Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗтӗмпе (тĕпĕ: тӗтӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урса кайнӑ вут юнашарах алхасрӗ ӗнтӗ, вите тӑрри лӑштӑр-р ишӗлсе анчӗ, тӗтӗмпе чыхӑнма пуҫланӑ мӑрса вара ҫунакан вӗрлӗксем урлӑ сике-сике каҫса урамалла чупрӗ.

Помоги переводом

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн хурал тӑмалли пур ҫав путсӗре — тӗтӗмпе чыхӑнса вилчӗ те пуль ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйсен пахчине ҫитсен ҫакна курчӗ: унта авӑн ҫулӑмпах ялкӑшать, юнашарах улӑм витнӗ кӗлет те тӗтӗмпе йӑсӑрланать.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ «Самолет» мӑрйинчен кӑвак тӗтӗм палкаса туха пуҫларӗ, тӗтӗмпе хутӑш Атӑл хумӗсем ҫине вут-хӗм сирпӗне-сирпӗне ӳкет.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗтӗмпе тӗтӗм пӗр мар: туртни ӳслӗке ҫемҫетет.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл вӑхӑтра Сверчков, те тӗтӗмпе чыхӑнса, каҫса кайсах ӳсӗрме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Негр ӳкернӗ лампа ҫӗр ҫинче выртать, кӑвак ҫулӑм тӗтӗмпе йӑсӑрланать, ӑна ҫӗклесе Гент фитиле тӳрлетрӗ те хуралтӑ ӑш-чикне ҫутатрӗ, алӑка хупрӗ.

Лампа, оброненная негром, лежала на земле, чадя замирающим синим огнем; подняв ее, Гент поправил фитиль и осветил помещение, притворив дверь.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӑнасем кӑвак тӗтӗмпе ҫиҫекен тепӗр зала юхса куҫма пикенчӗҫ; пӗлес килнӗрен каллех хӗмленсе-ӑнтӑлса, капӑр чӗрӗ ушкӑнсен ҫӑмӑл шавӗ хушшипе эпӗ те унталла иртрӗм, утнӑ май кӳршӗсемпе хутран-ситрен, анчах ытлах хирӗҫмесӗр тӗрткелешетӗп.

Гости потекли в следующую залу, сверкающую голубым дымом, и, став опять любопытен, я тоже пошел среди легкого шума нарядной, оживленной толпы, изредка и не очень скандально сталкиваясь с соседями по шествию.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӗсен пӗр пайӗ ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тем те пӗр сӳтсе явать, тепӗр пайӗ мана хирӗҫле инҫетри алӑксенчен кӗрет те тухать, ҫав алӑксем вара мӗлтлетекен кӑвак тӗтӗмпе хуплансах ларнӑн туйӑнакан стенасен вучӗсен ылтӑнӗпе янкӑр ҫутӑ тарӑнӑшӗсене кӑтартаҫҫӗ.

Часть их беседовала, рассеявшись группами, часть проходила через далекие против меня двери взад и вперед, а те двери открывали золото огней и яркие глубины стен, как бы полных мерцающим голубым дымом.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ялкӑшса ҫуннине тӳсеймесӗр пархӑт тӗтӗмпе йӑсӑрланать тейӗн.

Казалось, дымится бархат, не вынося ослепительного горения.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Малтанхи самантра таҫта ҫакӑнтах, хампа юнашарах, тӗтӗмпе хура тусан купи ӑшӗнчен хура та хӗрлӗрех ҫиҫем йӑлтӑртатса тухрӗ те, сывлӑш кисренсе, ӑшӑ шыв хумӗ пек мана ҫурӑмран пружина евӗрлӗ пырса тӗртрӗ.

В первое мгновение показалось мне, что где-то здесь, совсем рядом со мной. Коричневая молния вырвалась из клубов дыма и черной пыли, воздух вздрогнул и упруго, как волна теплой воды, толкнул меня в спину.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Симӗс уйхирсем тӑрӑх вӗрекен ҫуркуннехи вӑйлӑ ҫилсем вутпа та тӗтӗмпе чыхӑнтарса уланӑ.

Огнем и дымом дышали буйные весенние ветры, метавшиеся над зелеными полями.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хӑйӗн палаткинче вӑл сутӑ сӗтелӗ лартнӑ, унтах пукансем, сысна какай касӑкӗсене пӗҫерсе хӗретнӗ кӑвар савӑтӗнчен тӗтӗмпе пӗрле апат шӑрши кӳ! сарӑлнӑ.

В своей палатке он устроил прилавок, наставил табуреты, и дым от его жаровни, подрумянивающей ломти свинины, разносил запах еды.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫине-ҫинех пӑрӑна-пӑрӑна тӑвалла улӑхмалла мар халӗ, шоссе вашмӑкланни сисӗнет, хӗвел аннӑ тӗлелле Давенант тинӗс хӗрринчи ҫурт-йӗр лартса тултарнӑ инҫетри тӳремлӗхе курать ӗнтӗ; Ку — Лисс; вӑл тӗлкӗшекен кӑмрӑксен сийӗ пек йӑлтӑртатать, тӗтӗмпе тӗрленнӗ.

