Поиск
Шырав ĕçĕ:
36. Ассири патши Сеннахирим ӗнтӗ хӑй вырӑнӗнчен хускалса кайнӑ, каялла таврӑннӑ, кайран вара Ниневире пурӑннӑ.36. И отправился, и пошел, и возвратился Сеннахирим, царь Ассирийский, и жил в Ниневии.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иисус халӑха ҫапла каласассӑнах, Ҫӳлхуҫа умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи тытса пыракан ҫичӗ священник вырӑнтан хускалса труписене [хыттӑн] кӑшкӑртса янӑ, вӗсем хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи пынӑ; 8. кӑрал тытнисем вара трупа кӑшкӑртса пыракан священниксем умӗнчен пынӑ; кайрисем [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчи хыҫӗнчен пынӑ, утнӑ майӑн трупа кӑшкӑртнӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем ҫыран хӗррине тухса типӗ ҫӗр ҫине ура ярса пуссанах, Иордан шывӗ хӑйӗн яланхи ҫулӗпе хускалса кайнӑ, ӗнерхи-виҫӗмкунхи пекех, ҫыран тулли тулса юха пуҫланӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн халӑх Асирофран хускалса кайнӑ та Фаран пушхирне ҫитсе чарӑннӑ.1. После сего народ двинулся из Асирофа, и остановился в пустыне Фаран.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Тапӑртан хускалса тухсассӑн, кӑнтӑрла вӗсен тӗлӗнче Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ пынӑ.34. И облако Господне осеняло их днем, когда они отправлялись из стана.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара вӗсем Ҫӳлхуҫа тӑвӗ патӗнчен виҫӗ кун каймалли ҫула хускалса тухнӑ, ӑҫта чарӑнса тӑмалли вырӑна палӑртса, Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи те виҫӗ кун вӗсен умӗнчен пынӑ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унтан сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе пыракан Кааф ывӑлӗсем хускалса кайнӑ; кӗлӗ чатӑрне вӗсем ҫитичченех лартса хунӑ.21. Потом пошли сыны Каафовы, носящие святилище; скиния же была поставляема до прихода их.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кӗлӗ чатӑрне сӳтсе илнӗ те ӑна ҫӗклесе пыракан Гирсон ывӑлӗсемпе Мерари ывӑлӗсем хускалса кайнӑ.17. И снята была скиния, и пошли сыны Гирсоновы и сыны Мерарины, носящие скинию.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иккӗмӗш ҫулхине, иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче пӗлӗт Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫийӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ; 12. Израиль ывӑлӗсем вара тапӑрӑн-тапӑрӑн Синай пушхирӗнчен хускалса тухнӑ; пӗлӗт Фаран пушхирне ҫитсе чарӑннӑ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа хушнипе ҫула тухнӑ, Ҫӳлхуҫа хушнипе чарӑнса тӑнӑ: пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче тӑнӑ чухне вӗсем те ҫав вӑхӑт хушши пӗр вырӑнта тӑнӑ; 19. пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче чылай вӑхӑт хушши тӑнӑ чухне Израиль ывӑлӗсем те, Ҫӳлхуҫа ҫапла кӑтартнине пӑхӑнса, ҫула тухман; 20. хӑш чухне вара пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче сахал вӑхӑт хушши тӑнӑ: вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе хускалса ҫула тухнӑ; 21. хӑш чухне пӗлӗт каҫран пуҫласа ирччен ҫеҫ тӑнӑ, ирхине пӗлӗт ҫӗкленсе кайнӑ, ун чухне вӗсем те хускалса кайнӑ; е пӗлӗт кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑнӑ, вӑл ҫӗкленсессӗн, вӗсем те хускалса кайнӑ; 22. е тата пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче икӗ кун е пӗр уйӑх, е темиҫе кун тӑнӑ, ун чухне Израиль ывӑлӗсем те чарӑнса тӑнӑ, ҫула тухман; пӗлӗт ҫӗкленсессӗн тин хускалса кайнӑ; 23. Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе чарӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа кӑтартнипе ҫула тухнӑ: Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсем Ҫӳлхуҫа кӑтартнине пӑхӑнса пынӑ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн, Израиль ывӑлӗсем хускалса ҫула тухнӑ, пӗлӗт чарӑннӑ тӗлте Израиль ывӑлӗсем чатӑр карса тапӑра ларнӑ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.