Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуравласа (тĕпĕ: хуравла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
51. Ӑна хуравласа Иисус ҫапла ыйтнӑ: эсӗ Мана хӑвӑншӑн мӗн тутарасшӑн? тенӗ.

51. Отвечая ему, Иисус спросил: чего ты хочешь от Меня?

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: кам та кам Маншӑн тата Евангелишӗн кил-ҫуртне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне пӑрахса хӑварать, 30. ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах, кил-ҫуртне те, тӑванӗсене те, ашшӗне те, амӑшне те, ачисене те, уй-хирне те ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.

29. Иисус сказал в ответ: истинно говорю вам: нет никого, кто оставил бы дом, или братьев, или сестер, или отца, или мать, или жену, или детей, или земли, ради Меня и Евангелия, 30. и не получил бы ныне, во время сие, среди гонений, во сто крат более домов, и братьев и сестер, и отцов, и матерей, и детей, и земель, а в веке грядущем жизни вечной.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Лешӗ вара Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Вӗрентекен! эпӗ ҫакна пурне те ачаранпах туса тӑратӑп, тенӗ.

20. Он же сказал Ему в ответ: Учитель! все это сохранил я от юности моей.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: вӑл сире ҫав ӳкӗте хӑвӑр хытӑ чӗреллӗ пулнӑран ҫырса панӑ.

5. Иисус сказал им в ответ: по жестокосердию вашему он написал вам сию заповедь.

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Моисей мӗнле йӗрке панӑ сире? тенӗ.

3. Он сказал им в ответ: что заповедал вам Моисей?

Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эх, ӗненмен ӑру!

19. Отвечая ему, Иисус сказал: о, род неверный!

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: тӗрӗс, малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла; Этем Ывӑлӗ ҫинчен те Вӑл нумай асапланмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе ҫырман-им?

12. Он сказал им в ответ: правда, Илия должен придти прежде и устроить все; и Сыну Человеческому, как написано о Нем, надлежит много пострадать и быть уничижену.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Хӗрарӑм Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫапла-ха та, Ҫӳлхуҫамӑр, анчах йытӑсем те ачасен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ, тенӗ.

28. Она же сказала Ему в ответ: так, Господи; но и псы под столом едят крохи у детей.

Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ.

37. Он сказал им в ответ: вы дайте им есть.

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ легион ятлӑ, мӗншӗн тесессӗн эпир нумаййӑн, тенӗ.

И он сказал в ответ: легион имя мне, потому что нас много.

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кам Манӑн аннем, кам Манӑн тӑванӑмсем? тенӗ.

33. И отвечал им: кто матерь Моя и братья Мои?

Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан тӗлӗшрен пурте улталансан та, эпӗ нихӑҫан та улталанмӑп, тенӗ.

33. Петр сказал Ему в ответ: если и все соблазнятся о Тебе, я никогда не соблазнюсь.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: аллине Манпа пӗрле тирӗке чикекенех Мана сутӗ; 24. Этем Ывӑлӗ пырасса Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пекех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ӑна ҫуралнинчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ.

23. Он же сказал в ответ: опустивший со Мною руку в блюдо, этот предаст Меня; 24. впрочем Сын Человеческий идет, как писано о Нем, но горе тому человеку, которым Сын Человеческий предается: лучше было бы этому человеку не родиться.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Лешӗсем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине е ӑшу хыпнине, е ҫул ҫӳренине, е ҫарамассине, е чирлине, е тӗрмере ларнине курса хӑҫан пулӑшмарӑмӑр Сана?» тейӗҫ.

44. Тогда и они скажут Ему в ответ: Господи! когда мы видели Тебя алчущим, или жаждущим, или странником, или нагим, или больным, или в темнице, и не послужили Тебе?

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Сӑваплисем вара Ӑна ҫапла хуравласа калӗҫ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир хӑҫан Эсӗ выҫҫине курса Сана тӑрантартӑмӑр? е ӑшу хыпнине курса хӑҫан ӗҫтертӗмӗр?

37. Тогда праведники скажут Ему в ответ: Господи! когда мы видели Тебя алчущим, и накормили? или жаждущим, и напоили?

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.

26. Господин же его сказал ему в ответ: лукавый раб и ленивый! ты знал, что я жну, где не сеял, и собираю, где не рассыпал; 27. посему надлежало тебе отдать серебро мое торгующим, и я, придя, получил бы мое с прибылью; 28. итак, возьмите у него талант и дайте имеющему десять талантов, 29. ибо всякому имеющему дастся и приумножится, а у неимеющего отнимется и то, что имеет; 30. а негодного раба выбросьте во тьму внешнюю: там будет плач и скрежет зубов.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: «чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп» тенӗ.

12. Он же сказал им в ответ: истинно говорю вам: не знаю вас.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ӑслисем ҫапла хуравласа каланӑ: «апла пире те, сире те ҫитмӗ, пирӗнтен иличчен хӑвӑр валли сутакан патне кайса туянӑр» тенӗ.

9. А мудрые отвечали: чтобы не случилось недостатка и у нас и у вас, пойдите лучше к продающим и купите себе.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр: 5. нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «эпӗ — Христос» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ.

4. Иисус сказал им в ответ: берегитесь, чтобы кто не прельстил вас, 5. ибо многие придут под именем Моим, и будут говорить: «Я Христос», и многих прельстят.

Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Ӑна ӗнтӗ никам та пӗр сӑмах та хуравласа калайман; ҫав кунран пуҫласа Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.

46. И никто не мог отвечать Ему ни слова; и с того дня никто уже не смел спрашивать Его.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней