Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Хама кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн Ҫӳлхуҫана мӗнле тав тӑвам-ши?
Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Ҫӳлхуҫа, акӑ Санӑн тӑшманусем, акӑ Санӑн тӑшманусем пӗтеҫҫӗ, усал ӗҫ тӑвакансем пурте саланаҫҫӗ; 11. манӑн мӑйракана вара Эсӗ хир вӑкӑрӗн мӑйраки пек ҫӗклентеретӗн, мана чи паха ҫу сӗртӗн; 12. куҫӑм тӑшманӑмсем ҫине пӗр шиксӗр пӑхать, хӑлхам хама тапӑнакан усал ҫынсем ҫинчен илтет.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. «Хама юратнӑшӑн хӑтарӑп ӑна; Манӑн ятӑма пӗлнӗшӗн хӳтӗлӗп ӑна. 15. Хама тархасласанах илтӗп ӑна; хурлӑхӗнче унпа пӗрле пулӑп; ӑна хӑтарӑп, ӑна асла кӑларӑп, 16. тӑранса ҫитиччен пурӑнтарӑп, ӑна Хам ҫӑлнине кӑтартӑп».
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. [Вара ҫапла шухӑшларӑм:] апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши, 14. кунсерен хама кӑлӑхах амантмарӑм-ши, ирсерен хама кӑлӑхах питлемерӗм-ши? терӗм.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран 15. юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ; 16. шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм! тӑшманӑмсенчен хӑтарсам мана, хама тапӑнакансенчен хӳтӗлесем мана; 3. йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансенчен хӑтар мана; юнӑҫлӑ ҫынсенчен ҫӑл мана: 4. акӑ вӗсем манӑн чунӑма сыхласа тӑраҫҫӗ; мана хирӗҫ вӑйлисем пуҫтарӑнаҫҫӗ: усал ӗҫӗмшӗн мар, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑхӑмшӑн та мар, 5. айӑпӑм ҫук ҫӗртех пухӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленеҫҫӗ; мана пулӑшма тӑрсамччӗ, курсамччӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлти Турра, хама ырӑлӑх кӑтартакан Турра, тархаслам; 4. Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхне, Хӑйӗн чӑнлӑхне ярӗ: ҫӳлтен ярӗ те ҫӑлӗ мана; мана хыпса ҫӑтма ӗмӗтленекене намӑса хӑварӗ.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана хӑртаканӗ — тӑшман мар, эпӗ ӑна тӳссе ирттерӗттӗм; мана таптаканӗ — хама курайман ҫын мар, эпӗ унран тарса пытанӑттӑм; 14. эсӗ, хампа пӗр тан ҫыннӑмах, шанчӑклӑ тусӑм, юлташӑм, эсӗ хур турӑн мана, 15. эпир пӗр-пӗринпе чӗрене уҫса калаҫаттӑмӑр, пӗрле Турӑ Ҫуртне ҫӳреттӗмӗр.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ытарӑш итлемешкӗн хӑлхама таям, тупсӑмне кӗсле каласа ӑнлантарам: 6. «хӗн-хурлӑ кунӑмсенче, хама йӗрлекенсенӗн усаллӑхӗ хупӑрласа илнӗ чухне, манӑн мӗншӗн хӑрамалла-ха?» 7. Эй хӑвӑр вӑя шанакансем, мулӑр нумаййипе мухтанакансем!
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Хам намӑса юлни яланах умӑмра тӑрать, хама хӑртакансен, мӑшкӑллакансен сассинчен, тӑшмансем, тавӑракан ҫынсем пӑхса тӑнӑран питӗме намӑс хуплать: 18. ҫакӑ пӗтӗмпе пирӗн ҫине йӑтӑнса анчӗ, ҫавах эпир Сана манмарӑмӑр, Санӑн халална пӑсмарӑмӑр.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Турра парне кӳмелли вырӑн патне, хама савӑнтаракан, хаваслантаракан Турӑ умне пырса тӑрӑп, эй Турӑҫӑм, Турӑҫӑм, Сана кӗсле каласа мухтӑп!
Пс 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӑшманӑм хама ҫӗнтерейменнине курсассӑн, Эсӗ мана кӑмӑл тунине ӑнласа илӗп, 13. Эсӗ мана тӗрӗс-тӗкел упраса хӑварӑн, ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн умна тӑратӑн.
Пс 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Манӑн кунҫулӑм — Санӑн аллунта; тӑшманӑмсен аллинчен, хама йӗрлекенсенчен хӑтарсам мана.16. В Твоей руке дни мои; избавь меня от руки врагов моих и от гонителей моих.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вилнӗ ҫынна маннӑ пек, чӗрисем мана манчӗҫ; эпӗ ӗнтӗ — ҫӗмрӗк савӑт пекех: 14. хама нумайӑшӗ хӑртнине илтетӗп; вӗсем мана хирӗҫ каварлашнӑ чухне, манӑн чунӑма пӗтерме шухӑшланӑ чухне пур енче те — тискерлӗх.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара хама хупӑрлакан тӑшмансем умӗнче пуҫӑма ҫӗклӗттӗм эпӗ; Унӑн кӗлӗ чатӑрӗнче мухтав парнийӗ кӳрӗттӗм, Ҫӳлхуҫана кӗвӗ каласа, аслӑласа мухтӑттӑм.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.Ты вознес меня над восстающими против меня и от человека жестокого избавил меня.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, хӑваласа ҫитетӗп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп; 39. вӗсене аркататӑп, вӗсем ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ: 40. Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхрӑн, мана хирӗҫ тӑнисене ман ура айне ӳкертӗн, 41. Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартрӑн; эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп: 42. вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест; 43. эпӗ вӗсене ҫил умӗнчи тусан пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ; 18. мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑн тӗлӗнмелле ырӑлӑхна кӑтартсам; [Хӑвна] шанакансене Хӑвӑн сылтӑм аллуна хирӗҫ тӑракансенчен Ҫӑлакан, 8-9. куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана; хама тапӑнакан усал ҫынсенчен, чун-чӗрем тӑшманӗсенчен, хупӑрласа илнӗ тӑшмансенчен, Хӑвӑн ҫунату хӳттине илсемччӗ мана: 10. вӗсенӗн чӗри ҫу ӑшне путнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗпе мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ каланӑ сӑмаха астуса, этем ӗҫӗ-хӗлӗнче эпӗ хама хам сыхларӑм, хӗсӗрлекен ҫын ҫулӗпе каймарӑм.4. В делах человеческих, по слову уст Твоих, я охранял себя от путей притеснителя.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.