Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхне (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каледин ку тӗле Румынипе Австри фрончӗсенчи казак полкӗсене пӗтӗмпе пекех Дон тӑрӑхне туртса пыма ӗлкӗрнӗ те Новочеркасск — Черткова — Ростов — Тихорецкӑй чукун ҫул магистралӗ тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ.

Каледин, успевший к этому времени стянуть на Дон почти все казачьи полки, бывшие на Румынском и Австро-германском фронтах, расположил их по железнодорожной магистрали Новочеркасск — Чертково — Ростов — Тихорецкая.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Япӑхса арканнӑ вырӑс ҫарӗн шӑпипе хуҫаланса пурӑннӑ пысӑк генералсем, Дон ҫинчи реакциллӗ вӑйсем пулӑшнипе ҫак плацдармран Советлӑ Россия ҫине наступлени пуҫласа яма тата ҫав наступление ертсе пыма ӗмӗтленсе, тӗрлӗ енчен анатри Дон тӑрӑхне пухӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Стекались в низовья Дона большие генералы, бывшие вершители судеб развалившейся русской армии, надеясь на опору реакционных донцов, мысля с этого плацдарма развернуть и повести наступление на Советскую Россию.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Оборудование ҫунасем ҫине тиесе килсен икӗ кунтан ӑшӑтса пӑрахрӗ, март вырӑнне Кубань тӑрӑхне кӗтмен ҫӗртен апрель пырса ҫитнӗ пек.

Груз перевозили на санях, но уже через два дня наступила такая оттепель, что казалось, будто вместо марта неожиданно в верховье Кубани заявился апрель.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Машина йӑрансене те, пахчасене те, хӳтлӗх вӑрман тӑрӑхне те, кукуруза хирне те хыҫа тӑратса хӑварсан, «Буденнӑйӑн» тулӑ пусси!» — тесе кӑшкӑрчӗ Федор Лукич.

Когда машина разрезала и толоку, и бахчи, и лесозащитную полосу, и кукурузу, а Федор Лукич крикнул: «Пшеница Буденного!»

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Чӗнетӗп те ыран Аксинйӑна, тухса каятпӑр унпала Кубань тӑрӑхне, кунтан инҫе ҫӗре, аякка, аякка…»

«Покличу завтра Аксинью, уйдем с ней на Кубань, подальше отсель… далеко, далеко…»

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич лавкка сӗтелӗ ҫинче выртакан пусма тӑрӑхне аллипеле шӑлса якатрӗ те тулалла уксахласа тухрӗ.

Пантелей Прокофьевич разгладил на прилавке развернутую штуку материи и, круто повернувшись, захромал к выходу.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр сӑмахпа каласан, Кубанӗн пӗтӗм ҫӳл тӑрӑхне ҫиелтен пӑхма яланхи пекех тата пуриншӗн те паллӑ ҫуркунне килсе ҫитрӗ.

Одним словом, на все верховье Кубани на поверхностный взгляд пришла обычная, так знакомая всем, весна.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Вӑрман тӑрӑхӗсенчи йывӑҫсене халӗ хальчченхи пек, пӗрерӗн-пӗрерӗн лартмаҫҫӗ, вӑрманта ӳсекен йывӑҫсен тӗп йӑхӗсен (юманӑн, хӑйӑр ