Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрман шӑпах, уҫланкӑ ҫинче тӑри юрри янрать, улатаккасем йывӑҫ вуллине шаккаҫҫӗ, касса янӑ хырсен усӑннӑ тураттисем хушшинче вӗҫкелесе кӑсӑясем ҫилессӗн чӗнклетеҫҫӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ире хирӗҫ, ҫил-тӑман лӑплансан, шӑпланнӑ ҫӗре ҫӑра шур тӗтре хупласан, Алексее хырсен шавӗ витӗрех инҫетре ҫапӑҫу кӗрлени илтӗннӗ пек туйӑнчӗ: шартлатса ҫурӑлни, автоматсемпе винтовкӑсем шатӑртатни илтӗннӗ пек пулчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӑши чӑтлӑха сиксе ӳкме ӗлкӗрчӗ кӑна, ҫав самантрах темскер, пысӑкскер, кӗрхи тӑвӑлтан та хӑрушӑ шавлӑскер, хырсен тӑррине ҫитсе ҫапрӗ те ҫӗр ҫумне ҫав тери хыттӑн кӗрӗслетрӗ, — пӗтӗм вӑрман кӗрлесе, йынӑшса илчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хырсен кӑтра пуҫӗсемпе шӗвӗр чӑрӑш тӑррисем хӗрелсе ҫуталнине кура, пуҫланнӑ кун янкӑр уяр та шартлама сивӗ пуласса пӗлме пулать.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫил каллех хырсен лӑсӑллӑ йывӑр турачӗсене хускатса шавласа илчӗ.Снова порывисто шумнул ветер в тяжелой хвое сосновых вершин.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950