Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уйрӑмах сăмах пирĕн базăра пур.
уйрӑмах (тĕпĕ: уйрӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑмах шӑмӑ сыпписенче, шӑк хӑмписенче чулсем ӳсесрен, юн тымарӗсем хытасран усӑллӑ.

Особенно полезен от нароста камней в суставах, мочевом пузыре, от снижения эластичности кровеносных сосудов.

Кавӑн евӗр пахчаҫимӗҫ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Ҫак ҫимӗҫ уйрӑмах кали, натри, тимӗр тӑварӗсемпе пуян.

Этот продукт особенно богат солями калия, натрия, железа.

Кавӑн евӗр пахчаҫимӗҫ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Уйрӑмах тата килте кӗтекенсем пулсан!

Помоги переводом

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Уйрӑмах тӑлӑх ачасен шӑпине ҫырса кӑтартнӑ хайлавсем шӗкӗлченӗ хыҫҫӑн темччен шухӑша кайса ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ма вара уйрӑмах гранат?

Почему именно как гранат?

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Уйрӑмах леш «Торпеда» текен сортлине…

Особенно сорт «Торпеда»…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ак ку, ак, телей сунаканскер, ку вара — ҫителӗклӗх, укҫа-тенкӗ, ку — ӑраскал чечекӗ, ӑна уйрӑмах пӑхас пулать, вӑл ытла та черчен, енчен те ҫемьере хирӗҫӳ сиксе тухсан тӳрех чирлеме пултарать теҫҫӗ…

Вот этот вот – это цветок счастья, этот – богатство, этот – цветок судьбы, за ним нужен особенный уход, он очень нежный, болеет при даже малой ссоре в семье…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мӗн тери аван халь сӑра, уйрӑмах тата килте туни.

Тем более пиво такое вкусное, домашнее.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Америкӑра авӑ уйрӑмах хӑрушӑ преступниксене ҫӗр-ҫӗр ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑвармалли йӗрке те пур.

Помоги переводом

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Саккуна ытларах камсем пӑсни пирки калас-тӑк — УК 290 статйинче пӑхнӑ преступленисене вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем уйрӑмах нумай тунӑ — 12 преступлени.

Помоги переводом

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

— Халӑхра ҫапларах шухӑш ҫирӗпленнӗ: взятка илесси ПАИ инспекторӗсен хушшинче уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ имӗш.

Помоги переводом

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

286 преступленирен 59-шӗ пысӑк е уйрӑмах пысӑк укҫа виҫипе е пысӑк сиен кӳнипе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Хальхи вӑхӑтра тухакан вӗренӳ кӗнекисемшӗн ҫакӑ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Особенно это сильно важно для выходящих на данный момент учебников.

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗренекен ачасем умне вара уйрӑмах пысӑк йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Ачи ҫывӑрнӑ чухне вара Тамарӑн чунӗ уйрӑмах уҫӑлса каять, макӑра-макӑрах калаҫать вара вӑл кӑсӑяпа.

А когда дочка спит, у Тамары душа открывается нараспашку и она с синицей беседует в слезах.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Уйрӑмах атте маншӑн тӗслӗхреччӗ.

Особенно отец был для меня примером.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

Уйрӑмах хӗрарӑмсем пӑсӑлса пыраҫҫӗ вӗт.

Помоги переводом

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Иртнӗ эрнере эпир уйрӑмах лайӑх ӗҫлерӗмӗр теме пулать — чӑвашла-вырӑсла мӑшӑр пуплевӗшсен йышӗ 50 пинрен иртрӗ.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» — 50 пин ытла куҫару // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22356.html

Документ фильмӗ вӑхӑтӗнче ҫын хӑйӗн чунне уҫни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Илемлӗ фильма Етӗрне тӑрӑхӗнче ӳкерни уйрӑмах тыткӑнланӑччӗ мана.

Помоги переводом

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней