Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хисеплет (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӑвашсене те хисеплет! — шавласа кайрӗҫ ҫынсем.

Помоги переводом

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асаттесен йӑлине Кичемлесе хисеплет, Кивӗ пусмӑр асапне Ӳле-ӳле кӗвӗлет; Кӗҫ ҫавӑнтах шӑхӑрса Арҫури пек ахӑрать.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑй патшине юрасшӑн Чунне хатӗр памашкӑн: Хирӗҫ тухса хисеплет Мӗн хушасса вӑл кӗтет»…

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Апла пулсан чӑннипех те ял халӑхӗ юратать, хисеплет ӑна.

Помоги переводом

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Тӑван чӗлхене пӗлекен ытти чӗлхесене те хисеплет.

Помоги переводом

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Хӑйне те, тӑван чӗлхине те хисеплеме пӗлекен халӑха пурте хисеплет, кирек мӗнле халӑх та кирек мӗнле культура та.

Умение уважать себя и свой родной язык всегда заслуживает уважение у всех людей, во всех культурах и народах.

Тӑван чӗлхесен кунӗпе! // Хавал. https://t.me/cv_haval/491

— Эпӗ унта: «Рекламӑна илӗр ӗнтӗ, доктор господин, ку питӗ паха та пысӑк ӗҫ, — тесе калӑп. Ҫаплах, питӗ паха та пысӑк ӗҫ тесех, калатӑп. Паллах, Цэрнэне малтан хӑйӗн ҫи-пуҫне кӑштах тасатса йӗркене кӗртме, ҫӑвӑнма хушмалла. Ҫаплах, ҫак ӗҫ пӗтӗмпех Цэрнэ тавра пулса иртет те. Цэрнэ ячӗпе эпир утмӑл ҫул хушши канмасӑр, хӑйӗн ҫӗр-шывӗн ырлӑхӗпе лӑпкӑлӑхӗшӗн ӗмӗр тӑршшӗпе пӗр ӳркенмесӗр ӗҫленӗ рабочие чысланӑ пек тӑвӑпӑр. Ҫӗршыв ӑна хисеплет, тейӗпӗр… Кунта Хородничану кирлӗ мар! Эпӗ хам, шкул директорӗ, ҫав сӑмахсене калатӑп. Вӗсен хул айӗсем кӑтӑкланмаллах калатӑп. Юлашкинчен вара эпӗ хам кӗсйерен ҫӗр лей кӑларатӑп та: «Тархасшӑн, мастер господин, эсир ҫакна, пӗчӗк укҫана ман ятӑмран илӗр, турӑ сире ытларах парӗ…», тейӗп.

— Я скажу: «Получайте рекламу, господин доктор, это монументальная работа!» Так и скажу: монументальная! Цэрнэ, конечно, необходимо предварительно послать немного пообчиститься. Да, вокруг Цэрнэ все это и будет происходить. В лице Цэрнэ мы будем чествовать рабочего, который в продолжение своих шестидесяти лет не знал отдыха, который всю жизнь безропотно работал для блага и спокойствия своей страны. И страна признательна ему… Не нужен здесь Хородничану! Я сам, директор школы, скажу это. Так скажу, чтобы у них у всех защекотало под ложечкой. А в конце речи я выну из собственного кошелька сто лей: «Пожалуйста, господин мастер, вот вам от меня эта малость, а господь бог пошлет вам больше…»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Горовица Моломан та хисеплет.

С особым уважением относился к нему и Моломан.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Техникӑри ҫавӑрса калама йывӑр терминсене хӳхӗм пӗлекенсене вӑл чунтан хисеплет, вӗсене ӑмсанать те.

Он был преисполнен уважения и даже зависти к тем, которые сыпали техническими терминами, такими, что и не выговоришь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ял-йышӗ те ҫак ӗҫчен йӗркеллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ, вӑйлӑ ҫынна хисеплет.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫӗре вӑл тӑван амӑшне хисепленӗ пек хисеплет.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Паттӑр та хӑюллӑ, ыттисене ҫӑлассишӗн теветкелленме хатӗр пулнине кура сире ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тӑванӑрсем кӑна мар, мӗнпур ентеш чунтан хисеплет.

Ваши мужество, храбрость, готовность пойти на риск ради другого снискали искреннее уважение не только ваших родных и близких, но и всех земляков.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫӑ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/27/gla ... et-s-dnyom

Якура вӑл хӑйӗнчен ҫичӗ ҫул аслӑрахран хисеплет.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха никама хисеплемен, никама шеллемен, никамран хӑраман этем пулсан та, хуньстарике ашшӗ вырӑнне хисеплет, унран хӑрать те.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана пӗтӗм ял яш-кӗрӗмӗ хисеплет те.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хисеплет тетӗн.

Помоги переводом

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл сана шутсӑр хисеплет.

Помоги переводом

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта ватти те, вӗтти те йывӑҫ-курӑка хисеплет, вӗсене ачашласа ҫитӗнтерет.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тете, сана кушаку та хисеплет иккен.

Помоги переводом

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей ӑна ашшӗне хисепленӗ пекех хисеплет тет.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней