Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Сион ҫулӗсем уява килекен ҫуккипе хуйхӑраҫҫӗ; унӑн пур хапхи те пушанса юлчӗ; священникӗсем унӑн ассӑн сывлаҫҫӗ, хӗрӗсем унӑн салхуллӑ, ӑна хӑйне те йывӑр.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Макӑр, Есевон: Гай хули пушанса юлчӗ; кӑшкӑрӑр, Равва хӗрӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса ярӑр, ӗсӗклӗр, карта ҫумӗнче чупкалӑр: Малхом хӑйӗн священникӗсемпе, хӑйӗн улпучӗсемпе тыткӑна каять.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пушхирти Селӑран ҫӗрӗн хуҫине Сион хӗрӗн тӑвӗ ҫине путексем ярса парӑр; 2. ӗнтӗ Арнон кӗре каҫҫи хӗрринче Моав хӗрӗсем йӑвинчен кӑларса ывӑтнӑран аташса ҫӳрекен кайӑк евӗрлӗ пулӗҫ.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Сион хӗрӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пуҫне каҫӑртса, куҫӗпе илӗртсе ҫӳренӗшӗн, мӑнаҫлӑ утнӑшӑн, уринчи вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса пынӑшӑн 17. Ҫӳлхуҫа акӑ Сион хӗрӗсен лӗпкине ҫап-ҫара тӑратса хӑварӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ҫамкине те ҫаралатӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.4. Заклинаю вас, дщери Иерусалимские, - не будите и не тревожьте возлюбленной, доколе ей угодно.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Иерусалим хӗрӗсем, акӑ мӗнлерех манӑн савнӑ каччӑм, акӑ мӗнлерех манӑн тусӑм!Вот кто возлюбленный мой, и вот кто друг мой, дщери Иерусалимские!
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире: манӑн савнийӗме тӗл пулсассӑн, мӗн каланӑ пулӑттӑр ӑна? эпӗ юратӑвӑмпа халсӑрланнӑ тесемӗр.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Сион хӗрӗсем, кайса курӑр пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ Соломон патшана, мӑшӑрланнӑ кун, чун-чӗришӗн савӑклӑ кун, амӑшӗ ӑна тӑхӑнтартнӑ пуҫкӑшӑль.
Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑйне ҫӗклесе ҫӳремелли йӑткӑҫне Соломон патша Ливан йывӑҫӗнчен тутарнӑ; 10. юписем унӑн — кӗмӗл, чавсапа сӗвенмелли — ылтӑн, ларкӑчне витнӗ йӑм хӗрлӗ пустав; ҫавӑ йӑткӑҫ ӑшне Иерусалим хӗрӗсем савса-юратса тирпейленӗ.
Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.
Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Иерусалим хӗрӗсем, ту качаки ячӗпе, хир айпӑланӗ ячӗпе тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иерусалим хӗрӗсем! эпӗ хура, анчах та хитре, Кидар чатӑрӗ пек, Соломон чаршавӗ пек хитре.4. Дщери Иерусалимские! черна я, но красива, как шатры Кидарские, как завесы Соломоновы.
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫа, Сион илтсе савӑнса тӑрать, Иуда хӗрӗсем те Санӑн тӳрӗ сутусемшӗн хӗпӗртеҫҫӗ: 9. Эсӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Эсӗ пур турӑран та аслӑ.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. [Эй Ҫӳлхуҫа,] Санӑн сутусемшӗн Сион тӑвӗ савӑнтӑр, Иудея хӗрӗсем хавасланччӑр.12. Да веселится гора Сион, [и] да радуются дщери Иудейские ради судов Твоих, [Господи].
Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хисеплӗ хӑнусем хушшинче — патша хӗрӗсем; Санӑн сылтӑм енне Офир ылтӑнӗ сӑрнӑ тумпа патша мӑшӑрӗ пырса тӑчӗ.10. Дочери царей между почетными у Тебя; стала царица одесную Тебя в Офирском золоте.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иов хӗрӗсем пек хӳхӗм хӗрарӑмсем урӑх тӗнчипе те пулман, ашшӗ вӗсене те ывӑлӗсемпе танах еткерлӗх уйӑрса панӑ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗр кунхине Иов ывӑлӗсемпе хӗрӗсем хӑйсен аслӑ пиччӗшӗ килӗнче ӗҫсе-ҫисе ларнӑ.13. И был день, когда сыновья его и дочери его ели и вино пили в доме первородного брата своего.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсен ҫумӗнчи сыпӑка Галлохеш ывӑлӗ, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑракан Шаллум тата унӑн хӗрӗсем юсарӗҫ.12. Подле них чинил Шаллум, сын Галлохеша, начальник полуокруга Иерусалимского, он и дочери его.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Фамарь ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ тумтир пулнӑ: патша хӗрӗсем ҫакӑн пек тумпа ҫӳренӗ.18. На ней была разноцветная одежда, ибо такие верхние одежды носили царские дочери-девицы.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.