Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑпах ҫак вырӑнта пӗр-икӗ сехет каялла вӗсем Эмиле тӗл пулнӑччӗ, Эмиль каллех ҫак тӗлтен йывӑҫ хыҫӗнчен сиксе тухрӗ те, хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ, картузне пуҫ тӑрринче сулласа, сиккелесе, тӳрех карета еннелле чупса пычӗ, кӑштах кустӑрмасем айне кӗрсе каймарӗ вара, лашасем чарӑничченех, хупнӑ алӑк урлӑ тапаҫланса улӑхрӗ те Санин ҫине шӑтарас пек пӑхма пуҫларӗ.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫапла пӗррехинче, ирхине ирех, ман юлташ ӑна урамра тӗл пулать (вӗсем ӗнтӗ, астӑвӑр, пӗр-пӗринчен ютшӑнма та ӗлкӗрнӗ), тӗл пулать те вӑл ӳсӗррине курать.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тӗл пулмалла мар пулсан та, тӗл пултарать.Встречи, которых не должно было бы быть по всем законам здравого смысла.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл тӗл лектерме пултартӑр тесен, ӑна ҫав вырӑн хӑш тӗлте пулнине кӑтартса памалла.Не говоря уже о том, что, прежде чем эти цели должны быть поражены, их надо засечь…
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Маориецсем пулакан вырӑнсенче сайра тӗл пулакан кивисене сунарҫӑсем кунта темӗн чухлех тӗл пулчӗҫ.Охотники находили тут множество киви, столь редко встречающихся в местностях, где бывают маорийцы.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӑнтӑрла тӗлӗнче 144°35' долготари Кальбоан урлӑ тата 144°45' долготари Кемпейсп-Ривер урлӑ шыв ҫинченех каҫма тӗл килчӗ.В полдень пришлось переправиться вброд через Кальбоан и Кемпейс-Рввер под 144°35′ и 144°45′ долготы.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Патагонецсене Патагонинче сахал тӗл пулнӑ пек, Австралинче те австралиецсене сахал тӗл пулатпӑр тесе, Гленарван пӑлханма пуҫларӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Каҫпаларах тӳрем ҫӗр сӑн-сӑпачӗ чӗрӗлчӗ; акацисем тӗл пула пуҫларӗҫ, темиҫе ушкӑн шурӑ камед йывӑҫҫисем тата Европӑран илсе килнӗ хӑш-пӗр йывӑҫсен: ҫу йывӑҫҫисем, лимонсем тата ем-ешӗл юманлӑхсем тӗл пулма пуҫларӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл хӑй халь ҫеҫ тӗл пулнӑ хура куҫлӑ ача ҫинчен шухӑшлать, ҫак тӗл пулу ӑна мӗншӗн савӑнтарнине пӗлмесӗрех савӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ленинградсене халӗ тӗл пултӑм, тата ирхине темскерле пӗр вунӑ ҫынна тӗл пулнӑччӗ.Ленинградцев сейчас встретила да утром человек десять каких-то.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ҫул ҫинче пысӑк станцисем те тӗл пулкаларӗҫ, вӗсенче ҫӗршер пӑравус шӑхӑрса, чашлатса тӑраҫҫӗ; пӗчӗкҫеҫ станцисем те тӗл пулкаларӗҫ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Анчах, те Жигана пӗр-икӗ хут ҫеҫ тӗл пулнипе, те кунта ӑна тӗл пуласса шанманнипе, те васкаса йӗнерленӗ япӑх йӗнерӗн хырӑмайлӑхне туртса ҫыхма тытӑннипе Головень ун ҫине тинкерсе те пӑхмарӗ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Вӑл шухӑша кайма, тӗлсӗр ответлеме пуҫларӗ, юлашкинчен Базарова залӑна куҫма чӗнчӗ; унта княжнӑпа Катяна тӗл пулчӗҫ.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑш-пӗр тӗлте унтан та кунтан вистеннӗ штукатурӑллӑ кирпӗч е чалӑшнӑ хӗреслӗ йывӑҫ чиркӳсем тӗл пулкалаҫҫӗ, вӗсем патӗнче ҫаратса пӗтернӗ масарсем курӑнаҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Юлашкинчен эпир акӑ мӗн тӑвас терӗмӗр: инкек-мӗн ан пултӑр тесен, манӑн Асьӑпа тӗл пулма каймалла, унпа тӳрӗ кӑмӑллӑн калаҫмалла, Гагин килте ларма, хӑйне Ася ҫырнӑ хут ҫинчен нимӗн пӗлмен пекех тытма пулчӗ; каҫхине вара эпир каллех тӗл пулма килӗшрӗмӗр.
XIV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Петер6ургра кӑшт пурӑннӑ хыҫҫӑнах, 1829 ҫулхи апрелӗн 30-мӗшӗнче, писатель хӑйӗн амӑшӗ патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче хулана кайран повеҫсенче тӗл пулакан сӑмахсемпе характеристика парать: «Кунта пур ҫӗрте те шӑп, халӑх ним ҫинчен те шутламасть, кашни утӑмрах служащисемпе вырӑнта тӑракан ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем пурте хӑйсен департаменчӗсемпе коллегийӗсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, нимле хавхалану та ҫук, пурте ӗмӗре куллен-кунхи ӑҫти-ҫук ӗҫсемпе ирттереҫҫӗ».
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Пуринчен малтан вӑл ҫӗвӗҫ патне кӗрсе пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити ҫӗнӗ тум тумланчӗ, вара пӗчӗк ача пекех ҫи-пуҫӗ ҫине пӑхкаласа пычӗ; тӗрлӗрен духисем, помадӑсем илсе тултарчӗ, Невски проспектра малтан тӗл пулнӑ чаплӑ хваттерех, тӗкӗрсем лартса тултарнӑскерне, пӗр хаклашса тӑмасӑр хӑйне валли йышӑнчӗ; магазинра ӑнсӑртран тӗл пулса хаклӑ лорнет илчӗ, тӗрлӗрен галстуксем ытлашшипех туянчӗ, парикмахер патне кӗрсе ҫӳҫне кӑтралатса ячӗ, карета ҫине ларса ним сӑлтавсӑрах икӗ хут хула тӑрӑх чуптарса иртрӗ, кондитерскине кӗрсе пӗр виҫесӗр конфетсем ҫисе тултарчӗ, Китай патшалӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ чухлӗ ҫеҫ пӗлекен пӗр француз патне ресторана кӗчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Тӗл пуласса вара иксӗмӗр Кудинов патӗнче штабра, ҫуна праҫникӗ умӗнччӗ пулас, тӗл пулнӑччӗ.А встречались мы с тобой у Кудинова в штабе, кажись — под благовещение.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чукун Ҫеменӗн пӳрчӗ тӗлӗнче вӑл татах тепӗр тӑватӑ ҫынна тӗл пулчӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл тӑшманӗ ҫине вӗчӗ ӗлӗкхи пек хаяррӑн тӑвӑлса тӑнине туймарӗ пулин те, халӗ, граждан вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра, унпа тӗл пулас-мӗн пулсан, ҫав тӗл пулу иккӗшӗн хушшинчи юнлӑ тытӑҫусӑр иртес ҫуккине пӗлсех тӑчӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.