Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак юпа ҫине хӗреслетсе хӑма ҫапса хутӑм, хӑми ҫине вара ҫӗҫӗпе касса пысӑк сас-паллисемпе ҫакӑн пек сӑмахсем ҫыртӑм: Ку утрав ҫине эпе чи малтан 1659-мӗш ҫулта сентябрӗн 30-мӗшӗнче ура ярса пусрӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Упӑте турилкке пысӑкӑш ҫаврака хӑма татӑкӗ ҫинче хӑвӑрттӑн ҫаврӑнкалать, кашни секундрах куракансен ури айне ӳкессе пӑхмасӑр, вӑл ачине мӗн пырса тивме пултарать, ҫавсене пӗтӗмпех, ырма пӗлмесӗр тӗрте-тӗрте ярать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӗсемпе пӗрле унта тата тепӗр хӗрарӑм пурччӗ — ҫӳлӗ те тӳп-тӳрӗ, хӑма евӗр лаптак кӗлеткеллӗскер; янах шӑммисем унӑн лашанни пекчӗ, хӑрӑм тӗслӗ хура, чалӑш куҫӗсем — тӗксӗмччӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Пӗррехинче ҫамрӑк лавҫӑсем ял патне ҫитерехпе, сулахаялла пӑрӑнчӗҫ, путӑк умне юпа ҫапса лартрӗҫ, юпа ҫумӗнчи хӑма ҫине: «Кунта путӑк пур. Сулахайран ҫӳремелле. Колхоз председателӗ Башлыков» — тесе ҫырса хучӗҫ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗрлӗ ҫуртсем пур кунта: улӑм витнисем те, хӑма витнисем те, ҫерем касси витнӗ ҫӗр пӳртҫем те курӑнкалаҫҫӗ.С ее разномастными избами, крытыми дранью и соломой, на приземистые землянки, обложенные дерном.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан хӑйӗн кивелнӗ гимнастеркине шывпа йӗпетрӗ, ӑна крыльца умӗнче выртакан лаптак чул ҫине, ухмалли хӑма ҫине сарса хунӑ пек, сарса хучӗ, хӑйӑр сапрӗ, кӑшт супӑнь сӗрчӗ, вара мунчалапа пикенсе сӑтӑрма пуҫларӗ.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, пӳскене ҫапнӑ ҫӑмӑл хӑма татӑкне аяккинелле хурса, пахча карти патне утса пырать, ҫӗре ҫапса лартнӑ йывӑр шалҫана туртса кӑларать.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Захар мучи алӑк патӗнчи пӗчӗк хӑма татӑкӗсенчен шӑнкӑрч йӑви тӑвать.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алеша Семушкин шыв урлӑ хывнӑ хӑма каҫӑ пӑрпа пӗрле юхса кайма пултарни ҫинчен пӗлтерчӗ, киле мӑн ҫулпах, кӗпер урлах таврӑнма тивет пулӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Киле, шкула хӗл каҫиччен ҫӳренӗ хӑма сарнӑ ансӑр каҫма урлӑ е тавра ҫулпа, кӗпер урлӑ каясси пирки хирӗҫӳ пуҫланчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анлӑ урамра унта та кунта ҫутӑ сухӑрлӑ пурасем, шултра пӗренесем, вӑрӑм каштасем купала-купала хунӑ, хӑма ҫурмалли стансем урисене чаркаласа тӑраҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑрсем кайса пӗтнӗ, ҫумӑр шывӗ юхмалли тӑрпасем тӗл-тӗл ҫӗмӗрӗлнӗ, ҫавӑнпа килкартинче пылчӑк кӳлленсе тӑрать, вӗсем урлӑ, ӗлӗкхилле, ансӑр хӑма хунӑ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ ӑна уттинченех паллатӑп: хӑма сарнӑ ҫулпа кам та пулин утни тӳрех илтӗнет.— Я знаю и шаги их; по деревянной мостовой слышно, как кто идет.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чир-чӗрсем ҫинчен Обломов килӗнче те, ялта та калаҫни илтӗнмен тесен те юрать; тӗттӗмре кам та пулсан мӗнле те пулин шалча ҫине пырса тӑрӑнать е аслӑк ҫинчен йӑванса анать, е хуралтӑ тӑрӗнчен хӑма ӳксе пуҫран ҫапать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юлашкинчен тата акӑ мӗн патне ҫитнӗ: Архип лашипе тата пички-качкипе кӗпер ҫинчен канава тӳнсе кайсан, ҫийӗнчех кӗпер ҫине виҫӗ ҫӗнӗ хӑма сарса хунӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Адмиралтейство лорчӗсене Рид асӑрхаттарӑвӗсене шута илменшӗн судпа айӑпланӑ, приговорне бронза хӑма ҫинех ҫырса хунӑ та Лондонри святой Павел соборӗнче вырнаҫтарнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тинӗс училищи пӗтернӗ хыҫҫӑнхи пекех, лайӑх вӗреннӗшӗн хальхинче те унӑн хушаматне мрамор хӑма ҫине кӗртнӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Виҫ-тӑват сехет иртсен, яланхи пекех, кашни пӳлӗмре хӑйне уйрӑм пурнӑҫ пуҫланчӗ, вӑл пурнӑҫ кӳршӗ пӳлӗмри пек мар, вагонти хӑма ҫапса уйӑрнӑ пӳлӗмсем шухӑшсемпе туйӑмсене те уйӑрса тӑраҫҫӗ тейӗн ҫав.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫук, акӑ шаккаҫҫӗ унта, ҫутӑ алӑкӗсене хӑма ҫапса витеҫҫӗ, маччисене кӗҫҫепе те тольпе сӑраҫҫӗ — вӗсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сулахай аллин сарса янӑ пуҫ пӳрни ҫине палитра тӑхӑнтарнӑ, вӑл картининчен те илемлӗрех — тӑрӑхла ҫаврака хӑма, ун ҫинче пӗтӗм краскасем — тинӗсӗн тӗрлӗ тӗсӗсем, пӗлӗт, тӑм, сирень, курӑк, шурӑ пӗлӗт тӗсӗсем юмахри пек илемлӗ сапаланса выртаҫҫӗ…
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949