне кура, чинне пӗлмен чухне Лафатерла чухласа, пӗр йӑнӑшмасӑр тенӗ пек, тарелкӑсем лартма тытӑнчӗҫ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Яш чухнех хӑй пурнӑҫӗнче мӗн кирлине чухласа илме вӗреннӗскер, халӗ вӑл чи малтан хӑй умне лартнӑ тӗллев патне епле те пулсан хӑвӑртрах, вӑхӑта сая ямасӑр ҫитмешкӗн хӑйӗн мӗн-мӗн тумаллине тӗп-тӗрӗс палӑртса хучӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак туйӑм чи ҫирӗп кӑмӑллӑ, ҫапӑҫура вилӗм куҫӗнчен хӑюллӑн пӑхнӑ ҫынсене те шиклентерет, профессор сасси мӗнлерех илтӗннине тавҫӑрса илтерет, Василий Васильевич хӑйсен чирӗ пирки мӗн шухӑшланине сӑнтан пӑхсах чухласа илтерет.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Наступлени пуҫламалли приказа илмен пулнӑ-ха, анчах та нумай паллӑсем тӑрӑх вӑл питех те час пуҫланассине чухласа илме май пулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӗрарӑм ӑна темшӗн тӳсме пултарайманнине сисрӗ-ха Глухов, анчах та мӗншӗнне ҫав-ҫавах чухласа илеймерӗ.Глухов чувствовал, что чем-то он ее злит, но никак не мог понять чем.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Ҫавӑнта эсӗ кайса ҫӳренӗ тесе мана никам та каламарӗ, ҫав виски тӗлӗшпе пулнӑ истори ҫинчен илтсенех, эпӗ хамах чухласа илтӗм.Никто мне не говорил, но я понял, что это ты, когда услышал насчет виски.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Беккин сӑнӗ-питӗнче хӑрани палӑрса кайнӑ, ӑна куҫӗнчен пӑхсан, Том хӑй темӗн йӑнӑш каласа янине чухласа илнӗ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.