Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чиккинчен (тĕпĕ: чикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан каланӑ пул ҫӑмӑл тесе, атту ак чину ҫине те пӑхса тӑмӑп, янклаттарса яратӑп пӗрре хӑлха чиккинчен!

Не говори, что это просто было, а то я тебя вдарю и на чин твой не погляжу!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун пек чух Пантелей Прокофьевичӑн ӑншӑрчӗ ҫавӑнтах сӳрӗлет, арӑмӗ ҫине пӗр хушӑ нимӗн те ӑнланмасӑр тинкерсе пӑхать, унтан чӗтрекен аллисемпе кӗсйисене ухтарса табак хутаҫҫи кӑларать те, аванмарланса, чиккинчен иртсе кайнӑ ҫиллине лӑплантарма ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре кайса чӗлӗм туртать, ытлашши хӗрӳленнӗшӗн хӑйне хӑй ылханса вӑрҫать, хӑй аллипе тунӑ сӑтӑр мӗн хака пырса ларни ҫинчен пӑшӑрханса шухӑшлать.

Тогда Пантелей Прокофьевич сразу остывал, с минуту смотрел на жену несмыслящими глазами, а потом дрожащими руками шарил в карманах, находил кисет и сконфуженно присаживался где-нибудь в сторонке покурить, успокоить расходившиеся нервы, в душе проклиная свою вспыльчивость и подсчитывая понесенные убытки.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хопер округӗн чиккинчен каҫсан, Дон ҫарӗн каллех, 1918 ҫулхи пекех, малалла наступлени туса каймалли вӑйӗ чалӑхать.

Донская армия, выйдя за границу Хоперского округа, вновь, как в 1918 году, утратила наступательную силу своего движения.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чиккинчен тухса кайса калаҫакан мужик темӗн те пӗр калани ӑна нимӗн чухлӗ те тивмен пек кӑтартма тӑрӑшрӗ вӑл.

Он старался показать, что его нисколько не задевают бесшабашные наскоки потерявшего всякую осторожность мужика.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Чӗлхе» тупса килесчӗ пирӗн — ку пӗрре, унтан тата — ҫӗрле ӑҫта та пулин Казански чиккинчен аяларах пӗр-икӗ утлӑ сотня каҫарса ярасчӗ те пӑртак тӑрмаласа илесчӗ хӗрлисене.

Надо бы раздостать нам «языка» — это одно, а другое — надо бы ночушкой где-нибудь, не выше Казанской грани, переправить на энту сторону сотни две конных и взворошить красных.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем иртрӗҫ, никама кӳрентермерӗҫ, кусем йытӑланса кайрӗҫ ав, ну, йӑлтах чиккинчен тухрӗҫ, эппин!

Красные шли, никого не обижали, а эти особачились, остервились, ну, удержу им нету!

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Елански чиккинчен каҫса, Дон хӗррипе ҫеҫенхир тӑрӑх хӗвеланӑҫнелле куҫса пырать.

Перевалил Еланскую грань и степью двигался на запад вдоль Дона.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевич ӑна тепре, хальхинче ӗнтӗ ӗнсе чиккинчен, тыттарса ячӗ, енчен енне пӑхкаларӗ те, ҫӗре пӗшкӗнсе, нимӗҫӗн винтовкине карт ҫеҫ туртса илчӗ.

Мирон Григорьевич ударил еще раз, уже по затылку, зиркнул по сторонам и, нагнувшись, рывком выхватил винтовку.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Такам сӑмса урлӑ янклаттарса янӑ пек, ура ҫине сиксе тӑчӗ, пукан ҫинче йӑшаланса ларакан Валет патне ыткӑнса пычӗ те, ӗнсе чиккинчен тыттарса ярасшӑн кӗҫӗтсе тӑракан аллине аран-аран чарса, ыррӑн каларӗ:

Он вскочил, как ушибленный, — подойдя в упор к ерзавшему на табурете Валету, с трудом удерживая руку, зудевшую желанием ударить, сказал:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий хӑйӗн тӑнӑҫ пурнӑҫӗ пӑсӑлнӑшӑн, хӗрлӗ гвардеецсен отрячӗсем округ чиккинчен каҫса кӗни ҫинчен Иван Алексеевич урлӑ пӗлсе хумханса ӳкнӗшӗн тӑвӑлса ҫиллине пӗтӗмпех Валет ҫине ҫавӑрса ячӗ.

Григорий сорвал на нем злость за свой нарушенный покой, за то волнение, которое пережил, услышав от Ивана Алексеевича о вторжении в округ красногвардейских отрядов.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав тери хаярланнипе пушшех хуралса тискерленсе кайнӑ Бунчук Калмыков ҫине сиксе ӳкрӗ те ӑна хӑлха чиккинчен хыттӑн янлаттарса ячӗ.

