Поиск
Шырав ĕçĕ:
чатӑрӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Кӗлӗ чатӑрӗ валли картиш ту: картишӗн кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тумалла, пӗр енчи тӑршшӗ ҫӗр чике пулмалла; 10. вӗсем валли ҫирӗм юпа, юписене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп кирлӗ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсем кӗмӗл пулччӑр.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем ту: пилӗк [кашта] кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли, 27. пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли тата пилӗк кашта кӗлӗ чатӑрӗ хыҫӗнчи, хыҫал енӗн хӗвеланӑҫ енчи пӑрӑсӗсем валли; 28. витӗр ямалли кашти вара пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити витӗр тухӗ; 29. пӑрӑсӗсене ылтӑн сӑр, каштасем чикмелли ункӑсене ылтӑнран ту, каштисене те ылтӑн сӑр.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс, 19. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту; 20. кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту, 21. вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп; 22. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту, 23. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту; 24. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр; 25. ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен пӑрӑссем ту, вӗсем тӑратмалли юпасем пулччӑр: 16. тӑршшӗне вунӑ чике [ту], кашни пӑрӑсӗн сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 17. кашни пӑрӑсӗн [вӗҫӗнче] икӗ чӗмек, вӗсем пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗтӗм пӑрӑсне ҫапла ту.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрремӗш вителӗк хӗррине, икӗ тӑрӑхне сыпӑнтарса тӑракан вӗҫне, сенкер йӑлӑ туса тух; икӗ тӑрӑхне сыпӑнтаракан юлашки вителӗк хӗррине те ҫавӑн пекех ту; 5. пӗр вителӗк ҫумне аллӑ йӑлӑ ту, тепӗринпе сыпӑнса тӑракан вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ ту; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пултӑр; 6. тата аллӑ ылтӑн каптӑрма ту та пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хур, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑрӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.