Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ вӗсем сайра тӗл пулнӑ, тӗл пулсан та ӗҫсем ҫинчен анчах калаҫнӑ, ҫавах та вӑрҫӑра пуҫланнӑ туслӑхӗ вӗсен сӳрӗлмен, тата вӑйлӑрах ҫирӗпленнӗ, Усть-Невинскине илсе килнӗшӗн, хӑйӗн ҫуртне тума хушманшӑн, пысӑк стройка пуҫлӑхӗ туса лартнӑшӑн Ҫемен хӑй ӑшӗнче Сергее питӗ тав тунӑ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн куҫӗ тӗлне ӑна хирӗҫ утне сиктерсе пыракан вахмистр, шӑлне шатӑртаттарса ҫыртнӑскер, тӗл пулчӗ.Ему на глаза попался скакавший мимо него оскаленный вахмистр.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ҫук, тӗл килмерӗ, — тӳрех каларӗ Марийка, — эпӗ унталла-кунталла чупрӑм, темшӗн пӗри те ман тӗле пулмарӗҫ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Огонек» библиотечкине темшӗн чи ҫӳле тӑратса тухнӑ та, Кондратьев ҫине хальхи писательсем пурте пӗр харӑс пӑхаҫҫӗ, Кондратьев, «этем чунӗсен инженерӗсемпе» куҫа-куҫӑн тӗл пулса, кулса та илчӗ; вӗсенчен пӗрне, чи ҫамрӑккӑн та мӑнкӑмӑллӑн пӑхса лараканскерне, «А! Акӑ эпир ӑҫта тӗл пултӑмӑр!» — тенӗ пек, куҫне хӗссе илчӗ вӑл.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку шухӑш ӑна хӑратсах пӑрахрӗ: пӗлнӗ вӑл, Умрихинсӑр пуҫне, отделенири салтаксенчен пӗри те танкпа тӗл пулса курман, ҫавӑнпа та пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ пирки, вӗсенчен кашниех ҫухалса кайма пултарать, танка траншея урлӑ каҫарса яма пултарать.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсене авӑрламан винтовкӑсем тыттарнӑ та, ҫул ҫинче, кама та пулин тӗл пулсан, пӗрре те калаҫма хушман; пӗр ӗҫ тума ҫеҫ ирӗк панӑ — нимӗҫсене тӗл пулнӑ чух колоннӑри ҫынсене васкатма ҫеҫ пултарнӑ вӗсем.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
«Пӗр-пӗр портра ҫак утрав тӗлӗнчен иртекен карапа тӗл пулсанах, ҫав карапӑн капитанне сирӗн пата кӗрсе, сире тӑван ҫӗршыва илсе килме хушӑп», — терӗм.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Утрав ҫинче, вунсакӑр ҫул пурӑнса, ҫын йӗрӗ те курмарӑм пулсан, эпӗ, тен, кунта тепӗр вунсакӑр ҫул та пурӑнӑп-ха, ҫапах та, тискер этемсен куҫӗ тӗлне ӑнсӑртран пырса тухмасан, эпӗ вӗсене тӗл пулас ҫук.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Утрав ҫинче тӗл пулнӑ ҫын та ҫамрӑк вулакансен кӑмӑлне каять (Робинзон Крузо ӑна, эрнекун тӗл пулнӑран, ҫав кун ятне панӑ: ҫавӑнпа та кӗнекене акӑлчан чӗлхинчен вырӑсла чӗлхене куҫарнӑ чух Пятница тенӗ, чӑвашла — Эрне).
«Робинзон Крузо» // Василий Хударсем. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.
Ман шутпа, телейӗм Симӗс сӑмсах патӗнче Европӑран тухнӑ карапа тӗл пулнипе тӗл пулманнинчен килет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Манӑн Камбия е Сенегал шывӗ юхса тухакан тӗле, урӑхла каласан, Симӗс сӑмсах тенӗ вырӑна ҫитес килчӗ, унта эпӗ Европӑран килекен пӗр-пӗр карапа тӗл пуласса шантӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Хир сысни тӗл пулаймарӑм, мулкача вӗлермелле пулчӗ; хам тӗле хир сысни ҫакланнӑ пулсан, ӑна та пӑвса пӑрахнӑ пулӑттӑм.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лалка хул пуҫҫийӗ тӗлне сайра тӗл пулакан шурӑ шӑлан чечекӗ икӗ енне икшер хунӑ, ҫӳҫӗнчен те ҫавӑн пек шӑлан тирсе янӑ, Лалка ҫав чечексене хӑй лартса ӳстернӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эппин мӗнле тӗл суйлассу килет? — ыйтрӗ онбаши, хӑй пӑшалне те хулпуҫҫинчен илсе, вӑл хӑй епле тӗл перессипе мухтанасшӑнччӗ ӗнтӗ.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапла, ыттисем пек мар, урӑхла ҫын, питӗ сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ ҫын пулнӑ ҫак господин, эпӗ ҫак сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ пӗр экземпляра питӗ тӗплӗн сӑнласа пама тӑрӑшрӑм; анчах та эпӗ, витӗр курса вулаканӑм, сана ҫак йӑхран тухнӑ ҫынсемпе лайӑх калаҫма, вӗсем умӗнче хӑвна лайӑх тыткалама вӗрентесшӗн тӑрӑшмарӑм (эсӗ хӑвна ун пек тыткалама пӗлместӗн) эсӗ ун пек ҫынна нихҫан та курас ҫук; пурне те витӗр курса вулакан, сан куҫусем ун пек ҫынсене кураймаҫҫӗ, курмалла туман ҫав вӗсене; вӗсем сан куҫна курӑнмаҫҫӗ; вӗсене таса та хӑюллӑ куҫсем кӑна кураҫҫӗ; ун пек ҫын ҫинчен ҫырни сана акӑ мӗн тума кирлӗ; эсӗ тӗнчере мӗнле ҫынсем пурӑнни ҫинчен илтсе те пулин юлма пултаратӑн.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑрмавсем тухсах пычӗҫ, анчах Кирсанов вӗсем ҫинчен пӗлтерме мар, пачах урӑхла, ун пек чӑрмав тӗл пулнӑшӑн шеллерӗ те (анчах шеллессе те хӑш чухне ҫеҫ шеллерӗ, час-часах шеллеме юраман пулӗччӗ); чӑрмавсем пурпӗрех тӗл пулчӗҫ, ҫавӑнпа вара ӑна Лопуховсем час-часах хӑйсем патӗнчен хӑваларӗҫ, вӑл килте пулма сӑмах пани ҫинчен ӑстутарчӗҫ, мӗншӗн тесен ун патне ун юлташӗсем пырасшӑн пулнӑ…, е унӑн паян пӗрин патне каймалла, канмасан, леш ҫилленет, анчах Кирсанов ун ҫинчен маннӑ; е вӑл унӑн ыран валли ӗҫ пӗр тӑватӑ сехет ӗҫлемелӗх юлнине те маннӑ: мӗн-ха вӑл, кӗҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑрасшӑн мар-им? — 10 сехет вӗт ӗнтӗ, ҫитет ӑна ашкӑнса ларма, ӗҫе кайма вӑхӑт.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир ухмах мар тата ултавсӑр хӗрарӑма пуҫласа тӗл пултӑр, ҫак вӑхӑт тӗлне эсир ҫынсем ҫине хӑвӑр пуҫпа шухӑшласа илсе пӑхма вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир хӑвӑр ку таранччен тӗл пулса курман ҫынсемпе тӗл пултӑр, сирӗн ку таранчченхи опытсем тӑрӑх шутласан, вӗсем сире улталама пултарни вӑл ҫылӑх та мар ӗнтӗ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шӑматкун хӗвел ансан Тубянск патӗнчи вӑрманта, пӗркун тӗл пулнӑ вырӑнти ҫӑл куҫ патӗнче, тӗл пулӑпӑр.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.