Поиск
Шырав ĕçĕ:
Бригадир Яков Васильевич Платонов хӑй те, нарядсем панӑ чух, ӑна: «Эсир, Терентий Петрович, ыран хӑвӑрӑн мӗн тумаллине хӑвӑрах пӗлетӗр», тет вӗт-ха.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Каҫалапа пирӗн Кирилле — вӑл сивӗ кӑмӑллӑ арҫынччӗ, чылай ҫулланнӑскерччӗ, — ура ҫине тӑчӗ, ҫӗлӗкне хыврӗ те ҫапла калать: «Ну, ачасем эпӗ сирӗншӗн малалла начальник мар, тарҫӑ мар, хӑвӑрах кайӑр, эпӗ кунтан вӑрманалла пӑрахса каятӑп!» — тет.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эсир ҫакна хӑвӑрах ӑнланса илӗр акӑ, — шанчӑклӑн каларӗ Павӑл.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫав ҫын инкек курчӗ, ӑна киревсӗр ӗҫ тунӑ вӑхӑтрах тытрӗҫ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Куншӑн пире епле хытӑ лектернине хӑвӑрах аван пӗлетӗр.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эсир, господин начальник, хӑвӑрах пӗлетӗр-ҫке… —
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Карпат леш енчи ҫӗрсене, хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, вуншар ӗмӗр хушши ют хуҫасем: е мадьяр королӗ, е Австри патши е Чехословаки президенчӗ — тытса тӑнӑ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ну, хӗлле, тур пулӑшсан, Петербурга куҫӑпӑр, унта ҫынсемпе курнӑҫатӑр, усӑллӑ паллашусем пулӗҫ; эсир ӗнтӗ пысӑк ачасем, акӑ эпӗ Вольдемара ҫапла каларӑм; эсир халь ҫул ҫине тухнӑ, ҫавӑнпа ман ӗҫ пӗтнӗ, хӑвӑрах кайма пултаратӑр, манпа канашлас кӑмӑлӑр пулсан, канашлӑр, эпӗ халь сире ӑс паракан арҫын мар ӗнтӗ, сирӗн тусӑр эпӗ, кирек мӗн тесен те хам пултарнӑ ҫӗрте сирӗн тусӑр, юлташӑр тата канаш паракан ҫыннӑр пуласшӑн, урӑх никам та мар.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑвӑрах пӗлетӗр-ҫке, сире Иван кнезь аҫӑрпа пӗрех вӗт.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пирӗшти пек ырӑ чунлине хӑвӑрах пӗлетӗр — ӑна вӑл пур тӗлӗшпе те ӗненет.Вы знаете, какая это ангельская доброта — она ему во всем верит.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл шут ҫине виҫӗ пин туртрӗ те минут хушши сӑмах чӗнмесӗр пӗрре шут ҫине, тепре аттене куҫран пӑхрӗ: «Хӑвӑрах куратӑр, ку питӗ сахал! Тата утине те халь сутас-тӑк, сиен курасси ҫеҫ пулӗ, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр…» тенӗ пек ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ ӑна.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ну, вӑхӑчӗ ун чухне мӗнлине хӑвӑрах пӗлетӗр.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Хӑвӑрах пӗлетӗр.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ну, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, мӗн тумаллаччӗ-ха ӗнтӗ манӑн?
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Васкасса, паллах, эпӗ васкамастӑп, мӗншӗн тесен, хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, хӑвна хӗнеме хатӗрленнӗ чухне васкани кулӑшла пулӗччӗ вӑл.Спешить я, конечно, не спешу, потому что смешно, понимаете, спешить, когда тебя бить собираются.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
— Эсир ӑна хӑвӑрах курнӑччӗ пулас…
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Мӗншӗнне эсир кайран хӑвӑрах пӗлӗр-ха.
Сашӑпа Шура // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Эсир хӑвӑрах каларӑр вӗт-ха, Семен Афанасьевич, ҫыннӑн пур енчен те ҫирӗп пулмалла, тесе.— Вы же сами, Семен Афанасьевич, говорили, что человек должен быть закаленный.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, Семен Афанасьевич, эпӗ акӑ — чӗлхепе литературӑна вӗрентетӗп.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, тӗрӗс пулать-и вӑл? — терӗм эпӗ.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.