Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла кун иртет, каҫпа ялавсене илеҫҫӗ, хапхасене питӗрсе хураҫҫӗ.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Кунсӑр пуҫне, тарӑхчӑр-ха вӗсем, сана тӳрех хурах тесе хураҫҫӗ.Кроме того, стоит лишь им рассердиться на человека, как они назовут его злодеем.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Кун хыҫҫӑн ҫакна аллисенчен ҫыхса маччаран ҫакса хураҫҫӗ те, айне вут чӗртсе яраҫҫӗ…Тогда они за руки подвесили его под потолок, внизу развели огонь…
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Арӑмлас умӗн вӗсем ӑна чӗлхе айне хураҫҫӗ, вӑл вара вӗсене пулассине курма пулӑшать.Перед прорицаниями они кладут его под язык, и он сообщает им дар видеть будущее.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӗҫес килнине пӗтерме ҫӑвара хураҫҫӗ ӑна аякри йывӑр ҫулҫӳревсенче.Во время далеких и тяжелых путешествий его кладут в рот для утоления жажды.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Нихӑшне те хирӗҫлесе ан кала тата, хӑр-хар туса кӑна илеҫҫӗ: «Хааа, сана пуринчен те ытларах кирлӗ-им!» — тесе хураҫҫӗ.И никому не скажи супротив, оскаляются: «Га-а-а, тебе больше всех надо!»
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Комисси малашне ӗҫлесе татмалла кӗпе-тумтир е урана тӑхӑнмалли памалла тунисем, телейлисем, кӗлет умӗнчех хывӑнаҫҫӗ те кӑмӑллӑн эхлеткелесе, куҫӗсене ҫиҫтерсе, палӑрмаллах мар куллипе сӑн-пичӗсене ҫутӑлтарса, хӑйсен кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартса пӗтернӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗпи-тумтирӗсене васкавлӑн пуҫтаркаласа хураҫҫӗ, ӳт курӑнман ҫӗнӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнса яраҫҫӗ.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Мӗнле суйнисене илтетӗн, куратӑн, — тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнса выртнӑ майӑн каласа ячӗ, — ҫав суяна чӑтса пурӑннӑшӑн кайран санах ухмах тесе хураҫҫӗ, кӳрентерсе хунисене, хур туса хунисене тӳссе ирттеретӗн, ху тӳре, ирӗклӗ ҫынсем енчине уҫҫӑн каласа памашкӑн хӑяймастӑн, ху та суятӑн, йӑл-йӑл кулкалан, — йӑлтах ҫак ҫӑкӑр татӑкӗшӗн, ӑшӑ кӗтесшӗн, пӗр-пӗр ним хак тӑман чиншӑн пулса пырать ӗнтӗ, — ҫук, текех капла пурӑнма май пулмасть!
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Пӗр хӗр хӑйпе калаҫса тӑракан ҫын кошелёкӗнчен темиҫе манит кӑларса илет, — шуйттансем ӑна ҫав самантрах ярса тытаҫҫӗ те, Сатана телейне, пӗтерсе те хураҫҫӗ; лешӗ — Сатани — савӑнса, урисене сулласа ларать, йӗрӗнчӗклӗн ихӗлтетет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Шуйттансем ӑна тӗпсӗр шӑтӑка анса каймалли вӑрӑм та яка валака хураҫҫӗ; шӑтӑкран кӑвак пӑс йӑсӑрланса тухать, хӗрлӗ хутран тунӑ ҫулӑм чӗлхисем ҫӗкленеҫҫӗ, хӗрӗ вара, тӗкӗрӗ-шлепки-мӗнӗпех месерле выртса, валак тӑрӑх ҫав шӑтӑка анса каять.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хурҫӑ-тимӗрӗн хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗпе хавхаланнӑ хулӑн сасси, электричество хыттӑн ҫухӑрашни, металран ҫӗнӗ ҫулсем хывнӑ чух е чултан ҫӗнӗ стенасем купаланӑ чух ӗҫ шавӗ янӑраса тӑни — ҫаксем пурте, океан ҫинчи тӑвӑл вӗҫен кайӑк юррисене хупланӑ пек, ҫынсен сассисене хупласа хураҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӗсем иккӗшӗ, американец шӑлаварне каскаласа, арҫын ача валли питӗ майлӑ костюм туса хураҫҫӗ: чӑн та, вӑл михӗ пек, аслӑрах, анчах питӗ ансат михӗ, ӑна хулпуҫҫи урлӑ мӑй тавра ҫавӑрттарса кантрапа ҫакса яма пулать, кӗсйисем ҫанӑ вырӑнне юраҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Ӑнлансам ӗнтӗ, рельсӑсене шпалсем ҫумне ҫав гайкӑсемпе хытарса хураҫҫӗ.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Ку господасем хӑйсен арӑмӗсемпе ҫавнашкалах салхуллӑн е ҫӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ; Захар хӑй арӑмне хӗрарӑм вырӑнне ҫеҫ хурать пулсан, кусем вара арӑмӗсене чечек вырӑнне ҫеҫ, ӗҫлӗ-чӑрмавлӑ пурнӑҫран йӑпанмалли япала вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫитменнине тата, телейсӗрскерсем, хӑйсене ҫынсенчен ҫӳле хураҫҫӗ: «Эпир, теҫҫӗ, пирӗнсӗр пуҫне урӑх никам ӗҫлемен вырӑнта ӗҫлетпӗр; эпир пӗрремӗш ретри ҫемҫе пукансем ҫинче ларатпӑр, эпир Н. князь патӗнче балра пулатпӑр, унта пире ҫеҫ кӗртеҫҫӗ…»
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхи апат хыҫҫӑн пӗрне-пӗри чуптуса хӗрес хураҫҫӗ те хӑйсен вырӑнӗсем патнелле саланаҫҫӗ, вара вӗсен ним шухӑшсӑр пуҫӗсене ыйхӑ ҫавӑрса илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫурта тӗпӗсене тирпейлӗн шутлаҫҫӗ те пытарса хураҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Койкӑсене номерокӗсемпе ҫӳлелле туса палуба ҫинчи сеткӑсене хураҫҫӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пурнӑҫра акӑ мӗнле пулса тухрӗ: чикӗ леш енче «вырӑс ҫутине» хаклама пӗлчӗҫ, хамӑр патра вара наукӑри ҫӗнӗлӗхе ним мар таптаса хураҫҫӗ.Но что получается: за границей сумели оценить «русский свет», а у нас во всем косность, все губят.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.