Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Нумайӑшне тыткӑнран хӑтарса, хӑй патне пуҫтарнӑ, Газарӑпа Вефсура хулисене, Иерусалим керемне туртса илнӗ, кереме вараланчӑкран тасатнӑ — Симона хирӗҫ тӑракан пулман.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла вӑл Сири ҫӗрне ҫитнӗ те, ырӑ шухӑшпа килнӗ пек, пур ҫӗрте те халӑхпа йӑвашшӑн калаҫнӑ, ҫынсем ӑна хирӗҫ туха-туха илсе хулисене уҫса кӗртнӗ: Александр ӑна ҫапла хисеплесе йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗ унӑн хунӗ пулнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Тата вӑл Вефсурӑпа Газара хулисене тӗреклетсе унта керем тутарнӑ, ҫав хуласенче вӑл ҫар, ҫарӗ валли апат-ҫимӗҫ хӑварнӑ, 53. Израиль ҫулпуҫӗсен ывӑлӗсене саклата илнӗ, вӗсене Иерусалим керемне хупса хурал аллине панӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсене набатейсем тӗл пулса кӑмӑллӑн йышӑннӑ, вара Галаадра хӑйсен тӑванӗсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ: 26. вӗсенчен чылайӑшне Васара, Восор, Алема, Хасфор, Макед тата Карнаим хулисене хупса лартнӑ-мӗн, — ҫав хуласем пурте тӗреклӗлетнӗ, аслӑ хуласем пулнӑ, — 27. вӗсене Галаадри ытти хулара та хупӑрласа илнӗ-мӗн, ыран ӗнтӗ ҫав тӗреклӗлетнӗ хуласене тапӑнса туртса илме, пурне те пӗр кун хушшинчех вӗлерсе пӗтерме палӑртса хунӑ иккен.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Патша, ҫак ҫӗршӗн ют йӗркесене пӑхӑнса пурӑнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарҫӑсем урлӑ хут янӑ: 45. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме те, ытти тӗрлӗ парне кӳме те, эрех, ҫу юхтарса парне кӳме те чарнӑ, шӑматкунсемпе уявсене мӑшкӑл тума, 46. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ ҫынсене ирсӗрлеме хушнӑ, 47. чӳк вырӑнӗсем, йӗрӗх ҫурчӗсемпе йӗрӗх лартмалли вырӑнсем тума, сысна ашӗпе, таса мар выльӑх ашӗпе чӳк туса тӑма, 48-49. саккуна манччӑр, Турӑ хунӑ мӗнпур йӗркене пӑрахчӑр тесе, ывӑл ачасене ӳт кастармасӑр ӳстерме, вӗсенӗн чунне тӗрлӗрен тасамарлӑхпа, йӗрӗнчӗкпе ирсӗрлеме хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30. чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31. хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32. хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Египет ҫӗрӗн тӗреклӗлетнӗ хулисене хӑй аллине ӳкерсе, Антиох Египет ҫӗрӗнчен пысӑк тупӑш илсе тухнӑ.19. И овладели они укрепленными городами в земле Египетской, и взял он добычу из земли Египетской.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑҫанччен Эсӗ Иерусалима, Иуда хулисене хӗрхенмесӗр тӑрӑн? ӗнтӗ Эсӗ вӗсене ҫитмӗл ҫул ҫилленсе тӑратӑн, терӗ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ халӑхсене пӗтерсе тӑкрӑм, вӗсен тӗрекӗсем ишӗлсе пӗтнӗ; вӗсен урамӗсене пушатса хӑвартӑм, унта ӗнтӗ никам та ҫӳремест; вӗсен хулисене ҫаратса тухнӑ: унта пӗр ҫын та ҫук, унта никам та пурӑнмасть.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах та унӑн тымарӗнчен тухнӑ хунавсенчен пӗри патшана ларӗ; вӑл, ҫурҫӗр патшин ҫарне хирӗҫ кайса, унӑн ҫирӗплетнӗ хулисене ҫитсе кӗрӗ, вирлӗ тапӑнса вӗсене парӑнтарӗ, 8. вӗсен туррисен кӗлеткисене те, шӑратса тунӑ йӗрӗхӗсене те, хаклӑ савӑчӗсене те — ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — ярса илсе Египета илсе кайӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене ирсӗрленӗ, вӗсен хулисене ҫаратнӑ; вӑл ӳхӗрнипе пӗтӗм ҫӗр, пӗтӗм ял-хула пушанса юлнӑ.7. и осквернял вдов их и города их опустошал; и опустела земля и все селения ее от рыкания его.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ: 3. тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ; 4. тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Содомпа Гоморрӑна, вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, кунта пӗр ҫын та пурӑнмӗ, этем ывӑлӗ унта вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Содомпа Гоморрӑна тата вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, унта та ҫын пурӑнмӗ, унта та этем ывӑлӗ чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хулисене туртса илӗҫ, тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсене парӑнтарӗҫ, ҫав кун Моав паттӑрӗсем ача ҫуратакан арӑм пек сехӗрленӗҫ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӳремлӗхсене, Халон, Иааца, Мофаф, 22. Дивон, Нево, Бет-Дивлафаим, 23. Кариафаим, Бет-Гамул, Бет-Маон, 24. Кериоф, Восор хулисене, Моав ҫӗрӗн аякри тата ҫывӑхри мӗнпур хулине сут килсе ҫитрӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, 4. филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ман ирӗкӗмпе тӑшмансем ҫак хула патне каялла таврӑнӗҫ, ӑна ҫавӑрса илӗҫ, туртса илӗҫ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗҫ; Иудея хулисене никам пурӑнман пушхир туса хурӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав хушӑра Вавилон патшин ҫарӗ Иерусалима хирӗҫ, Иудейӑн халлӗхе тӗрӗс-тӗкел юлнӑ хулисене хирӗҫ, Лахиспа Азекӑна хирӗҫ, ҫапӑҫнӑ; Иудея хулисенчен ӗнтӗ ҫакӑ икӗ тӗреклӗлетнӗ хула ҫеҫ юлнӑ пулнӑ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.