Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

умра (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ асӑрхаса та илеймерӗм, ман умра ҫыхса пӑрахнӑ этем купи пулса та тӑнӑ.

Не успел я опомниться, как передо мной оказалась уже целая гора связанных тел.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӑртак вӑхӑтран пирӗн умра каллех ешӗл курӑклӑ тӳрем ҫӗр уҫӑлса кайрӗ.

Через некоторое время перед нами опять открылись зеленые просторы трав.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унччен те пулмарӗ, пирӗн умра ешӗл курӑк симӗс тинӗс пек курӑнса кайрӗ.

Еще мгновение… и перед нами открылось зеленое море трав.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ман умра вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑвак тинӗс сарӑлса выртать.

Передо мною расстилалось безграничное синее море.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пирӗн умра пӗтӗм тӗнче уҫӑлса кайрӗ.

Перед нами раскрылся весь мир.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ӗненӗр мана, — терӗ Гладышев малалла, Завьялов ҫине пӑхса, — енчен те эсир ҫавӑн чухне ҫакӑнта, ҫывӑхра пулнӑ пулсан тата ӗҫсем чӑннипе мӗнлерех пулнине пӗлмен пулсан, ҫав чӗререн, тарӑхса, йӗкленӳпе каланӑ сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн сирӗн умра чӑн-чӑн сутӑнчӑк тӑрать тесе ӗненме пултарӑттӑр!

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Акӑ эсир халь ман умра ларатӑр та эпӗ каллех аяккалла пӑрӑнса кайни пирки, хӑвӑршӑн чи кирлӗ ӗҫ ҫинчен калаҫас вырӑнне сире ирӗксӗр тенӗ пекех хамӑн пурнӑҫ ҫинчен каласа панӑ пирки тарӑхса шухӑшлатӑр… — йӳҫҫӗнтерех кулса илчӗ Гладышев.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫырӑва Коростылева ман умра илчӗ, эп шӑпах отдела пынӑччӗ.

Помоги переводом

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах ман умра калама ҫук пысӑк хӑрушлӑх тӳссе ирттернӗ, пиҫсе кайнипе юлнӑ йӗрсем те тӳрленсе ҫитмен ҫинҫешке кӑна хӗр тӑчӗ.

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ман умра выртать.

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мероприяти кураторӗ – 2№ Ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавателӗ Ляйсан Гильманова пӗлтернӗ тӑрӑх, умра – юлашки тапхӑр, конкурс ӗҫӗсене пӗрлӗхлӗ композицие пуҫтарасси.

Как сообщила куратор мероприятия — преподаватель ДХШ № 2 Ляйсан Гильманова, предстоит конечный этап — сборка конкурсных работ в единую композицию.

Ӗпхӳре 90 панноран кӗҫҫе кавир ҫӗлӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/al-sti/2023-09-1 ... -l-3443133

Эсир мана Виктор сирӗн умра мӗнрен айӑплӑ пулни ҫинчен каласа памалла.

Помоги переводом

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Тӑрӑшсан, ҫине тӑрсан, тем тума та пулать. Кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулать. Умра чул стена тӑтӑр, ӑна та шӑтарса тухма май пур. Аптрамастпӑр», — хавхалатать вӑл хӑйне яланах.

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Акӑ, сан умра тӑрать, — Петя ҫине тӗллесе кӑтартрӗ Якур.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Умра — ватлӑх.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Умра тус-тантӑшсен, ял-йышӑн чыслӑ ӗҫӗ, Умра выртатӑн эс, ытарайми ҫӗршыв.

Помоги переводом

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ман умра — Хусанкайӑн «Чӗре юрри» кӗнеки 1955 ҫултах мана парнелесе ҫырса панӑччӗ вӑл ӑна.

Помоги переводом

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ятлӑ поэт пулнипе Петӗр ман умра нихҫан та мӑнкӑмӑлланмасть.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пуҫа ҫӗклесе пӑхрӑм та тӗлӗнсе-савӑнсах кайрӑм: ман умра ҫап-ҫамрӑк та ҫап-ҫутӑ сӑнлӑ Хусанкай тӑрать!

Помоги переводом

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Умра пирӗн ӗҫ нумай: пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене туллин юсаса ҫӗнетмелле, Ҫыран хӗррине тирпей-илем кӗртес ӗҫе вӗҫлемелле, «Атӑл» кинотеатр никӗсӗ ҫинче ҫамрӑксен центрне уҫмалла тата ытти те.

Впереди у нас много дел: провести полную реконструкцию общеобразовательных учреждений, завершить благоустройство набережной, открыть молодежный центр на базе бывшего кинотеатра «Атӑл» и многое другое.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/26/gla ... aet-s-dnem

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней