Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

умрах (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваннӑра ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн тӑраткаланӑ хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркиллӗ пижам тӑхӑннӑ Ромашкӑна хам умрах курнӑ пек туйрӑм эпӗ.

Как живого, увидел я перед собой Ромашку в пижаме, после ванны, с торчащими жёлтыми космами мокрых волос.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗс, ку тахҫанхи истори, — тет моряк сасартӑк хыттӑн, вара эпӗ те вӑрантӑм та хӗпӗртесе сывлӑшӑма ҫавӑртӑм, мӗншӗн тесен пӗтӗмпех тӗлӗкпе ҫеҫ аташрӑм иккен: акӑ эпир пӗрле ҫитес кунсенчех Ҫурҫӗре тухса каятпӑр, акӑ Саня та тӑрать ман умрах, ӗшеннӗ вӑл, ӑслӑ та савнӑ ҫыннӑм.

— Правильно, старая история, — вдруг громко сказал моряк, и я проснулась и радостно вздохнула, потому что всё это был вздор: на днях мы вместе едем на Север, и вот он стоит передо мной, мой Саня, усталый, умный и милый, которого я люблю.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак вӑхӑтра, лӑп та шӑп манӑн умрах, хапха шалтлатса хупӑнчӗ.

и — хлоп! — калитка закрылась перед самым моим носом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑрушлӑх умрах тӑни — ватӑ салтакӑн чунне калама ҫук паттӑрлатса янӑ.

Близость опасности одушевляла старого воина бодростию необыкновенной.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ну, амӑшӗ, эсӗ пурне те пӗлетӗн пулсан, юлах, сан умрах та калаҫса илӗпӗр.

— Ну, матушка, коли ты уже все знаешь, так, пожалуй, оставайся; мы потолкуем и при тебе.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Умрах, урам леш енче чалӑшраххӑн темиҫе пӗчӗк пӳрт курӑнать, урамра темиҫе чӑхӑ уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Наискось стояло несколько избушек; по улице бродило несколько куриц.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ман хыҫҫӑн тӑватӑ казак вӗҫтерсе пыратчӗҫ; хыҫӑмра гяурсем кӑшкӑрашнине те илте пуҫларӑм эпӗ, хам умрах тата ҫӑра кӑна сӗм вӑрман сарӑлса ларать.

За мной неслись четыре казака; уж я слышал за собою крики гяуров, и передо мною был густой лес.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗр грузовикӗ пирӗн умрах.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Шыв кирлӗ-тӗк — юр умрах.

Нужна вода — снег перед тобой.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

26. Хуҫи: «калатӑп сире — камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ. 27. Мана хӑйсен патши ан пултӑр теекен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам умрах вӗлерӗр» тенӗ.

26. Сказываю вам, что всякому имеющему дано будет, а у неимеющего отнимется и то, что имеет; 27. врагов же моих тех, которые не хотели, чтобы я царствовал над ними, приведите сюда и избейте предо мною.

Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эпӗ ӗмӗрӗпех сутлашмӑп, вӗҫне ҫитиех ҫилленмӗп; унсӑрӑн Хамах пултарнӑ чӗм те, сывлӑш сывлаканӗ те пурте Хамӑн умрах халсӑрланса ҫитӗҫ.

16. Ибо не вечно буду Я вести тяжбу и не до конца гневаться; иначе изнеможет предо Мною дух и всякое дыхание, Мною сотворенное.

Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Аслӑ священник Амария вара пӗтӗм Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ тӗлӗшӗпе сирӗншӗн асли пулать, Зевадия — Исмаил ывӑлӗ, Иуда килӗн ҫулпуҫӗ — пӗтӗм патша ӗҫӗ тӗлӗшӗпе асли пулать; пӑхавҫӑ левитсем те хӑвӑр умрах.

11. И вот Амария первосвященник, над вами во всяком деле Господнем, а Зевадия, сын Исмаилов, князь дома Иудина, во всяком деле царя, и надзиратели левиты пред вами.

2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Давид вара Ваал-Перацим теекен вырӑна кайнӑ, ҫавӑнта филистимсене аркатса тӑкнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн Давид каланӑ: Ҫӳлхуҫа ман тӑшманӑмсене ман умрах шыв юхӑмӗ аркатнӑ-ҫӗмӗрнӗ евӗр хирсе тӑкрӗ, тенӗ.

20. И пошел Давид в Ваал-Перацим и поразил их там, и сказал Давид: Господь разнес врагов моих предо мною, как разносит вода.

2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней