Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Эй Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисем, Ҫӳлхуҫашӑн хӑвӑрӑн ӳтӗре кастарӑр, чӗрӗрсен ӳтне касӑр: Манӑн ҫиллӗм вут-ҫулӑмла тапса ан тухтӑр, сирӗн усал йӑлӑрсене пула пӗр сӳнмиех ҫунса ан тӑтӑр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир те ҫак аслӑ куна хӑвӑрӑн чаплӑ уявӑрсен шутне кӗртсе ӑна хаваслӑ ирттерӗр, вӑл халӗ те, кайран та ҫавӑн чухне пирӗн валли тата пире ырӑ сунакан Перси ҫыннисем валли ҫӑлӑнӑҫ килнине аса илтерсе тӑтӑр, пире хирӗҫ каварлашнисем валли вилӗм килнине аса илтерсе тӑтӑр.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн хӑвӑрӑн та Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче айӑп ҫук-им вара?
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗненӗр, вара эсир ҫирӗп пулатӑр; Унӑн пророкӗсене ӗненӗр, вара сире ӑнӑҫу пулӗ, тенӗ.Верьте Господу Богу вашему, и будьте тверды; верьте пророкам Его, и будет успех вам.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах эсир аптӑраса ан ӳкӗр, аллӑрсем ан усӑнччӑр, мӗншӗн тесессӗн сире хӑвӑрӑн ырӑ ӗҫӗрсемшӗн тивӗҫлипе тавӑрса парӗҫ, тенӗ.7. Но вы укрепитесь, и пусть не ослабевают руки ваши, потому что есть возмездие за дела ваши.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Малашне эсир хӑвӑрӑн палла-тӑран кӳрекен кӗмӗле хӑвӑр валли ан илӗр, ӑна Ҫурта юсама парӑр, тенӗ.Не берите же отныне серебра у знакомых своих, а на починку повреждений в храме отдайте его.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авенир Израилӗн аслӑ ҫыннисене каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та эсир Давид хӑвӑрӑн патшӑр пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗрччӗ; 18. халӗ тӑвӑр ҫакна, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Давида ҫапла каланӑ: «Давид чурамӑм аллипе Эпӗ Хамӑн Израиль халӑхне филистимсен аллинчен, унӑн мӗнпур тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑп» тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку вӑл шӑпах пушхирте Египет ҫыннисене тем тӗрлӗ асаплантарса пӗтернӗ Турӑ; 9. ҫирӗп тӑрӑр та паттӑр пулӑр, филистимсем, еврейсем сирӗн патӑрта чуралӑхра пулнӑ пек, сирӗн хӑвӑрӑн еврейсен аллине чуралӑха кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр; паттӑр пулӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Священниксем ҫиччӗмӗш хут трупа кӑшкӑртса ярсассӑн, Иисус халӑха: кӑшкӑрӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа хулана сирӗн аллӑра пачӗ! тенӗ; 16. хулана хура ылхан ҫитрӗ, унта мӗн пурри — [ҫӳлти ҫарсенӗн] Ҫӳлхуҫине; аскӑн арӑма Раава анчах чӗрӗ хӑварӑр: ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчисене те никама та ан тивӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл эпир янӑ ҫынсене сыхласа хӑварчӗ; 17. анчах та тупаланӑ япаларан сыхланӑр, тупаланине илсе хӑвӑрӑн та тупаланмалла ан пултӑр, Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрне тупалани ан ҫиттӗр, ӑна инкек ан пултӑр; 18. пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗл, пӗтӗм пӑхӑр-тимӗр савӑт Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр, Ҫӳлхуҫа пурлӑхӗн ҫӳпҫине кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ: 13. хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ; 14. сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр, 15. Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Паян эсир пурсӑр та — йӑхӑрсен пуҫлӑхӗсем, сирӗн аслӑ ҫыннӑрсем, [сирӗн тӳрӗрсем,] халӑха пӑхса тӑракансем, пӗтӗм Израиль ҫынни, 11. сирӗн ачӑрсем, арӑмӑрсем, санӑн тапӑрна ютран килнӗ ҫынсем, вутӑ касса тӑракантан пуҫласа шыв кӳрсе тӑракан таранах — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тӑратӑр: 12. Ҫӳлхуҫа Турру паян санпа килӗшӳ тӑвать, эсӗ тупа туса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррупа халал хыватӑн, 13. Вӑл сана паян Хӑйӗн халӑхӗ тӑвать, Хӑй вара — сана каланӑ пек, санӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова Хӑй тупа туса каланӑ пек — санӑн Турру пулӗ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна паракан ҫак халӑхсен хулисенче вара пӗр чуна та чӗрӗ ан хӑвар, 17. хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру хушнӑ пек, вӗсене — хетсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене, иевусейсене [тата гергесейсене] — тӗппипе пӗтермелле тупала: 18. вӗсем сире хӑйсен туррисемшӗн туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрентчӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫылӑха кӗмелле ан пултӑр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсир — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ачисем; вилнӗ ҫыншӑн хӑвӑр ӳтӗре каскаласа ан пӗтерӗр, куҫ харшине ан хырӑр: 2. эсӗ — хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ, сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхсенчен Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эхер те санӑн хушшунта пророк е тӗлӗк ӑсти тупӑнсассӑн, вӑл сана тӗлӗнмелле паллӑ е кӗтрет кӑтартсассӑн, 2. сана кӑтартнӑ ҫав паллӑ е кӗтрет чӑна килсессӗн, ҫитменнине тата вӑл: «эсӗ пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн каяр, вӗсене пӑхӑнса пурӑнар» тесессӗн, 3. ҫав пророкӑн е тӗлӗк ӑстин сӑмахне ан итле: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, эсир Ӑна пӗтӗм чӗрӗртен, пӗтӗм чунӑртан юратнине пӗлмешкӗн сире ҫавӑн урлӑ сӑнать; 4. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, ҫулӗпе ҫӳрӗр, Унран хӑраса тӑрӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене тытса пырӑр, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑр, Ӑна ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 5. леш пророкне е тӗлӗк ӑстине вара хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, хӑвна чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, пӑрахма хистенӗшӗн, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ ҫултан пӑрса ярас тенӗшӗн вӗлерме тытса памалла; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтер.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне, 3. Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине, 4. Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман; 5. хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, 6. Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман, 7. эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.