Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Укҫа хуманшӑн ним те ан пӑшӑрханӑр.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫуралсанах ятне хуманшӑн кӑштах ӳпкелерӗ ашшӗ-амӑшне, анчах ытлашшипех укҫа илнӗ хыҫҫӑн — шӑпланчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл хӑйӗн прависенчен кулнӑшӑн, хӑйне этем вырӑнне хуманшӑн, ваттисен тӗнӗпе таса йӑласене кӳрентернӗшӗн, чиркӳсенчен мӑшкӑланӑшӑн, ют ҫӗршыв панӗсен тискер ӗҫӗсемшӗн, пусмӑршӑн, унишӗн, христиансен ҫӗре ҫинче жидсем мӑшкӑлла пуҫпулса тӑнишӗн, козаксен курайманлӑхне тахҫанхи вӑхӑтранпа ҫуратса пухса пынӑ мӗнпур ӗҫшӗн тавӑрма ҫӗкленчӗ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Малтанах, хамӑрӑн командир курсантсенчен кама та пулин е пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхманшӑн, е койки ҫине вырӑнне тирпейлӗрех сарса хуманшӑн ятланине курсан, эпир ӑна чӑкӑлташма юратать тесе шутланӑччӗ.
2. Ҫар ҫыннисем пултӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пире валли кимӗсем тупса хуманшӑн намӑс мар-и сана, каяннӑй?Ну, красавчик, почему ты не снабдил нас лодками, бессовестный!
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уйрӑмах тухтӑр: Серёжӑна вӑл пӗр шеллемесӗр пенициллинпа укол тӑвать, Серёжа вара, ыраттарнӑран мар, хӑйне ним вырӑнне хуманшӑн, ним тӑвайманшӑн, хӑй вӑтаннине вӗсем курнӑшӑн макӑрать.
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Шура кӑмӑлне куккӑшӗ ӑнлантарса пани хуҫрӗ пулас: вӑл хӑйне тыткалама пултарнине, хӑй шухӑшланӑ пек тума ирӗк паманнине хисепе хуманшӑн кӳреннӗ.
Малтанхи ӗҫ укҫи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Праҫниксенче ҫынсем вунӑ сехетченех ҫывӑраҫҫӗ, сумлӑраххисемпе авланнисем вара, хӑйсен чи лайӑх тумӗсене тӑхӑнса, кӑнтӑр кӗллине каяҫҫӗ, ҫул ҫинче ҫамрӑксене чиркӗве хисепе хуманшӑн вӑрҫса пыраҫҫӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна пакӑлтатма юратнӑшӑн, хӑйне пысӑка хуманшӑн, вӑйӗшӗн… тата темшӗн хисеплеҫҫӗ — пӗлместӗп.Его любили за простоту и балагурство, за силу и… не знаю, за что еще.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Чорбаджисем ӑна куҫ хӗррипе кӑна пӑхаҫҫӗ, вӗсем Янели лекӗре ытларах уҫӑ кӑмӑлӗшӗн, хӑйне пысӑка хуманшӑн, тӑван ҫӗршывне хӗрсе кайса юратнӑшӑн хисеплеҫҫӗ.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑнасем яшка ҫиме тытӑннӑччӗ кӑна, Тарантьев повара кукӑль ӑшне нимӗн те хуманшӑн ятлаҫма тытӑннӑччӗ кӑна, сасартӑк сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрни илтӗнчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сире тӳррипех калас пулать, манӑн кил-йышӑм ҫук: аттепе анне ҫинчен эпӗ пӗр вун икӗ ҫул хушши нимӗн те пӗлместӗп, авланма хӗрарӑм палӑртса хуманшӑн ӗлӗкрех чухлаймарӑм, халь ӗнтӗ килӗшсех те каймасть; эпӗ хама йӑпатакан ҫынна тупнӑшӑн хӗпӗртенӗччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
16. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа: вӑл хӑйне патшана лартнӑ патша пурӑнакан ҫӗрте, ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа мана тата каларӗ, акӑ мӗн терӗ: 6. ҫак халӑх лӑпкӑ юхакан Силоам шывне хисепе хуманшӑн, Рецина тата Ремалия ывӑлне хапӑл тунӑшӑн 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине кӗрлевлӗ кӑра шыв — мухтавлӑ Ассири патшине — кӗртсе ярӗ; шывӗ пур юппине те капланса тулӗ, пӗтӗм ҫыранӗнчен тухса ейӳленӗ; 8. Иудея тӑрӑх сарӑлӗ, ӑна путарӗ, хӑпарса кайса мӑй таран тулӗ; ейӳленсе, Санӑн ҫӗрӳ хӗрринех ҫитӗ вӑл, Еммануил!
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑха кала: ыранхи кун тӗлне тасалса тӑрӑр, вара аш ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫана илтӗнмеллех йӗтӗр: пире кам аш ҫитерӗ? пире Египетрах аванччӗ, терӗр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ҫӳлхуҫа аш парӗ, вара [аш] ҫийӗр: 19. пӗр кун кӑна мар ҫийӗр, икӗ кун мар, пилӗк кун мар, вунӑ кун мар, ҫирӗм кун та мар, 20. уйӑхӗпех аш [ҫийӗр] — сӑмсӑр шӑтӑкӗнчен тухичченех, хӑвӑра йӗрӗнтерсе ҫитеричченех ҫийӗр; хӑвӑр хушшӑрти Ҫӳлхуҫана вырӑна хуманшӑн, Ун умӗнче: пирӗн Египетран мӗншӗн тухмаллаччӗ-ха? тесе йӗнӗшӗн ҫапла пулӗ, те, тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ вара Иаковпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала, Исаакпа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала асӑма илӗп, Авраампа килӗшсе хывнӑ Хамӑн халала та аса илӗп, ҫӗре те аса илӗп; 43. вӗсем хӑйсен ҫӗрне пӑрахса кайсассӑн, ҫӗр вӗсенчен пушанса юлса хӑйӗн шӑматне вырӑна кӳрӗ, вӗсем вара хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн, Манӑн саккунӑмсене вырӑна хуманшӑн, чунӗсем Эпӗ панӑ йӗркесенчен йӗрӗннӗшӗн асап тӳсӗҫ, 44. вӗсем хӑйсен тӑшманӗсен ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне ҫапах та Эпӗ вӗсене пӗтермеллех, хӑйсемпе хывнӑ Хамӑн халалӑма пӑсмаллах ҫилленмӗп, вӗсенчен йӗрӗнмӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри; 45. Хам вӗсенӗн тӗп ашшӗсемпе халал хывнине вӗсемшӗн асӑма илӗп: вӗсенӗн Турри пулам тесе Эпӗ вӗсене халӑхсен куҫӗ умӗнче Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1