Уже не было подъемов и огибающих высоту закруглений; шоссе вело под уклон, и к закату солнца Давенант увидел далекую равнину на берегу моря, застроенную зданиями; Это был Лисе, блестевший и дымивший, как слой раскаленных углей.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ансӑр тепӗр вӑрман лаптӑкӗнчен тухнӑ чух йӗри-тавра пӗтӗмпех уҫӑмсӑрланчӗ: ӗнтрӗк тӗтӗмпе тулса пырать тейӗн, юлашки ҫутӑ пайӑркисем тӗттӗмлӗх умӗн ирӗлеҫҫӗ, шӑна-ӳпре-пӑван хыттӑнрах нӑйлама пикенчӗ, тӳпе ҫӗр ҫинех анса ларчӗ пек; Афанасьев чарӑнчӗ, ун ҫине пырса перӗнсен — Благодатский, Мордкин тата Гадаутов та.

Когда прошел еще один короткий лесной час, и все кругом, затканное дымом сумерек, стало неясным, растворяющимся в преддверии тьмы, и сильнее запела мошкара, и небо опустилось ниже, Афанасьев остановился, наткнувшись на него, перестали шагать Благодатский, Мордкин и Гадаутов.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Сунарҫӑ сӑнӗ янкӑр ҫутӑ тӗтӗмпе карӑнчӗ; вӑл рехетлӗнрех ӗмрӗ те чикарккине ҫӑварӗнчен кӑларчӗ.

Прозрачный дымок окутал лицо охотника; он затянулся еще, вынул изо рта сигаретку и сказал:

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Вӑл кӗмсӗр-кӗмсӗр кӗрлет, сике-сике канӑҫсӑррӑн хускалать, тӗтӗмпе кӗл хӑса-хӑса кӑларать, вутлӑ кӗлне сапаласа ҫӗре чӗтретет.

Он загрохотал, затрясся, изрыгнул тучи дыма и пепла, залился огненной лавой и всколебал землю.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Тӑшман флочӗ пулӑҫсемпе суту-илӗвӗн ҫӗр сакӑр вунӑ карапне путарсан, ҫакӑн ҫумне пассажир турттаракан вун тӑватӑ пӑрахут хушӑнсан, — вӗсем ҫинче ишнӗ мӗн пур ҫынпа, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе; унтан йывӑр залпсен чарӑнми ӗҫӗпе тинӗс хӗрринчи темиҫе хулана аркатсан — чечекленекен тинӗс хӗрри пурнӑҫсӑрланчӗ; вӑл сывлама чарӑнчӗ, малтан пурнӑҫӑн тӑнӑҫ-тӳлек сехечӗ ҫирӗппӗн шакканӑ вырӑнта тӗтӗмпе тусанӑн шуранка мӗлкисем явӑнма пуҫларӗҫ.

Когда неприятельский флот потопил сто восемьдесят парусных судов мирного назначения, присоединив к этому четырнадцать пассажирских пароходов, со всеми плывшими на них, не исключая женщин, стариков и детей; затем, после того как он разрушил несколько приморских городов безостановочным трудом тяжких залпов — часть цветущего побережья стала безжизненной; ее пульс замер, и дым и пыль бледными призраками возникли там, где ранее стойко отстукивали мирные часы жизни.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Пуҫне ҫӗклесен — хав-шакланнӑ чунӗпе вӑл тимлӗхпе сыхлӑх, вӑй-хал ыйтакан кӑнтӑр кунӗн йӑлтӑркка ҫутине лекрӗ, трубасенчен ҫиҫсе-ялкӑшса мӑкӑрланакан тӗтӗмпе хӗвел, хула ҫывӑхӗнчи ҫурт-йӗр куҫӗ умне тухса тӑчӗҫ.

Сверкающий дым труб, солнце и постройки городского предместья предстали его глазам, когда, подняв голову, вошел он ослабевшей душой в яркий свет дня, требующего настойчивости и осторожности, сил и трудов.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унта янӑравлӑ сасӑ, шӑхӑрни, ҫапни, чансен вӑрӑммӑн сапаланакан сасси илтӗнеҫҫӗ, тавралӑх кӗҫех пенӗ хыҫҫӑнхи тӗтӗмпе карӑнчӗ, пенӗ ҫав сасӑсем пирӗн хӑлхасенче вилӗм приговорӗ пек янӑраҫҫӗ.

Там слышались гул и свист, удары и протяжный звон колоколов, и скоро все затянулось дымом пальбы, отдавшейся в наших ушах смертным приговором.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней