Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑвӑрпа (тĕпĕ: хӑвӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Евсей Антоныч, эсир — управленири партбюро членӗ, анчах мӗнле-ха хӑвӑрпа юнашарах Шамраевпа Акчуров япӑх ӗҫленине тӳсетӗр?

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑвӑрпа тӗпрен ӗҫлемелле.

Стоит провести капитальную работу над собой.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Иккӗленӳлӗх туйӑмне хӑвӑрпа хуҫа пулма ан парӑр.

Не позволяйте своей нерешительности взять над вами верх.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир хӑвӑрпа тантӑш хӗрарӑмсем хушшинче чи илемли, — ҫапах эсир те ӗмӗр тӑршшипех ҫамрӑк чухнехи пек пулас ҫук тесшӗнччӗ эпӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чаплӑ пухӑва аннӗрсене, аппусене, йӑмӑкӑрсене те хӑвӑрпа пӗрле илсе килӗр, — тесе вӗҫлерӗ учительница.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тӑванне тӑван та-ха вӗсем, ҫапах ман сирӗнпе хӑвӑрпа кӑна калаҫас килет, — терӗ Мамич-Бердей сӗтел хушшине Алттыша хирӗҫ вырнаҫса.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каларӗ-ҫке Каюм аксакал паҫӑр, «Эсир хӑвӑрпа мӗн пулма пултарнине пӗлетӗр-и, тусӑмсем?» — терӗ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрмана кайса ҫӳренӗ чух хӑвӑрпа ялан хутпа кӑранташ илӗр, мӗн курни-пӗлнине ҫырса хурӑр», — терӗ Лев Борисович Лембэ профессор, пирӗн шкула пырсан.

Помоги переводом

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

— Эсир кам пулатӑр; Хӑвӑрпа паллаштарӑр-ха.

— Вы кто будете; Представьте себя.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Укҫа ыйтӑвӗсене татса панӑ чухне хӑвӑрпа пӗр шухӑшлисене тупатӑр.

Вы сможете без проблем найти единомышленников в финансовых вопросах.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вара хӑвӑрпа мухтанма та пултаратӑр.

И можете гордиться собой.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Однако не позволяйте себя эксплуатировать.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре тавлашу сиксе тухма пултарать, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

На работе у вас могут возникнуть конфликтные ситуации, не позволяйте собой понукать.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑпах ун чухне эсир хӑвӑрпа та, ӗҫпе те кӑмӑллӑ.

Именно в понедельник вы будете довольны как собой, так и полученным результатом.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа хӑвӑрпа пӗрле пысӑк укҫа илсе ан ҫӳрӗр.

Поэтому не носите с собой больших сумм.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑхшӑн ӑнӑҫлах мар тапхӑр, хӑвӑрпа та кӑмӑлсӑрланатӑр.

Неблагоприятный период для вашего здоровья, возможно чувство дискомфорта, слабости, недовольства собой.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Май килнӗ таран вӑхӑта ытларах хӑвӑрпа пӗрешкел ҫынсемпе ирттерӗр.

По возможности проводите как можно больше времени в коллективе близких по духу людей.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере хӑвӑрпа пӗчченлӗхре ирттерӗр.

Гороскоп на неделю советует провести этот период в покое и гармонии с собой.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ыттисене хӑвӑрпа мӗнле пулма юранине кӑтартӑр.

Дайте окружающим понять, как с вами можно поступать.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑрпа юнашар курас килнӗ ҫынсемпе ҫулҫӳреве тухма май пулӗ.

А что еще лучше - у вас будет возможность отправиться в путешествие с теми людьми, которых вам приятно видеть рядом с собой.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней