Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенмелле (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, Рада, сана юрамасть пирӗн ӗҫре пулма, — ун пек пӑлхавра арҫын хӑвачӗ кирлӗ, унта хаярри те нумай, хӗрхенмелле марри те, эсӗ вара, эсӗ — чӑн пирӗшти-ҫке!..

— Нет, ты не сможешь служить нашему делу, — восстание потребует мужской силы, жестокости, беспощадности, а ты, ты — сущий ангел!..

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кам та кам кӗвӗҫӳ туйӑмне хисеплемелле, хӗрхенмелле, тет, «ах, капла эпӗ ӑна кӳрентеретӗп», тет, — ҫакӑ вӑл кӗрешӳре кама кӑлӑхах асаплантарать-ха?

Кого удерживает понятие о том, что ревность — чувство, достойное уважения и пощады, что «ах, если я сделаю это, я огорчу» — кого это заставляет попусту страдать в борьбе?

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ланцетӑн авӑнмалла мар, вӑл авӑнас пулсан, чирлӗ ҫынна хӗрхенмелле пулать, анчах эпир хӗрхеннипе ӑна ҫӑмӑлтарах пулас ҫук.

Ланцет не должен гнуться — иначе надобно будет жалеть о пациенте, которому не будет легче от нашего сожаления.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эсӗ ӑнлансам: эпӗ чирлӗ ҫын, ҫавӑнпа санӑн мана хӗрхенмелле…» — теттӗм.

А ить ты пойми, что я хворый человек и должен ты ко мне какое-то восчувствие иметь…»

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пурте хӗрхенмелле вӗсене…

Жалко их станет всем…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Аванччӗ те ҫав ӑна ҫӗнӗ вырӑна куҫарсан, анчах йывӑҫӑн тымарӗсем ытла шала кайнӑ, ӑна кӑларма хӗрхенмелле те.

Хорошо бы и его переселить на новое место, но деревцо глубоко сидело в земле корнями, и жалко было его тревожить.

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ халь маншӑн ху пурнӑҫна та хӗрхенмелле мар.

Ты мне обязан жизнью.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пӗлсех тӑраттӑм вӑл ҫилхӑван иккенне, ун ҫине шанма та ҫук… хӗрхенмелле вара, чӑнах, ырӑ ятпа мар тӗп тӑвать вӑл хӑйне… урӑхла тата мӑйӗ те ҫук унӑн.

Да я всегда знал, что он ветреный человек, на которого нельзя надеяться… а, право, жаль, что он дурно кончит… да и нельзя иначе!..

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑтанса кайнӑ пӗчӗк хӗрача тухса ҫапла калама пуҫларӗ: «Мэрин пулнӑ пӗр путек» т. ыт. те, унтан лӑпчӑнса шутсӑр хӗрхенмелле реверанс турӗ те, хӑйне алӑ ҫупнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе, хӗпӗртесе вырӑнне кайса ларчӗ.

Сконфуженная девочка прошепелявила: «У Мэри был барашек», — сделала достойный жалости реверанс, получила свою долю аплодисментов и уселась на место, вся красная и счастливая.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

32. Патша вара ӑна чӗнтерсе илет те ҫапла калать: эй усал чура! эсӗ мана йӑлӑнтӑн та, эпӗ санӑн парӑмна пӗтӗмпех каҫартӑм; 33. эпӗ сана хӗрхеннӗ пек, санӑн та хӑвӑн юлташна хӗрхенмелле марччӗ-и? тет.

32. Тогда государь его призывает его и говорит: злой раб! весь долг тот я простил тебе, потому что ты упросил меня; 33. не надлежало ли и тебе помиловать товарища твоего, как и я помиловал тебя?

Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ниневие, аслӑ хулана, сылтӑм аллине сулахаййинчен уйӑрма пӗлмен ҫӗр ҫирӗм пин ҫын ытла пурӑнакан хулана, йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхлӗ хулана, Манӑн епле хӗрхенмелле марччӗ-ха? тенӗ.

11. Мне ли не пожалеть Ниневии, города великого, в котором более ста двадцати тысяч человек, не умеющих отличить правой руки от левой, и множество скота?

Иона 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней