Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вара малалла, йӑлтӑркка кӑвак тӳпе, е тинӗсе хупласа тӑракан тӗтре чатӑрӗ еннелле, унта хӑйӗн вырӑнне, хӑйӗн пуласлӑхне шыранӑ пек, ҫав тери тинкерсе пӑхнӑ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫак кунхине Гленарван бинокльне аларан ямарӗ, ӑҫта та пулсан тӗтре чатӑрӗ уҫӑлса кайсан, вӑл ниҫтан ӑнланса илмелле мар хистевлӗхпе бинокльне куҫӗсем патне тытать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Шавлӑ ҫулҫӑсем чатӑрӗ витӗр пӗр ҫӑлтӑр та, пӗр пӗлӗт татки те курӑнмасть.Что ни клочка неба, ни единой звездочки нельзя было разглядеть сквозь шатер шумливой листвы.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Унӑн пӗшкӗнсе хутланнӑ кӗлетки улмуҫҫисен симӗс чатӑрӗ хушшинче вӗҫнӗ пек мӗлтетсе пычӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӗтел хушшинчен тухсан, чӗлӗм туртма алӑк патнелле утнӑ чух, асӑрхамасла перӗннӗ пек пулса, вӑл ик-виҫ хутчен сӑпкана сулласа илчӗ, унтан сухалне сӑпка чатӑрӗ айне чиксе: — Казак-и? — тесе ыйтрӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Икӗ талӑк хушши пынӑ калама ҫук вӑйлӑ ҫумӑр Гремячий таврашӗнчи сӑртлӑхсене, ирсерен шуранка пӑс чатӑрӗ карса илен ҫӗртме пуссисене питӗ хытӑ шӳтерсе ҫурӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чатӑрӗ ҫинчи ялавӗ вара — юрату.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Амӑшӗ пӗшкӗнсе ларнӑ, ҫар пуҫӗн уҫса хунӑ пуян чатӑрӗ витӗр ӑна хула курӑннӑ; ҫав хулара вӑл, йывӑрланнине сиссе, малтанхи хут ыррӑн ҫӳҫенсе илнӗ, унтан тӳсме ҫук асапланса ачине ҫуратнӑ; ҫав ачи ӗнтӗ ватас-аркатас шухӑшпа ҫеҫ пурӑнать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑрман шӑпланнӑ, тӗттӗм ҫӗр чатӑрӗ ҫӗрӗк шурлӑхра путса пӑчланнӑ.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
5. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ пӑхрӑм та — акӑ тӳпере Турӑ Ҫурчӗ, кӗлӗ чатӑрӗ, уҫӑлса кайрӗ.5. И после сего я взглянул, и вот, отверзся храм скинии свидетельства на небе.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗлӗ чатӑрӗ вӑл — хальхи вӑхӑт сӑнарӗ; унта парнесем, пуснӑ парнесем кӳреҫҫӗ, анчах вӗсем парне кӳрекенӗн чун-чӗрине пӗтӗмпех тасатса ҫитереймеҫҫӗ, 10. мӗншӗн тесессӗн ҫав йӗркесем ӳтпе ҫыхӑннӑ: ӗҫсе ҫиесси, тӗрлӗрен ҫӑвӑнасси, ытти йӑласем те ӳтшӗн кирлӗ пулнӑ; вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ — пурне те тӳрлетсе ҫитериччен ҫеҫ — кирлӗ пулнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакӑн урлӑ Таса Сывлӑш унчченхи кӗлӗ чатӑрӗ пур чухне тӳпери Сӑваплӑ Вырӑна кӗме ҫул пӳлӗнсе тӑнине пӗлтерет.8. Сим Дух Святый показывает, что еще не открыт путь во святилище, доколе стоит прежняя скиния.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, унӑн малтанхи пӳлӗмне «сӑваплӑ пӳлӗм» тенӗ, унта ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсассӑн, священник та пулман пулӗччӗ, кунта ахаль те священниксем пур — вӗсем саккун тӑрӑх парне кӳрсе тӑраҫҫӗ; 5. вӗсем ӗҫлесе тӑракан вырӑн — тӳперин ӗмӗлки пек, унти евӗрлӗ ҫеҫ, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ тума тытӑнас умӗн ӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «асту, эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Пушхирте пирӗн аттемӗрсенӗн пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ пулнӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсӗ мана Хӑвӑн халӑхун патши пулма, Хӑвӑн ывӑлусемпе хӗрӳсен тӳри пулма суйласа илтӗн; 8. Эсӗ мана Хӑвӑн сӑваплӑ тӑву ҫинче Турӑ Ҫурчӗ лартма, Ху пурӑнакан хулара парне вырӑнӗ лартма каларӑн, ӑна Ху чӑн малтан тунӑ сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗ евӗрлӗ тума хушрӑн.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иерусалим хӗрӗсем! эпӗ хура, анчах та хитре, Кидар чатӑрӗ пек, Соломон чаршавӗ пек хитре.4. Дщери Иерусалимские! черна я, но красива, как шатры Кидарские, как завесы Соломоновы.
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн чатӑрӗ — Салим хулинче, Унӑн вырӑнӗ — Сион ҫинче.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Пӗлӗтсем мӗн талккӑш сарӑлса выртнине, Турӑ чатӑрӗ кӗмсӗртетнине кам ӑнкарса илейтӗр?29. Кто может также постигнуть протяжение облаков, треск шатра Его?
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.