Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку вӑл, чунӑм, хӗрарӑмсемшӗн питӗ кӳренмелле пулнӑ пулӗччӗ; ку вӑл вӗсене ҫын вырӑнне хуманнине пӗлтерет, арҫын хӗрарӑм умӗнче хӑйӗн тивӗҫлӗхне чакарма пултараймасть тесе шухӑшлаҫҫӗ, хӗрарӑм, арҫынпа танлаштарсан, питӗ аялта тӑрать, ҫавӑнпа та арҫын хӗрарӑм умӗнче хӑйӗн тивӗҫлӗхне темӗн чухлӗ чакарас пулсан та, вӑл пурпӗрех унпа тан мар, вӑл унтан чылай пысӑкрах пулать.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун сӑмахӗсем хӑйӗншӗн мӗне пӗлтерни хака чакарма шанчӑк пурри — вӑл Дмитрий Сергеич ҫинчен (Лопухов ҫинчен мар, Дмитрий Сергеич ҫинчен) мӗн шухӑшланине хирӗҫ пынӑ, вӑл Дмитрий Сергеича ытлашши хапсӑнакан каскӑн ҫын тесе шутланӑ: укҫашӑн ҫунакан ҫын эпир чухӑн пулнишӗн хака мӗншӗн чакартӑр-ха?
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чавси ҫине таянса ҫывӑракан ямшӑк лашисене чакарма пуҫларӗ, чӑхсем каллех хӑранипе пур еннелле те чупса тарчӗҫ, чӳречерен темиҫе ҫын пуҫӗсене кӑларса пӑхрӗҫ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Апла тӑк шыв пусӑмне чакарма та юрать.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Малтан, ҫакӑн пек хурлӑхлӑ биографиллӗ паттӑр командир ҫинчен пӗлсен, вӑл унӑн хуйхи-суйхине чакарма пулӑшас кӑмӑлпа ҫырса ячӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Экспертсен хаклавӗ тӑрӑх, патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн инженери инфратытӑмӗпе тивӗҫтернӗ ҫӗр лаптӑкӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр лартма уйӑрса пани туса пӗтернӗ ҫурт-йӗрӗн хӑй хаклӑхне коммерциллӗ уса куракан ҫурт-йӗрӗн рынокри вӑтам хакӗнчен 15-25 процент чакарма май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Чӗрепе юн тымарӗсен, онкологи чирӗсемпе тытӑмлӑн кӗрешни юлашки ултӑ ҫулта вилеслӗх шайне чакарма пулӑшрӗ: юн ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗн чирӗсене пула вилессине 16,2%, палӑракан шыҫӑсенчен – 9,1%, туберкулезран – 44,4%.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Хутаҫӗнче организмри ылмашӑну ӗҫне йӗркелесе тӑракан, юнри сахӑр шайне чакарма пулӑшакан аргинин пур.
Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.
Пӑрҫари хром юнри сахӑр шайне чакарма, инулин организма углеводсене йышӑнма пулӑшаҫҫӗ.
Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.
2017 ҫулта эпир ҫул ҫинчи транспорт инкекне пула ҫын вилессин кӑтартӑвне 21,5 процент чухлӗ чакарма пултартӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Хӑйсем хатӗрленӗ строительство материалӗ вара тӑкака чакарма пулӑшать.Приготовленные же самими строительные материалы помогают уменьшить затраты.
Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09
«Ольдеевская» агрофирма» АХО директорӗсен канашӗн председатетелӗ Евгения Беликова ял хуҫалӑх ҫыравӗ мӗнле пынипе интересленекен хӑнасене — Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева, Федерацин статистика патшалӑх службин ертӳҫине Александр Суринова, ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова тата Чӑвашстат пуҫлӑхне Эльвира Максимовӑна — теплицӑсене кӑтартса ҫӳренӗ, производство калӑпӑшне ӳстерме тата тӑкаксене чакарма май паракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ.
Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Ҫакӑ республикӑри ача ҫурчӗсен шутне чакарма май пачӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне хупрӗҫ.Это дало возможность сократить численность детских домов в республике, три из них закрыли.
Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Ҫавна май тӑкака палӑрмаллах чакарма, ӗҫе хӑвӑртлатмашкӑн хӑш-пӗр ыйтӑва кӑларма тивнӗ.
Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Асӑннӑ пӗрлешӗвӗн директорсен канашӗн председателӗ Евгения Беликова хӑнасене теплицӑсемпе паллаштарнӑ, производствӑна ӳстерме, тӑкака чакарма пулӑшакан ҫӗнӗ-лӗхсем пирки каласа панӑ.
Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
«инвестор наукӑпа тӗпчев е сӑнавпа конструктор ӗҫӗсене пурнӑҫласан е тата харпӑр хӑй производствине техникӑпа ҫӗнетсе пуянлатсан, ҫав шутра асӑннӑ ӗҫе инвалидсем валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвас тата (е) таварсем туса кӑларас, ӗҫсем пурнӑҫлас, пулӑшу ӗҫӗсем парас тӗллевпе производствӑн энергетика эффективлӑхне пысӑклатсан, е Федерацин «Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен» 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 7-ФЗ №-лӗ саккунӗн 17 статйин 4-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ тавралӑх хутлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳнине чакарма пулӑшакан ӗҫ е ӗҫсем пурнӑҫласан;".
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче инвестици ӗҫ-хӗлне патшалӑх пулӑшасси ҫинчен" саккунӗн 7 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Аппетита чакарма апатчен 20 минут маларах куккурус ҫӳҫин шӗвекне стаканӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ӗҫмелле.Для снижения аппетита за 20 минут до еды нужно пить третью часть стакана отвара кукурузного рыльца.
Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Урӑх йышши топливӑпа ӗҫлекен техника предприяти тӑкакне икӗ хут чакарма шанаҫҫӗ ҫул-йӗр организацийӗнче.
Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html
Ҫавна май тӗп врачӑн ирӗксӗрех шухӑшлама тивет: нумай ҫынна йышӑнса кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеме те май пур, ҫав вӑхӑтрах профилактика, ӑнлантару ӗҫне вӑйлатса ҫынсем йышӑнӑва килессине чакарма пулать — тӳлев виҫи улшӑнмасть.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫакӑ республика бюджечӗ ҫине лекекен тиеве 450 млн тенкӗ патнелле чакарма май панӑ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№