Бунчук с обезображенным яростью, почерневшим лицом подскочил к Калмыкову, крепко ударил его в висок.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казак ӑна тӗртсе яма хӑтланчӗ, Заварӗ вара, ун еннелле ҫаврӑнчӗ те, чалӑшшӑн чӑмӑртаса тытнӑ пысӑк чышкипе пӗрех хӑлха чиккинчен янклаттарса ячӗ.

Так случилось, что казачишка толкнул мирошника, тот, развернувшись, ударил его в висок большим косо сжатым кулаком.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Крыльца ҫинче ӑна такам хӑлха чиккинчен ҫапса ураран ӳкерчӗ; вӑл ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ, винтовкине аллинчен пӑрахрӗ те юр ӑшне кӗрсе выртрӗ…

На крыльце кто-то сильным ударом в ухо сшиб его с ног; он вскрикнул от боли, выронил винтовку и слетел в снег…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унӑн, молотилка патне пырса, ҫынсене сывлӑх сунас, унтан ҫак двигателе епле туни ҫинчен ҫынсенчен тӗплӗн ыйтса пӗлес килчӗ; пурне те хӑйӗн куҫӗпе курса, алӑпа хыпашласа пӑхас килчӗ; каҫхи тӗттӗмлӗхӗн чиккинчен тухас тесе, вӑл Буланӑя уттарнӑччӗ те ӗнтӗ.

Ему захотелось подъехать к молотилке, поздороваться с людьми, а потом поподробнее расспросить их, как устроен этот двигатель; захотелось самому все осмотреть и руками пощупать, и он уже было тронул Буланого, чтобы выехать за черту ночной темноты.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӑйӗн «хӳтӗлекенӗ» Мамочкин хӑлха чиккинчен тыттарса янӑ хыҫҫӑн, вара, вӑл ҫийӗнчех пӗр минут каярах ҫеҫ туяннӑ лӑпкӑлӑхне ҫухатнӑ та тискер кайӑк пек уласа янӑ.

Получив удар по лицу от своего «покровителя» Мамочкина, он сразу же потерял за минуту до этого обретенное хладнокровие и по-звериному завыл.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Кунта, тӗттӗм кӗтесре, вӑл — хисеплӗ ӗҫ, анчах пысӑк хуласенче, кунти пӗчӗк тавралӑх чиккинчен тухсан, сирӗн ӗҫӗр вӑл ялти тӗксӗм ҫынсен ӗҫӗ пек ҫеҫ туйӑнма пултарать.

— И здесь, в глуши, свинокрадство — почтенная профессия; но там, в большом свете, за границами этого узкого круга, ваша специальность, мистер Татам, покажется провинциально вульгарной.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Танк ӑна тӗшӗрсе ӳкерчӗ — ҫав секундрах сывлӑш хумӗ Матвей Юргина аяккалла ҫапрӗ ӳкерчӗ, хӑлха чиккинчен йывӑр чышкӑпа янклаттарса янӑ пекех туйӑнчӗ.

Наскочив, танк опрокинул его навзничь, и в ту же секунду волной взрыва Матвея Юргина бросило в сторону, точно тяжелым кулаком тряхнуло в ухо.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Жученков каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑн, нимӗҫсем йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ каменоломня чиккинчен аякра — икӗ сӑрт хушшине тухать.

Жученков определил, что место это находится далеко за пределами каменоломен, оцепленных немцами, и хорошо укрыто двумя холмами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эпир ытла инҫетрех мар халӗ, куратӑн-и, ҫак лайӑхлатнӑ ҫӗр талккӑшӗн кӑнтӑр енчи талккӑшӗн кӑнтӑр енчи чиккинчен пуҫласа сан вӑхӑтунта пӗтӗмпех хӑйӑрлӑ пулнӑ ҫак ҫурутравӑн ту-сӑртлӑ пайӗ-халӗ те ним акса тума юрӑхсӑр хӑйӑрлӑ ҫеҫенхир-ха; ҫак пушхирӗн чиккине эсир, вырӑс ҫыннисем, ҫулсеренех кӑнтӑралла куҫарса пыратӑр.

Мы не очень далеко, ты видишь, от южной границы возделанного пространства, горная часть полуострова еще остается песчаною, бесплодною степью, какою был в твое время весь полуостров; с каждым годом люди, вы, русские, все дальше отодвигаете границу пустыни на юг.

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Разметнов сӑмахне каласа пӗтерме ӗлкӗреймерӗ: урса кайнӑ карчӑк, кушак аҫине ӗнсе чиккинчен ярса тытса, арҫынла сулса ячӗ.

Размётнов не успел закончить фразу: освирепевшая старуха, схватив кота за загривок, по-мужски размахнулась.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней