Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хускалса (тĕпĕ: хускал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анюк мӑнаҫлӑн хускалса илчӗ, каҫӑрларах ларчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ах, ҫакӑнпа, — хускалса илчӗ амӑшӗ, — ҫыпҫӑнас марччӗ ҫын ҫумне.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пурте ҫапла калаҫҫӗ! — кӑмӑллӑн хускалса илчӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫак тарана ҫитсе, сӑра черетӗнче тӑрса курман, пӗр кӗленчене виҫҫӗн пайлама юлташ шыраса ҫӳрекенсен йышне явӑҫман, — мӑнаҫлӑн хускалса илчӗ вӑл.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Сулагаев сасартӑк йӑшӑл-л хускалса илчӗ, Таранова чӑр-р тинкерчӗ:

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Алӑк патӗнчен Валерия Ивановна машина епле хускалса кайнине пӑхса юлчӗ, мотор сассине итлерӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Янаслов пукан ҫинче хускалса ҫеҫ илчӗ, хирӗҫ ним те чӗнмерӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Тепӗр минута яхӑн ларнӑ хыҫҫӑн, суллахай аллаппи ҫине тӗрӗнсе, каллех ура ҫине тӑчӗ, вара унӑн ҫилпе кушӑрканӑ тутисем йывӑррӑн хускалса илчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Пӗр йывӑҫ та, пӗр ҫулҫӑ та хускалса, чӑшӑлтатса илмерӗ, Шӑпчӑксен кати ыйхӑран, пӗчӗк ача пек тутлӑн карӑнса мар, ҫаплах, пӗр хускалмасӑр, тӳп-турӗ тӑрсах вӑранчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫакна манмалла мар: хӑватлӑ аталаннӑ вырӑс чӗлхи (калаҫу ҫырулӑх чӗлхи ҫинчен пырать) пирӗн чӑваш чӗлхи пек чӗлхесемшӗн ӳсӗм тӗслӗхӗ пулса тӑрать, вӗсен шалти вӑйӗсене хускалса вӑй илме пулӑшать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Куракан сывлама манса сӑнани е ассӑн сывласа илни, тӳсеймесӗр кулса яни е сиси-сисми хускалса илни — актера хавхалантарать, малашне мӗнлерех пулмаллине систерет.

Помоги переводом

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Сӑнран тӗксӗмленнӗ Сардимиров канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ:

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Колхоз председателӗ, мӑн хырӑмлӑ патмар арҫын, ҫырӑва вуласан тарӑхса кайрӗ, йӑшӑл-йӑшӑл хускалса пукана ишӗлтерес пек чӗриклеттерчӗ, ҫине тӑрсах Сардимирова хӳтӗлерӗ:

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ира самантрах хӗрелсе кайрӗ, аванмарланнӑскер, канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ, ҫи-пуҫра темле кӑлтӑк тупӑнчӗ-ши тесе плащне тӳрлеткелерӗ, кӑтралатса хӑмӑрлатнӑ ҫӳҫне ал лаппипе ҫемҫен сӑтӑркаларӗ, урине йӑртах тӑсса йӑлтӑркка хӗрлӗ пушмакне тӗрӗслерӗ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Ак тата! — канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ Ира.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Часах отряд малалла хускалса кайрӗ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утлӑ ҫар Сӑрӑ шывӗ хӗррипе каллех тӑвалла хускалса кайрӗ.

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улӑп ывӑлӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе ҫурҫӗр еннелле хускалса кайнӑ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑпӑртатнине илтсе, шыв хӗрринчи пӗччен юланутҫӑн учӗ те чӑтӑмсӑррӑн хускалса илчӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер вӗсӗм каланине итлерӗ пулас, сасартӑк шурӑ ут такам кустарса янӑ кустӑрма пек вырӑнӗнчен хускалса кайрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней