Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Саккуна тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ун чухнехи пророксем урлӑ каланӑ сӑмахсене илтес мар тесе, чӗрине чуллантарса ячӗҫ; ҫавӑншӑн ӗнтӗ вӗсене Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хаяр ҫилли ҫитрӗ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Эпӗ халдейсене, хаяр та чарусӑр халӑха, хӑйне тивӗҫлӗ мар ҫӗрсене туртса илесшӗн ҫӗр талккӑшӗ тӑрӑх ҫӳрекенскере, хускатса ярӑп.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хаяр ҫиллӗм хыҫҫӑн каймӑп, Ефрема пӗтермӗп: Эпӗ — Турӑ, этем мар; сан хушшунта — Святой; Эпӗ хулана кӗмӗп.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Даниил вара Вавилон ӑсчахӗсене вӗлерме янӑ Ариоха — патша сыхлавҫисен пуҫлӑхне — канаш тата ӑс парас тесе унпа калаҫу пуҫарнӑ; 15. патшанӑн сумлӑ ҫыннинчен Ариохран ҫапла ыйтнӑ: патша мӗншӗн кун пекех хаяр хушу кӑларчӗ? тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа та Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ ҫакна сирӗншӗн хытӑ тӑрса, хаяр ҫиллӗмпе каларӑм, мӗншӗн тесессӗн сирӗнтен халӑхсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗресем шарах ҫурӑлччӑр, вилнисем тата ытларах пулччӑр тесе, Эпӗ вӗсен кашни хапхи умне хаяр хӗҫ тӑратӑп, ах! ҫиҫӗм пек ҫиҫекен, чиксе пӑрахма ҫивӗчлетнӗ хӗҫ!
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах ӑна, хаяр ҫилӗпе тӑпӑлтарса, ҫӗр ҫине, ура айне, ывӑтнӑ, унӑн ҫимӗҫне тухӑҫ ҫилӗ типӗтнӗ; ҫирӗп турачӗсене хуҫа-хуҫа пӑрахнӑ, типсе хӑрнӑ вӗсем, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм; 16. Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн, 17. сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! тӑр та Израиль халӑхӗ патне кай, вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала; 5. сана уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑх патне мар, Израиль килӗ патне яратӑп, терӗ, 6. уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑхсем патне мар — эсӗ вӗсен сӑмахне ӑнкарайман пулӑттӑн; ахӑртнех, Эпӗ сана вӗсем патне янӑ пулсассӑн та, вӗсем сана итленӗ пулӗччӗҫ; 7. Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ; 42. вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Египет ҫапла Нил шывӗ пек ҫӗкленет, хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ! вӑл: «ҫӗкленӗп — ҫӗре шыв айне тӑвӑп, хулана та, унӑн ҫыннисене те пӗтерӗп» теет.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хаяр хумӗсем кӗрлеҫҫӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сурану санӑн тӳрленсе ҫитейми, чирӳ санӑн питех те хаяр; 13. санӑн тавӑҫна никам та тишкермест; им-ҫам та ҫук сурану валли, сана сиплетейместӗн; 14. сана тусусем пурте манса кайрӗҫ, сана шырамаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук, ҫавӑнпа сана тӑшманусем аркатмалла турӑм, сана хаяррӑн хаса патӑм.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен ҫӗрӗ Унӑн хаяр ҫиллине пула, Унӑн ҫулӑмлӑ ҫиллине пула пушхир пулса юлчӗ.и земля их сделалась пустынею от ярости опустошителя и от пламенного гнева Его.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йӗрӗхсем — ӑссӑр-тӑнсӑр, хаяр; ниме тӑман йӗрӗхсем вӗрентни — турпас ҫеҫ.8. Все до одного они бессмысленны и глупы; пустое учение - это дерево.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗрти ҫӗршывран халӑх килет, тӗнче хӗрринчен аслӑ халӑх ҫӗкленет; 23. ухӑпа сӑнӑ тытнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр, вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек, юланутсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем ҫапӑҫма хатӗр, Сион хӗрӗ, вӗсем кар тӑрса санпа ҫапӑҫма килеҫҫӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хаяр халӑха, тӗлсӗр-йӗрсӗр, уҫӑмсӑр калаҫакан халӑха, ӑнланмалла мар чӗлхепе пуплекен халӑха текех курмӑн та эсӗ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӳлхуҫа кисретӳллӗ сассипе кӗмсӗртеттерсе ярӗ те хаяр ҫилӗре, хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑмра, ҫил-тӑвӑлра, шыв тулнинче, шултӑра чул евӗрлӗ пӑр тӑкӑннинче Унӑн хӑватлӑ аллине, тавӑракан аллине курӗҫ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Йышлӑ тӑшманусем вӗтӗ тусан пек, хаяр эшкерсем вӗҫсе саланакан арпа пек пулӗҫ; ҫакӑ сасартӑк, пӗр самантра, пулса иртӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах кусем те эрехе пула тайкаланса ҫӳреҫҫӗ, ҫиккер ӗҫнипе ҫултан аташса каяҫҫӗ; священникпе пророк хаяр шӗвеке пула такӑнаҫҫӗ; эрехе парӑннӑ, ҫиккер вӗсене ӑсран тайӑлтарнӑ, вӗсене мӗн курӑнни тӗрӗс мар, татӑклӑ сӑмах каламалла чухне такӑнаҫҫӗ, 8. мӗншӗн тесессӗн сӗтелсем ҫине хӑсса тултарнӑ, таса вырӑн ҫук.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.