Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫӳлхуҫа Турӑ пулӑшать Мана: ҫавӑнпа Эпӗ вӑтанмастӑп, ҫавӑнпа питӗм-куҫӑм та вутчуль пек ҫирӗп, хама намӑс тивмессе те пӗлетӗп.
Ис 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хамӑн ҫиллӗме Хамӑн ятӑмшӑн урӑх вӑхӑта хӑвартӑм, сана тӗп тӑвассинчен Хама Хамӑн мухтавӑмшӑн тытса чартӑм.9. Ради имени Моего отлагал гнев Мой, и ради славы Моей удерживал Себя от истребления тебя.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑ халӑха Эпӗ Хама валли пултарнӑ; вӑл Манӑн мухтавӑма пӗлтерсе тӑрӗ.21. Этот народ Я образовал для Себя; он будет возвещать славу Мою.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израилӗн Вӑйлӑскерӗ ҫапла калать: Хама хирӗҫ тӑракансене Эпӗ мӑшкӑла хӑварӑп, Хамӑн тӑшманӑмсене тавӑрӑп!
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хама ӑслӑлӑх Паракана мухтав кӳрем.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа Патша, Сана аслӑлам, Сана — Турра, Ҫӑлаканӑма — мухтавлам; Санӑн ятна аслӑлам: 2. Эсӗ мана хӳтӗлерӗн, мана пулӑшса пытӑн, 3. ӳтӗме пӗтесрен хӑтартӑн, элеклӗ чӗлхе танатинчен, суя сӑмах саракан чӗлхе-ҫӑвартан упрарӑн; хама тапӑнакансене хирӗҫ тӑнӑ чухне мана пулӑшаканӗ пултӑн, 4. питех те ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран тата Хӑвӑн аслӑ ятушӑн — Эсӗ мана хыпса ҫӑтасла шатӑртаттаракан шӑлсенчен хӑтартӑн, 5. манӑн чунӑма шыракансенчен, хама пусса тӑракан йывӑр хурлӑхран, 6. йӗри-тавра ҫунакан вут-ҫулӑмра антӑхасран хӑтартӑн, ҫулӑм ӑшӗнче ҫунма памарӑн, 7. тамӑк тӗпӗнчен туртса кӑлартӑн, таса мар чӗлхерен, суя сӑмахран, усал чӗлхе ман ҫинчен элеклесрен упрарӑн.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2-3. Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене хӗрхенмесӗр питлемешкӗн, вӗсем аташнине чарса лартмашкӑн тата айӑпӑмсем нумайланасран, аташни-йӑнӑшни хушӑнасран, хама курайман ҫынсем умӗнче ӳкесрен, тӑшманӑмсене савӑнтарасран манӑн шухӑшӑм тӗлне кам чӑпӑркка кӑнтарӗ-ши, манӑн чӗреме кам ӑс парса тӑрӗ-ши?
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Чӗлхе-ҫӑварӑма пула инкек курасран, хама чӗлхем тӗп тӑвасран вӗсене хураллама мана кам хурал парӗ, вӗсене кам ӑстӑн пичечӗпе пичетлесе лартӗ?
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ ӑна юратса пӑрахрӑм та ҫамрӑклах шырарӑм, ӑна хама валли ҫураҫма ӗмӗтлентӗм, унӑн илемне саваканӗ пулса тӑтӑм.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Турӑ мана Хӑй ирӗкӗпе калаҫма, хама парнеленӗ ырӑлӑх ҫинчен тивӗҫлипе шухӑшлама хал патӑрччӗ ҫеҫ: ӑслӑлӑх патне Вӑл ертсе пырать, ӑсчахсене Вӑл тӳрлетет.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ.11. Будь мудр, сын мой, и радуй сердце мое; и я буду иметь, что отвечать злословящему меня.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. хама вӗрентекенсене мӗншӗн итлемерӗм-ши, хама ӑс паракансене тӑнлама мӗншӗн хӑлхама таймарӑм-ши? 14. ӗнтӗ кӗҫех ҫынсем умӗнче, пӗтӗм халӑх хушшинче намӑса тухаттӑм!» тейӗн.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кайран — ӳтӳ, ӳт-пӗвӳ хавшаса ҫитсессӗн — йынӑша-йынӑша кулянӑн, 12. ӗнтӗ ҫапла калӑн: «хама вӗрентсе каланине мӗншӗн кураймасӑр тӑтӑм-ши, хама питленине чӗрем мӗншӗн тиркерӗ-ши?
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ йӗрсе йӑлӑннине тӑнласам: эпӗ халран кайса ҫитрӗм; хама хӗсӗрлекенсенчен хӑтарсам мана: вӗсем манран вӑйлӑрах.6. Внемли воплю моему, ибо я очень изнемог; избавь меня от гонителей моих, ибо они сильнее меня.
Пс 141 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
121. Эпӗ сут турӑм, тӳррине турӑм; хама хӗсӗрлекенсен аллине ан парсамччӗ мана.121. Я совершал суд и правду; не предай меня гонителям моим.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
99. Эпӗ хама вӗрентекенсенчен пуринчен те тӑнлӑрах пултӑм, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пӗлтерни ҫинчен шухӑшлатӑп.99. Я стал разумнее всех учителей моих, ибо размышляю об откровениях Твоих.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Санӑн сӑмахупа, эй Ҫӳлхуҫамӑм, ман патӑма Санӑн ырӑлӑху, Эсӗ ҫӑласси ҫитинччӗ — 42. вара хама хурлакана хирӗҫ тавӑрса калӑп: эпӗ Санӑн сӑмахна шанатӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Хама хӑратса тӑракан мӑшкӑла ман ҫинчен сирсе яр: Санӑн сутусем тӳрӗ.39. Отврати поношение мое, которого я страшусь, ибо суды Твои благи.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.