Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усрама (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман сӑмахпа кала ӑна: Артамон тӑван ывӑлна йышӑннӑ пек йышӑнма, вӑй ҫитнӗ чухлӗ ҫитерсе-тӑрантарса усрама каласа ячӗ, те.

Скажи ему моим словом: Артамон велит принять тебя, как родного сына, кормить и содерживать, пока силов хватит.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ сана хисеплетӗп, ҫӗре кӗнӗ аҫуна та пӗлнӗ, хисеплесе пурӑннӑ, анчах халӗ йывӑр мана сана ҫӑкӑр йытти пек усрама

Я тебя уважаю и родителя твоего покойного знал и уважал, но зараз мне тяжело содерживать тебя нахлебником…

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кил хуҫи, Аксиньйӑн ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗ, Григорие шеллерӗ-ха, анчах вӑл та ҫакӑн пек ҫынна тӑршшӗпех хӑй патӗнче усрама пултараймарӗ.

Хозяин, доводившийся Аксинье двоюродным дядей, сочувствовал Григорию, но и он не мог держать у себя такого постояльца бесконечно.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Станица ӑйӑрӗсене усрама туса лартнӑ витене — станица хӗрринчи вӑрӑм чул ҫурта — тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсене сакӑрҫӗр ҫын ытла чыхса тултарнӑ.

В конюшне для станичных жеребцов — длинном каменном здании, стоявшем на краю станицы, — было битком набито более восьмисот пленных красноармейцев.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ӗнерхи пӑтӑрмах хыҫҫӑн кантура чупса кӗрсе, хутсене усрама киле илсе кайрӑм.

— Вчера после бури забежал в контору, взял на хранение домой.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫулталӑк ытларах иртсен, Аникей ҫав зала чӑх-чӗп усрама майлаштарнӑ, унта чӑхсем валли механизациленӗ читлӗхсем лартнӑ, хаҫатра каллех шӑв-шав ҫӗкленнӗ.

Через год с небольшим Аникей переоборудовал этот зал под птичник, установил там механизированные птице-клетки, и опять поднялся шум в газетах.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн хуҫи — ӑна усрама та, вӗлерме те пултаракан Григорий — ун патне пырсан, вӑл лӑпах ҫапла йӑлтӑркка хура тутине йӗрсе хуратчӗ, ҫурӑмӗ ҫине выртатчӗ те, ҫамрӑк шӑлӗсене ҫарӑлтарса, хӗрлӗ ҫӑмлӑ ҫемҫе хӳрине вылятатчӗ…

Такой же улыбкой щерил он черные атласные губы, когда он, Григорий, хозяин, вольный и в жизни его и в смерти, подходил к нему и кобель, падая на спину, оголял молодые резцы, бил пушистым рыжим хвостом…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эрех ӗҫтерейместӗп — вӑл шӗвеке тухтӑр килте те усрама хушмарӗ.

— Водкой угостить не могу — доктора запретили даже в доме держать эту влагу.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсене «Метрополь» гостиницӑна ӑсатас умӗн (арестленӗ генералсене ҫавӑнта усрама палӑртнӑ) Алексеев тем пирки ҫирӗм минут Корниловпа куҫа-куҫӑн калаҫса илет.

Перед отправкой арестованных в гостиницу «Метрополь», где они должны были содержаться под стражей, Алексеев с глазу на глаз о чем-то в течение двадцати минут беседовал с Корниловым.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий утсене хупса усрама уйӑрса панӑ склада курса ҫаврӑнчӗ те хула управленийӗн представительне татса каларӗ:

Листницкий осмотрел склад, предназначенный под конюшни, строго, стараясь вернуть себе прежнюю неприязнь к сопровождавшему ему представителю, сказал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Апла эсир, утравсем ҫинче хурсем усрама шутлатӑр? — терӗ вӑл.

— Значит, решили острова заселить гусями? — спросил он.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сахалтан та, пире виҫӗ лаша вити — кашни колхоза пӗрер, виҫӗ ӗне вити, сурӑх картисем, сысна витисем, кайӑк-кӗшӗк хуралчӗсем тата хирте вуникӗ стан, кашнинче тырӑ усрама кӗлетсем кирлӗ…

По самым малым подсчетам потребуется: три конюшни — по одной каждому колхозу, три коровника, кошары, свинарники, птичники, а еще двенадцать полеводческих станов с зернохранилищами при них…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр ҫултан вӗсем хӗл каҫнӑ пӑру пысӑкӑш ӳссе кайнӑ, малтанах Мохов килӗ патӗнче ҫӳрекен хӗрарӑмсен кӗписене турта-турта ҫурнӑ, унтан хӗрарӑмсене ҫӗрте йӑвалантарса пӗҫҫисене туллама вӗреннӗ, Панкратий пупӑн пӑрушӗпе Аптехинсен хӗл каҫарнӑ сысна ҫӳрисене иккӗшне тулласа вӗлернӗ хыҫҫӑн кӑна Сергей Платонович хӑйӗн йыттисене сӑнчӑрласа усрама хушнӑ.

Через год вымахали с годовалого телка ростом, сначала рвали на бабах, ходивших мимо моховского двора, юбки, потом научились валить баб на землю и кусать им ляжки, и только тогда, когда загрызли до смерти телку отца Панкратия да пару атепинских кабанков-зимнухов, Сергей Платонович приказал посадить их на цепь.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ун пек ҫынна эрех заводӗнче усрама та юрать, унта вӑл кирлӗ пулӗччӗ; юман тӑррине паникадило вырӑнне ҫакса хурсан — тата лайӑхрах».

— Эдакого человека не худо, на всякий случай, и при виннице держать; а еще лучше повесить на верхушке дуба вместо паникадила.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Салтак хӑйӗн хастарлӑхне хӗввинче пытарса усрама пултараймасть!

Солдат не может скрывать свою отвагу за пазухой!

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чуна кӳрентерекен вӑрттӑнлӑха чӗрере тытса усрама йывӑр, анчах хаваслисене тата та йывӑртарах…

Тяжело носить грустные тайны, но еще тяжелее радостные…

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл ҫав тери ҫирӗп, упӑшкисӗрех ҫемйине пӑхса усрама пултаракан хӗрарӑм, анчах Озеров ӑнланать, паллах, халь ҫемйине пурӑнма йывӑр, хӑйне епле лӑплантарсан та, вӗсен пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханать.

Она была весьма энергичной женщиной, способной и без мужа управиться с семьей, но Озеров понимал, конечно, что сейчас семье жить стало трудно, и, как ни утешал себя, беспокоился о ее судьбе.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапла вӑл хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗнчен те, пуласлӑхӗнчен те чакать, ҫаксене пурне те хӑйӗн чӗринче ҫеҫ сыхласа усрама пуҫлать.

Так он отказывается от своего прошлого и будущего, храня все это только в сердце своем.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Малтан вӑл мана хӑй шучӗпе усрама илчӗ, ун патӗнче хваттерте пурӑнтӑм.

Сначала взял на содержание, жила на квартире.

Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.

— Хӑвӑрӑн парти билетне сыхласа усрама парти райкомне парӑр!

— Отдайте свой партийный билет на хранение райкому партии!

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней