Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Эппин, хаяр патшасем, ӑслӑлӑха вӗренӗр, ҫылӑха кӗрсе ан ӳкӗр тесе сӑмахӑма сире калатӑп: 10. сӑваплӑха сӑваплӑн упракансем сӑваплӑ пулӗҫ, ҫакна тума вӗреннисем тӳрре тухӗҫ.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл пӗтӗм кӑралне — Хӑйӗн тимлӗхне — илӗ, ҫутҫанталӑка тӑшмана тавӑрма тӑратӗ; 18. хурҫӑ тумтир — тӳрӗлӗх — тӑхӑнӗ, пуҫне тимӗр калпак — тӳрӗ сут — тӑхӑнӗ; 19. аллине никам ҫӗнтерейми хулкан — сӑваплӑх — тытӗ; 20. Вӑл хаяр ҫиллине хӗҫ пек ҫивӗчлетӗ, Унпа пӗрле пӗтӗм тӗнче ӑссӑрсене хирӗҫ тухӗ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хаяр ҫын харкашу тапратать, авӑк ҫын нумай ҫылӑх тӑвать.22. Человек гневливый заводит ссору, и вспыльчивый много грешит.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хаяр та чӑркӑш арӑмпа пурӑниччен пушхирте пурӑнни лайӑхрах.19. Лучше жить в земле пустынной, нежели с женою сварливою и сердитою.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пӑтратса ҫӳрекен усаллине анчах шырать: ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ хаяр ангел ярӗҫ.11. Возмутитель ищет только зла; поэтому жестокий ангел будет послан против него.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ырӑ ӑс-хакӑл ыттисемшӗн те кӑмӑллӑ, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫулӗ — хаяр.16. Добрый разум доставляет приятность, путь же беззаконных жесток.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳрӗ ҫынсенӗн ӗмӗчӗ-шухӑшӗ — тӳрӗлӗх, усал ҫынсенӗн тӗллевӗ — хаяр чеелӗх.5. Промышления праведных - правда, а замыслы нечестивых - коварство.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана ҫӗнӗ юрӑ юрласа мухтам, Сана вунӑ хӗлӗхлӗ псалтирь каласа мухтам: 10. Эсӗ патшасене ҫӑлӑнӑҫ паратӑн, Хӑвӑн Давид чуруна хаяр хӗҫрен хӑтаратӑн.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: 19. хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; 20. усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Санӑн ырӑлӑху иксӗлми, Эсӗ ӑна Хӑвӑнтан хӑракансем валли упратӑн, Эсӗ ӑна Хӑвна шанакансем валли этем ывӑлӗсем умӗнчех хатӗрленӗ: 21. Эсӗ вӗсене халӑхсен пӑлхавӗнчен Хӑвӑн сӑну хӳттинче пытарса усратӑн, вӗсене ҫынсенӗн хаяр чӗлхинчен хӳтӗлесе тӑратӑн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.Ты вознес меня над восстающими против меня и от человека жестокого избавил меня.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хырӑмне тултарнӑ чухнех ун ҫине Турӑ хаяр ҫиллине кӑларӗ, ҫумӑр ҫутарнӑ пек, унӑн ӳчӗ ҫине [чир-чӗр] ҫутарӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хаяр чӗлхе-ҫӑвартан хӳтӗленсе тӑрӑн, ҫарату-тустару ҫитсессӗн, унран та шикленмӗн.21. От бича языка укроешь себя и не убоишься опустошения, когда оно придет.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Шуйттан Ҫӳлхуҫа умӗнчен кайнӑ та Иова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех хаяр тилҫе сырса илмелле тунӑ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн хаяр ҫиллипе вӑл нумайӑшне вӗлерттерчӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн хаяр ҫиллине, Манассиян ирсӗр ӗҫӗсене пула Иуда ҫине ӳкнӗ хаярлӑхне, сирсе яман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара патша Хелкияна, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Авдона, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ: 21. кайӑр та ман ятпа, Израильре юлнӑ ҫынсен ячӗпе тата Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, уяман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑх ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине килсе тӗпленчӗ, кунта вӗсем Санӑн ятупа Турӑ Ҫурчӗ лартрӗҫ те ҫапла каларӗҫ: 9. пирӗн тӗле тӗрлӗ инкек — хаяр хӗҫ, усал чир, выҫлӑх — килсессӗн, эпир ҫак Ҫурт умне, Санӑн умна тухса тӑрӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ Ҫуртра — Санӑн яту; хамӑр аптӑраса ҫитсессӗн, Сана чӗнӗпӗр, Эсӗ пире илтӗн те ҫӑлса хӑварӑн.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр: 10. хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.