Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗртет (тĕпĕ: хӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫеҫенхирте кӑвак чечексем ешереҫҫӗ, ҫамрӑк курӑк, кӗсресем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ, хӗвел хӗртет, — пӗр сӑмахпа каласан, чӑн-чӑн ажиотаж ӗнтӗ!

Лазоревые цветки по степи, травка молодая, кобылки пасутся, солнышко пригревает — одним словом, полный тебе ажиотаж!

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чи малтанах, манӑн сысна ҫӑвне ытларах ҫисен ялан кӑкӑр хӗртет, унтан тата — халӗ мӗн ҫитерсе усранӑ пулӑттӑм-ха эпӗ ӑна?

Перво-наперво, у меня от сала изжога приключается, когда я его переем, а во-вторых — чем бы я его теперича правдал?

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шалта тем хӗртет… кӑкӑр хӗртнӗ пек, пӗлетӗн…

Внутри у меня жжет… вроде изжоги, знаешь…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хӗвелӗ пур, хӗртет те хӗртет.

А солнце печет и печет.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Вӗри хӑйӑр ӳте ҫунтарас пек хӗртет, ачасем каллех шывалла чӑмрӗҫ.

Горячий песок обжигал тело, и мальчишки снова полезли в воду.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн уйра хӗвел хӗртет, ниҫта пӗр тӗм ҫук.

А у нас в поле печет, кругом ни кустика…

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑш хыпни пыра хӗртет; вуникшер стакан чей ӗҫни те пулӑшмасть, ахлатни, нӑйкӑшни илтӗнет; кӗтмел шывӗ, груша шывӗ, кӑвас ӗҫме пуҫлаҫҫӗ, теприсем тата, типнӗ пырӗсене йӗпетесшӗн ҫеҫ, эмел ӗҫме пикенеҫҫӗ.

Жажда палит горло; выпивается чашек по двенадцати чаю, но это не помогает: слышится оханье, стенанье; прибегают к брусничной, к грушевой воде, к квасу, а иные и к врачебному пособию, чтоб только залить засуху в горле.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унта уҫӑ та типӗ, лимонпа лавр шӑршиллӗ сывлӑш мар, хырпа ҫӗмӗрт тата эрӗм шӑршиллӗ сывлӑш тӑрать; унта кунсем уяр, хӗвел хӗртет, анчах ҫунтармасть, виҫӗ уйӑх тенӗ пек тӳпере пӗр татӑк пӗлӗт те курӑнмасть.

Там надо искать свежего, сухого воздуха, напоенного — не лимоном и не лавром, а просто запахом полыни, сосны и черемухи; там искать ясных дней, слегка жгучих, но не палящих лучей солнца и почти в течение трех месяцев безоблачного неба.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫакӑн пек уяр ҫанталӑк тӑнине ваттисем те астумаҫҫӗ: ҫурхи тулӑсене ҫулӑм пекех хӗртет.

Этакой засухи старики не запомнят; яровое так и палит, словно полымем.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӗвел хӗрхенмесӗр хӗртет.

Солнце палит нещадно.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тинӗс шывӗ пыра хӗртет.

В горле горело от морской воды.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӗвел хӗртет.

Солнце жгло.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӗвел июль уйӑхӗ варринчи пекех хӗртет, тен, ун чухнехинчен те шӑрӑхрах, типӗрех, вӑйлӑрах туйӑнать.

Солнце жгло, как в середине июля, даже как-то жарче, суше, шире.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кун халь ҫеҫ пуҫланнӑ пулсан та хӗвел ҫав тери хӗртет.

Несмотря на то что было раннее утро, зной уже стоял над полем.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӑлкуҫӗ ҫук, Хӗвел хӗртет.

Солнце высоко, Колодец далеко,

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӑхӑтра Бопре ним туйми, пӗр айӑпсӑр тенӗ пекех, ыйха хӗртет.

В это время Бопре спал на кровати сном невинности.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Англире пурӑнакан кирек хӑш ҫынна та тытса хӗртет.

Побить кого угодно в Англии.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней