Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенместӗп (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирлӗ пулсан, ҫынсене хӗрхенместӗп эпӗ, анчах кун пек майпа мар.

Когда случится, я людей не щажу — только не таким манером.

XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

«Эпӗ ҫаксенчен пуринчен те кӗҫех уйрӑлатӑп… тӗлӗнмелле тата; мана хӑрушӑ та мар, иккӗленместӗп те, хӗрхенместӗп те…

«Со всем этим я скоро должна расстаться… и странно: нет во мне ни страха, ни сомнения, ни сожаления…

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пӗртте хӗрхенместӗп, тур ҫырлахтӑрах.

Мне не жалко, бог с ним.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Эпӗ вӗсене хӗрхенместӗп те, каҫармастӑп та!

И нет им от меня сожаления, нет пощады!

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Нимӗн те хӗрхенместӗп.

Н-ничего, слышь, не п-пожалею.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпӗ сана хӗрхенместӗп, тесе ан шутла…

Так что не подумай, что мне тебя не жалко…

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Мӗнех вара, — ответленӗ Пень, — юн тӑкатӑп, хама хӗрхенместӗп.

— А что, — отвечал Пень, — кровь проливаю, себя не жалею.

Патаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Юлашки укҫана хӗрхенместӗп.

Последних денег не жалею.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Епле апла хӗрхенместӗп пулать-ха?

Как так не жалеешь?

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах эпӗ хӗрхенместӗп

Ну, я не дорожусь…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Урӑххи пулнӑ пулсан… — хӑраса хушса хучӗ вӑл: — халӗ ак, — хаваслӑн каласа пӗтерчӗ вӑл: — хам рольшӗн хӗрхенместӗп, ӳкӗнместӗп; чунӑмри йывӑрлӑх сирӗлчӗ, чунӑма ирӗк, хам та телейлӗ.

Что, если б другой… — с ужасом прибавил он, — а теперь, — весело заключил он, — я не краснею своей роли, не каюсь; с души тяжесть спала; там ясно, и я счастлив.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Сан ҫине каян укҫана нимӗн чухлӗ те хӗрхенместӗп.

«Я не жалею о деньгах, которые истратил на тебя.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ кирек-мӗн курса тӳсмешкӗн те хатӗр, пурнӑҫӑма та, чысӑма та, — ҫаксене пурне те ҫирӗм хут ҫухатмалла пулсан та хӗрхенместӗп… анчах хам ирӗкӗме сутмастӑп.

Я готов на все жертвы, кроме этой; двадцать раз жизнь свою, даже честь поставлю на карту… но свободы моей не продам.

Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

15. Эпӗ те хамӑн мӗн пуррине сирӗншӗн хаваспах тӑкаклама хатӗр, сирӗншӗн эпӗ хама та хӗрхенместӗп.

15. Я охотно буду издерживать свое и истощать себя за души ваши, несмотря на то,

2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ калатӑп: ҫакӑ пулӗ, Эпӗ тӑвӑп; каялла тумастӑп, хӗрхенместӗп, каҫармастӑп.

14. Я Господь, Я говорю: это придет и Я сделаю; не отменю и не пощажу, и не помилую.

Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней