Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усрама (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫалӑх пайне тӗкӗнмелле мар апат-ҫимӗҫ запасӗ хатӗрлеме тытӑнма, тырӑ усрама йывӑҫран ещӗксем тума тата ҫӗрулмипе купӑста усрама нӳхрепсем алтма хушса приказ патӑм.

Хозяйственной части приказано было приступить к созданию неприкосновенного продовольственного запаса, к изготовлению деревянных ящиков для зерна, к рытью погребов для картофеля, капусты.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсене ҫак вӑрманти партизансен базине сыхласа усрама тата тӑшман парашютисчӗсене пӗтерсе пыма задани пачӗҫ.

Им было поручено наблюдать за лесной партизанской базой и не допускать проникновения в лес немецких парашютистов.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Спартак, манӑн Спартакӑм, сана телейсӗр хӗрарӑм тархаслать, телейсӗр амӑшӗ йӑлӑнать сана; санӑн хӗрӳ, илтетӗн-и, Спартакӑм, манӑн пӗрле санӑн мӗскӗн хӗрӳ санӑн урусене ыталать, санӑн аллусене чуптӑвать, куҫҫульпе йӗпетет; санӑн хаклӑ пурнӑҫна, пирӗншӗн тӗнчери мӗнпур пуянлӑхран та хаклӑрах пулса тӑракан пурнӑҫна хамӑр валли усрама тархаслать.

О Спартак, мой Спартак, несчастная женщина умоляет тебя, несчастная мать тебя заклинает; твоя дочь, слышишь, Спартак, твоя бедная дочь со мной у твоих ног, обнимает твои колена, покрывает поцелуями и слезами твои руки, умоляет тебя, чтобы ты сохранил для нас свою драгоценную жизнь, которая нам дороже всех сокровищ мира.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах Спартак вӗсенчен хӗҫ-пӑшалӗсене ҫеҫ туртса илнӗ, хӑйсене пурне те ирӗке янӑ, мӗншӗн тесен тыткӑна илнӗ ҫынсене лагерьте усрама шикленнӗ.

Но Спартак, обезоружив их, отпустил на свободу, так как опасался держать пленных в лагере.

XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Вӗлермесӗр тыткӑнра усрама та хӑрушӑ, — хушрӗ виҫҫӗмӗшӗ.

— Сохранить ему жизнь и держать его пленником где-нибудь было бы опасно, — заметил третий.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ах, турӑсем, пулӑшсамӑрччӗ мана ӑс-тӑнӑма усрама, — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл, тӑнлавра юн тапнине тытса чарма тӑнӑ пек, е пуҫ мимине хупласа илнӗ тӗтрене сирме тӑрӑшнӑ пек, аллисене ҫамки ҫине хурса.

Он поднес руки ко лбу, как бы для того, чтобы сдержать бешеное биение в висках, ими чтобы рассеять туман, окутавший его мозг, и прошептал едва внятным голосом: — О, боги, не дайте мне сойти с ума…

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл пуллисене чӗрӗллех, ҫав тери пысӑк тимлӗхпе чӑмласа ҫисе ячӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫиессе те ҫиме кирлӗ иккенне пӗлнӗрен ҫеҫ ҫирӗ: халь вӑл пӗр хӑйӗн чунне усрама ҫеҫ ҫиме кирлине аван пӗлет.

Он съел рыбок сырыми, старательно их разжевывая, и это было чисто рассудочным действием; есть ему не хотелось, но он знал, что это нужно, чтобы остаться в живых.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл чикӗ урлӑ каҫса килни ҫинчен уҫҫӑнах каласа кӑтартнӑ, хӑйне нумайлӑха мар, ик-виҫӗ кун хушши кӑна пытарса усрама ыйтнӑ.

Он прямо сказал, что перешел границу, и потребовал от мастера спрятать его на два-три дня, не больше.

9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Пуриншӗн те арӑмӗ айӑплӑ: хӗрачасем «виҫҫӗ» паллӑ илсен — амӑшӗ асӑрхаса ӗлкӗреймен; хӗрачасен апат анмасан — амӑшӗ йӗркеллӗ ҫитерме пултараймасть; хӗрачасем кинона час-часах кайма пуҫласан — амӑшӗ пӑсса янӑ; хӗрачасем ҫывӑрма часах выртмасан — амӑшӗ ирӗке янӑ; хӗрачасем чирлесен — амӑшӗ сыхласа усрама пӗлмен.

Все жена виновата: девочки получили по тройке — мама недосмотрела; у девочек аппетита нет — мама не умеет кормить; девочки зачастили в кино — мама их разбаловала; девочки поздно ложатся спать — мама поощряет; девочки заболели — мама не уберегла.

9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вӑл ҫапла калӗ: «Ну, мӗнех вара, тусӑм, маларах-и, каярах-и, эсӗ ӑна пурпӗрех пӗлеттӗнччӗ, эсӗ ман ывӑл мар, эпӗ сана усрама илнӗ, эхер эсӗ ман юратӑва тивӗҫлӗ пулас-тӑк, эпӗ сана нихҫан та пӑрахмӑп»; вара эпӗ ӑна калӑп:

Он скажет: «Что ж делать, мой друг, рано или поздно ты узнал бы это, — ты не мой сын, но я усыновил тебя, и ежели ты будешь достоин моей любви, то я никогда не оставлю тебя»; и я скажу ему:

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан вӑл вӗсене, хӑйӗн кӑмӑлӗ урӑхла пулин те, тӗрлӗ сӑлтавсене пула кунти пӳлӗмсенче усрама пултарайманни ҫинчен пӗлтернӗ, вӗсене Мускава куҫса кайма сӗннӗ.

Потом он им объявил, что сколько ни желал бы, но не может по разным соображениям оставить за ними комнаты и советует им переехать в Москву.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

— Ҫапах та, тӗлӗнмелле пулса тухать: сирӗн шутпа мӑн ҫулсем, хуласем, ыттисене упраса аталантарса пыракан пур япаласем те славянсемшӗн сиенлӗ иккен; сирӗн шутпа, йӑласен тасалӑхне упраса усрама мӑн ҫулсем те, ҫыхӑну та, суту-илӳ те, юлашкинчен тата аталанса пыракан пурнӑҫӑн пӗрремӗш условийӗ пулса тӑракан ытлӑ-ҫитлӗ пурлӑх та пулмалла мар.

— Однако, странное дело, большие дороги, города, все то, что хранит и развивает других, вредно для славян, так, как вам угодно их представлять; по-вашему, чтоб сохранить чистоту нравов, надобно, чтоб не было проезда, сообщения, торговли, наконец, довольства, первого условия развивающийся жизни.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Юрать-ха партин Тӗп Комитечӗ Ленина пытарса усрама йышӑннӑ.

Хорошо, что Центральный Комитет партии постановил укрыть Ленина.

293 номерлӗ пӑравус кочегарӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Малтанлӑха Владимир Ильича вӑл хӑйӗн картишӗнчи аслӑкра, утӑ ҫинче, усрама шутлать.

На первое время он решил спрятать Владимира Ильича на сеновале у себя во дворе.

Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Дутлов Ҫемене, кирек мӗнле ҫын та, ӑна кӑштах та пулин палланӑ пулсан, темиҫе ҫӗр е пин тенкӗ укҫа усрама пама хатӗр пулнӑ пулӗччӗ, — ҫав тери шанчӑклӑ ҫын пулнӑ.

Старик Семен Дутлов был такой человек, что всякий, немного знавший его, отдал бы ему на сохранение сотни и тысячи рублей.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

— Цыгансене лаша усрама юрать пулӗ, — терӗ Кожанов.

— Цыганам вроде можно иметь собственных лошадей, — сказал Кожанов.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Юр ҫуса тултарать, кӗрт тарӑн та хаяррӑн хӗвсе каять, юханшывсем шӑнса лараҫҫӗ, пысӑк отрядсене тӑрантарса усрама йывӑр пулать, халӗ ӗнтӗ мӗн пулнине те — чӗрӗ тырӑпа лаша какайне те хатӗрлеме йывӑр…

Выпадут снега, высоко, ненадежно, сурово, речки захрипят, пропитать большие отряды трудно, не запасешь теперь и того, что было — сырого зерна и конины…

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Шӑпах вӗсем персе вӗлернӗ коммунистка учительницӑн ачине усрама илнӗ.

Ребёнок есть, как раз они сиротку полугодовалого, сынишку расстрелянной учительницы-коммунистки, на воспитание взяли.

Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.

Танкистсем Полтавӑн инҫетри районӗсене партизана кайма шутланӑ, ялава халлӗхе Павел Трофимович патӗнче упраса усрама килӗшнӗ.

Решено было, что танкисты уйдут партизанить в дальние районы Подтавщины, а знамя оставят пока на хранение Павлу Трофимовичу.

145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.

— Шӑп кӑна хура кунсем умӗн Феодосийӑна, хӑйӗн хӗрне усрама панӑ тӑванне кайса курма шухӑш тытрӗ.

— Вздумал перед самыми черными днями проведать своего брата в Феодосии, там, где воспитывалась дочка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней