Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ «Костьӑпа» витӗмлӗ сӑмахларӑм: малашне хула комитечӗ хушмасӑр нимӗнле диверси те тума хушмарӑм, хӑҫан та пулин ҫавнашкал хӑтлансан, пысӑк наказани паратпӑр, терӗм.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Зеб вилӗ ҫын пуҫӗнчен шлепкине хывса илме хӑтланнӑ, анчах вӑл тем пекех хывма хӑтлансан та, ҫавна тума пултарайман: пуҫӗ ҫав тери шыҫса кайнӑ, шлепке кӑшӑлӗ хӗррипе ҫыхса хунӑ хӑю татӑлса каяс пекех туйӑннӑ.
LХХХII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫав участокра урлӑ та пирлӗ ҫӳресе хӑтлансан, капитан хӑй мӗн шухӑшланине пӑрахма шут тытнӑ пулмалла.Объездив вдоль и поперек этот участок, капитан, по-видимому, решил отказаться от своего намерения.
LХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫӳрен ут ҫав самантра малтине хуса ҫитрӗ, иртсе каясшӑн талпӑнчӗ, анчах малта пыраканни ӑна пӳлме хӑтлансан, иккӗмӗшӗ каярах юлчӗ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Мишер, тем пек тӑма хӑтлансан та, ҫӗкленеймест.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Апла хӑтлансан, кам та пулин вилет терӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Илчӗ те, хирӗҫлеме хӑтлансан, темле пысӑк начальникпе калаҫса та пулин мана батальонта хӑварчӗ-хӑварчех.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тем хӑтлансан та, вӗсен ӗҫ тухманни вара…
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анчах эпир питех те чееленсе хӑтлансан, вӗсем капла хӑтланас ҫуккине те шанма пултаратпӑр.Но это, впрочем, мало вероятно, особенно если мы хорошо будем играть свою роль.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Темӗскер хӑтлансан та майор ун ҫине интереспе ҫавӑрӑнса пӑхмарӗ, ҫакна кура юмахри пек таҫтан сиксе тухнӑ этем хӑйӗн тӑсӑлакан трубине илсе, — труби сахалтан та тӑршшӗпе тӑватӑ фут пулать, — ӑна горизонт еннелле тытса телефон юпи пек хытса тӑчӗ, тӗреклӗрех тӑрас тесе пуль, урисене тем сарлакӑш чарса пӑрахрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑт сан аҫу мӗн те пулин хӑтлансан ҫеҫ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мӗнпур салтаксенне хӗҫпӑшалӗсене туртса илнӗ, вӗсенчен пӗр ҫирӗм ҫынна, хирӗҫ тӑма хӑтлансан, Богатырев леш тӗнчене ӑсатнӑ; тураса тӑкма приказ панӑ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗрле канашласа илнӗ хыҫҫӑн казаксем фронт еннелле кайма, хӑйсене чарма хӑтлансан — ҫапӑҫӑва кӗме калаҫса татӑлчӗҫ.Общим советом было решено идти на фронт, в случае попыток задержания — сражаться.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сотньӑна сапалантарса, чакакан салтаксене чарма хӑтлансан, вӗсем казаксем ҫине пеме тытӑнчӗҫ.И когда он, рассыпав сотню цепью, попытался прекратить движение, в них начали стрелять.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Лар, лар! — терӗ Озеров, Андрей командир умӗнче тӑма хӑтлансан.— Сиди, сиди, — сказал Озеров, когда Андрей попытался встать перед командиром.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӳрре тухма хӑтлансан та усси пулас ҫуккине ӑнланса илсе, вӑл хӑйӗн айӑпне тӳрех йышӑнчӗ.Поняв, что оправдываться бесполезно, он сразу же признал себя виновным.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Генерал раци тӑрӑх Волошин полкне каялла чакма приказ парасшӑн пулнӑ, анчах радист тем тӗрлӗ хӑтлансан та, Волошин рацийӗ сигналсене хирӗҫ чӗнмен.
XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пуҫне тем пек ҫӗмӗрсе хӑтлансан та, — вӑл ӑна тупаймарӗ.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хула тулашне тарса тухма хӑтлансан та усси пулман: пур ҫӗрте те хурал сыхласа тӑнӑ.Попытаться бежать за город было тоже безрассудно: все выходы из него охранялись стражей.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл сиккелени те кӑшкӑрашни арҫынсен ӑшне хыптарчӗ иккен те, эппин ахаль те хӑраса пурӑнакан хӗр патӗнче те ҫаплах хӑтлансан, ун сехрине хӑпартма пулать.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.