Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сад тӑрӑх ҫил ҫӳрет, тӗмсенче темӗн шырать, ҫулсем ҫинчи шултра хӑйӑра кустарать, туратсемпе вылять, хырсен тӑррисенче — чашкӑрать, шӑхӑрать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сап-сарӑ хырсен вӑрманӗ, карап тумалли хырсем мачта вӑрманӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗр ҫын та пулманни, хӑй пӗр-пӗччен ҫеҫ пулни, кӗтсе тӑни Василие хырсен ҫӑмламас турачӗсене сивӗ юр ҫӗлӗкӗсем пусса тӑнӑ пек пусӑрӑнтарнӑ.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Авдотья кӑкласа кӑларнӑ ҫинҫешке хырсен купи ҫинче ларнӑ, Степан ҫывӑхран иртсе кайнӑ чухне кашни хутрах унӑн тӗксӗм кӗлеткине тата йӑл кулса тӑракан пысӑк куҫсемлӗ питне курнӑ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халӗ, ак йывӑр юр пуснипе ватӑ хырсен турачӗсем усӑннӑ, ҫамрӑк хурӑнсем кӑкӑр таранах юр ӑшне путса ларнӑ.А теперь от тяжести снега согнулись у старых елей ветви, молодые березы ушли в него по грудь.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫумӑр виҫӗ кун ӗнтӗ пачах ҫумарӗ, кӑштах ӳкнӗ юр кӗрпи пӳрт тӑррисемпе хирсене, лартса ӳстернӗ хырсен вуллисемпе ҫул айккисене кӑштах шуратнӑ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хырсен парачӗ теме пулать, мӗншӗн тесен пурте вӗсем пӗр евӗрлӗ, кичем, пӗр йӗркепе лараҫҫӗ, ӳкерчӗк ҫинчи пек…
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пысӑк хырсен ҫумне ют та усал ҫынсем лӑпчӑнса тӑнӑ пек курӑнчӗҫ.И казалось мне, что, прильнув к толстым стволам сосен, повсюду затаились чужие и злобные люди.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Партизансем Чайкӑна хулана ҫӗклесе кайса хӑй юратакан ҫӑра хырсен сулхӑнне пытарчӗҫ.
Эпилог // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Малтан Катя ҫине пӑхса илчӗ, унтан хыҫалалла юлакан хырсен тӑррине пӑхма пуҫларӗ.С Кати он перевел взгляд на неторопливо уплывавшие назад вершины сосен.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тимофее ӗнтӗ вӑрман та, халӑх майлах, курайман пек туйӑнчӗ, хырсен шавӗнче те: «Акӑ вӑл, нимӗҫсен йытти, акӑ вӑл!» тенӗн илтӗнчӗ ӑна.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хура тӗтӗм йӑсӑрланни хырсен тӑрринче тепӗр вӑрман ӳссе ларнӑ пек курӑнать, ун витӗр ҫулӑм ялкӑша-ялкӑша илет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл хырсен силленекен тӑррисене пӗр хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ, курасса — ҫав хӑрушӑ камерӑна тата Федьӑна пуҫкасакансем асаплантарнине курчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫурӑлакан пульӑсем, вӑрман тӑрӑх шӑхӑрса вӗҫсе, хыр йӗпписене тӑка-тӑка хӑвараҫҫӗ, хырсен вуллисене шӑйӑрса чӗрпеклеҫҫӗ, хура ҫӗлен евӗр чашкӑрса, ҫӗр ӑшне чӑмаҫҫӗ те, мӗн ҫине те пулин ҫивӗччӗн тӑрӑнса, шартлатса ҫурӑлса каяҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хырсен юр ларнӑ тӑррисем ӳт тӗслӗн курӑнса лараҫҫӗ; ҫак ҫутӑ хыр вуллисен анӑҫ енче пайӑркан-пайӑркан юхнӑ пек туйӑнать.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсене хирӗҫ, кӑнтӑр ҫыннисене хӑйсен вуллисен шура тӗсӗпе ачашласа, е пӗччен хурӑнсем чупса иртеҫҫӗ, е тӗксӗм-сарӑ хырсен ращисем, е йывӑҫ ҫуртсем, е тӗмӗсем чупса иртеҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шыв ҫийӗнчи тӗтре те сирӗлет, хӗвелтухӑҫӗнчи кӗрен тӗс те ҫухалчӗ — йӑлтӑркка ҫутӑра пурте хӑй вырӑнне ларчӗ, пурне те яланхи тӗс ҫапрӗ; вӗрипе хӗрсе саралнӑ чуллӑ сӑртсем те, шуркутсем йӑва туса чечче пек шӑтарса пӗтернӗ тӑм тӑвайкки те, ҫаралса юлнӑ тӗмескесем те, чӑнкӑ ҫырансенчи шыв та, хырсен сӑрӑ вуллисем те, стенисене кизякпа сӗрнӗ хура выльӑх вити те — пурте, пурте яланхи пекех.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лупашкасенче тӗксӗм, шӑнса кайнӑ, ҫывӑрса тӑранайман пек курӑнакан хырсен мӗлкисем палӑраҫҫӗ.В них отражались сосны, мрачные, как будто зазябшие и не совсем еще проспавшиеся.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кровать ҫине ларса, лётчик нумайччен хырсен вӑрттӑн шавне итлет, унтан тӑрук, куҫа курӑнакан тӗлӗке хӑваласа янӑ пек, пуҫӗпе сулса илет те унӑн чӗри хаваслӑ ҫирӗп вӑйпа тулать.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӗмӗрхи чӑрӑшсен турачӗсем ҫинче ача юшкисем типсе тӑнӑ, пӗчӗк хырсен турачӗсем ҫинче ӳпӗнтерсе хунӑ тӑм чӳлмексем е кӑкшӑмсем ҫил ҫинче кушса тӑнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950