Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хускалса (тĕпĕ: хускал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик, те ӑна итлесе, аллине сулнӑ пек пулчӗ, унтан хускалса илчӗ те яш! тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ тухас тесе хускалса илтӗм — кӑвапа таран анса кайрӑм.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑрманта выртакан партизансем хӑвӑрт хускалса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклесе шоссе ҫине тинкереҫҫӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вара ҫил хускалса каять те ҫумӑр пӗлӗтне салатать иккен.

Помоги переводом

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр енчен хӑма хускалса вырӑнӗнчен тухрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуҫлӑх, куҫӗпе арҫынна тирӗнсе, пӗр авӑк шанк хытса ларчӗ, унтан пӳлӗмре сывлӑш йывӑрланса, пӑчӑланса, кӑкӑрне пӳлнӗ пек, пиншакӗн тӳмисене вӗҫертрӗ, кӗпи ҫухавине ярханах ячӗ, тинех хускалса илчӗ те сарлака тутин сулахай кӗтессине йӗкӗлтевлӗ — йӗплӗ кулӑ хылчӑкӗсем купаларӗ:

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Чунӗ савӑккӑн хускалса, хастарланса, ӑшӑнса, юнӗ харсӑррӑн выляса илмеллеччӗ ӗнтӗ ват ҫыннӑн хӑйӗн чун таткисене курсан, анчах, ҫук, ун куҫӗсем хавха та савӑнӑҫ хӗлхемӗсем чӑлтӑр-чӑлтӑр та йӑл-ял вылятмарӗҫ — тунсӑх, палламалла мар айӑп, асаплануллӑ ӳкӗнӗҫ «пӑрланнӑ» вӗсенче.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Полина ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ, тейӗн, вӑл хӗпӗртӳллӗн хускалса илсе, чуна пымалла кулӑпа ҫутӑлкаласа, каччӑ куҫне ӑшӑ пиллӗн ӳксе, тӳрех хуравларӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Чӑлха ҫыхнӑ чухне пӗр йӑллине сиктерсе хӑварсан, пӗтӗм ӗҫ пӑсӑлать. Хаҫат вуласси те ҫавӑн пек япала — пӗр-ик кун вуламасӑр юлсанах пурнӑҫри пулӑмсемпе ӗҫсене сӑнаса пырасси арканать, хаҫат вулас интерес пӗтет», — терӗ те, итлесе ларакансем сасартӑках хускалса илчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Тӗттӗмре тахӑшӗ хуллен хускалса илчӗ, вӑй пухса ура ҫине тӑрасшӑн пулчӗ.

Из тьмы донесся шорох, кто-то делал усилие подняться:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Директор килнине аякран курсанах вӗренекенсем хускалса илчӗҫ.

Завидев директора еще издалека, ученики дрогнули.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Класра ларакан ачасем ҫӑмӑллӑн хускалса илчӗҫ.

По классу прошло легкое движение.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мотоцикл кӗҫех хускалса та кайрӗ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юлашкинчен, сӳннӗ мотор хускалса кайрӗ, хӗр мотацикла канавран сӗтӗрсе кӑларчӗ те ун ҫине ялт! сиксе утланчӗ, председателӗн киле тӗлне кӗрлеттерсе ҫитсен вӑшт! сиксе анчӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӑх татнӑ пӗве шывӗ пек хускалса кайрӗ, кӑшкӑрашни, ахлатни, хӗрарӑмсем макӑрни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑш-пӗрисем ҫеҫ хускалса илчӗҫ, ӳсӗркеленисем илтӗнчӗҫ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сергей ӗҫрен пушансан вара пурте пӗрле хӗрсем пухӑннӑ вырӑналла хускалса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, атте, пулӑ! — вӑштах хускалса илчӗ Антун.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑлтӑртатать, ҫатӑртатать-шӑтӑртатать, тӗллӗн-тӗллӗн тайӑлкаласа та илет вӑл, ҫапах та вырӑнтан хускалса каяймасть: хӗл каҫа ҫырма тӗпне тарӑн тымарсем янӑ та, ҫавсем тытса тӑраҫҫӗ тейӗн.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней