Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каргинскине чун туртмасӑр, хушӑран кӑна учӗсене юртӑпа ярса килчӗҫ пулсан, унтан кайнӑ чух, лашисене ним хӗрхенмесӗр хӑваларӗҫ, вӑй ҫитнӗ таран ячӗҫ.Если в Каргинскую шли неохотно, редко перебивая на рысь, то оттуда придавили коней, неслись вовсю.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗтӗм вӑрманӗпе пур еннелле те, пӗр тӗлте васкавлӑн утса, тепӗр тӗлте чупса, салтаксен речӗсем малалла шурӗҫ; минометчиксем чӑм шыва ӳксе миномет кӗпҫисемпе питлӗхӗсене йӑтса пычӗҫ; пулеметчиксем станковӑй пулеметсене йӗлтӗрсем ҫине лартса туртрӗҫ; лавҫӑсем, боеприпассем тиенӗ ҫунисене туртса кӑларма пулӑшса, шӑппӑн кӑшкӑрашса лашисене хӑваларӗҫ…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ыттисем ӑна кӑшт хӑваларӗҫ те чупма чарӑнчӗҫ, унтан вӗсем каялла таврӑнчӗҫ.А остальные, пробежав небольшое пространство, понемногу отстали и теперь идут назад к костру.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Мана черкессем хӑваларӗҫ, — терӗ Огнянов, — тепле тупайманнинчен халь те пулин тӗлӗнетӗп: вӗшле йыттисем те пурччӗ хӑйсен.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чӑрмавсем тухсах пычӗҫ, анчах Кирсанов вӗсем ҫинчен пӗлтерме мар, пачах урӑхла, ун пек чӑрмав тӗл пулнӑшӑн шеллерӗ те (анчах шеллессе те хӑш чухне ҫеҫ шеллерӗ, час-часах шеллеме юраман пулӗччӗ); чӑрмавсем пурпӗрех тӗл пулчӗҫ, ҫавӑнпа вара ӑна Лопуховсем час-часах хӑйсем патӗнчен хӑваларӗҫ, вӑл килте пулма сӑмах пани ҫинчен ӑстутарчӗҫ, мӗншӗн тесен ун патне ун юлташӗсем пырасшӑн пулнӑ…, е унӑн паян пӗрин патне каймалла, канмасан, леш ҫилленет, анчах Кирсанов ун ҫинчен маннӑ; е вӑл унӑн ыран валли ӗҫ пӗр тӑватӑ сехет ӗҫлемелӗх юлнине те маннӑ: мӗн-ха вӑл, кӗҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑрасшӑн мар-им? — 10 сехет вӗт ӗнтӗ, ҫитет ӑна ашкӑнса ларма, ӗҫе кайма вӑхӑт.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӗрем юнпа ҫӑвӑнать; ҫырма тӑрӑх ҫӑра курӑк хушшипе шуса иртрӗм те, — пӑхатӑп: вӑрман пӗтрӗ, темиҫе казак уҫланка учӗсене уттарса тухрӗҫ, ҫатантах манӑн Карагез та тӳрех вӗсен умне сиксе тухрӗ, ак хайхисем пурте кӑшкӑрашса ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ: темӗнччен хӑваларӗҫ вӗсем ӑна, уйрӑммӑнах пӗри ик-виҫӗ хутчен те кӗҫех ӑна йӑлмакпа тӑхӑнтартса тытатчӗ; эпӗ сехӗрленсе ӳкрӗм, пуҫӑма усрӑм та кӗл тума тытӑнтӑм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
19. Пире йӗрлекенсем тӳпери ӑмӑрткайӑкран та вичкӗнрехчӗ; пире хыҫран тусем тӑрӑх хӑваларӗҫ, пире пушхирте сыхласа тӑчӗҫ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.