Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуравласа (тĕпĕ: хуравла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ тӗнчене уҫҫӑн каларӑм; Эпӗ кирек хӑҫан та иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑпа Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентрӗм, вӑрттӑн нимӗн те каламан.

20. Иисус отвечал ему: Я говорил явно миру; Я всегда учил в синагоге и в храме, где всегда Иудеи сходятся, и тайно не говорил ничего.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: халӗ ӗненетӗр-и?

31. Иисус отвечал им: теперь веруете?

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ; Эпир вара ун патне пырӑпӑр та ун патӗнче пурӑнӑпӑр.

23. Иисус сказал ему в ответ: кто любит Меня, тот соблюдет слово Мое; и Отец Мой возлюбит его, и Мы придем к нему и обитель у него сотворим.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Маншӑн чунна парӑн-и? чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.

38. Иисус отвечал ему: душу твою за Меня положишь? истинно, истинно говорю тебе: не пропоет петух, как отречешься от Меня трижды.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ Ман хыҫҫӑн пыраймӑн, каярахпа Ман хыҫҫӑн пырӑн, тенӗ.

Иисус отвечал ему: "Куда Я иду, ты не можешь теперь за Мною идти, а после пойдешь за Мною."

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ, тенӗ.

26. Иисус отвечал: тот, кому Я, обмакнув кусок хлеба, подам.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ мӗн тунине эсӗ халӗ пӗлместӗн, кайран ӑнланса илӗн, тенӗ.

7. Иисус сказал ему в ответ: что Я делаю, теперь ты не знаешь, а уразумеешь после.

Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: ку сасӑ Маншӑн мар, халӑхшӑн пулчӗ.

30. Иисус на это сказал: не для Меня был глас сей, но для народа.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Этем Ывӑлӗн мухтава тухас вӑхӑчӗ ҫитрӗ.

23. Иисус же сказал им в ответ: пришел час прославиться Сыну Человеческому.

Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: кунра вуникӗ сехет мар-и? кӑнтӑрла ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫак тӗнче ҫутине курать; 10. ҫӗрле ҫӳрекен такӑнать, мӗншӗн тесессӗн унра ҫутӑ ҫук, тенӗ.

9. Иисус отвечал: не двенадцать ли часов во дне? кто ходит днем, тот не спотыкается, потому что видит свет мира сего; 10. а кто ходит ночью, спотыкается, потому что нет света с ним.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Иудейсем Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Сана ырӑ ӗҫшӗн мар, Турра хурланӑшӑн тата Эсӗ ҫын пуҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хунӑшӑн чулпа персе вӗлересшӗн, тенӗ.

33. Иудеи сказали Ему в ответ: не за доброе дело хотим побить Тебя камнями, но за богохульство и за то, что Ты, будучи человек, делаешь Себя Богом.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26. эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27. Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28. Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29. вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.

25. Иисус отвечал им: Я сказал вам, и не верите; дела, которые творю Я во имя Отца Моего, они свидетельствуют о Мне. 26. Но вы не верите, ибо вы не из овец Моих, как Я сказал вам. 27. Овцы Мои слушаются голоса Моего, и Я знаю их; и они идут за Мною. 28. И Я даю им жизнь вечную, и не погибнут вовек; и никто не похитит их из руки Моей. 29. Отец Мой, Который дал Мне их, больше всех; и никто не может похитить их из руки Отца Моего.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Лешӗ Ӑна хуравласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, кам Вӑл? ӗненесчӗ Ӑна манӑн, тенӗ.

36. Он отвечал и сказал: а кто Он, Господи, чтобы мне веровать в Него?

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ йӑлтах ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ — эсӗ пире вӗрентетӗн-и? тенӗ.

34. Сказали ему в ответ: во грехах ты весь родился, и ты ли нас учишь?

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Куракан пулнӑ ҫын вӗсене хуравласа каланӑ: ҫакӑнтан тӗлӗнмелле те: Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне пӗлместӗр; 31. эпир пӗлетпӗр-ҫке: ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлемест; кам Ӑна хисеплет, Унӑн ирӗкне туса пурӑнать, ҫавна итлет; 32. суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине ӗмӗрне те илтмен; 33. Вӑл Турӑран пулмасан, нимӗн тума та пултараймӗччӗ, тенӗ.

30. Человек прозревший сказал им в ответ: это и удивительно, что вы не знаете, откуда Он, а Он отверз мне очи. 31. Но мы знаем, что грешников Бог не слушает; но кто чтит Бога и творит волю Его, того слушает. 32. От века не слыхано, чтобы кто отверз очи слепорожденному. 33. Если бы Он не был от Бога, не мог бы творить ничего.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ку вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ сире каларӑм-ҫке, эсир итлемерӗр; тата мӗн илтес тетӗр? е эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн-и? тенӗ.

27. Отвечал им: я уже сказал вам, и вы не слушали; что еще хотите слышать? или и вы хотите сделаться Его учениками?

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: ҫылӑхлӑ Ҫын-и Вӑл — эпӗ пӗлместӗп; пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ куратӑп, тенӗ.

25. Он сказал им в ответ: грешник ли Он, не знаю; одно знаю, что я был слеп, а теперь вижу.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ку пирӗн ывӑл иккенне, вӑл суккӑр ҫуралнине эпир пӗлетпӗр, 21. анчах халӗ епле куракан пулнине пӗлместпӗр; унӑн куҫне кам уҫнине те пӗлместпӗр; вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр, хӑй ҫинчен хӑй каласа патӑр, тенӗ.

20. Родители его сказали им в ответ: мы знаем, что это сын наш и что он родился слепым, 21. а как теперь видит, не знаем, или кто отверз ему очи, мы не знаем. Сам в совершенных летах; самого спросите; пусть сам о себе скажет.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӑл ҫапла хуравласа каланӑ: Иисус теекен Ҫын пылчӑк туса ман куҫа сӗрчӗ те мана: «кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн» терӗ.

11. Он сказал в ответ: Человек, называемый Иисус, сделал брение, помазал глаза мои и сказал мне: пойди на купальню Силоам и умойся.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иисус хуравласа каланӑ: вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, ун ҫинче Турӑ ӗҫӗ курӑнтӑр тесе ҫапла пулнӑ; 4. кун ҫути пур чухне Манӑн Хама Яраканӑн ӗҫне тӑвас пулать; ҫӗрле пулсан никам та нимӗн те тӑваймасть.

3. Иисус отвечал: не согрешил ни он, ни родители его, но это для того, чтобы на нем явились дела Божии. 4. Мне должно делать дела Пославшего Меня, доколе есть день; приходит ночь, когда никто не может делать.

Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней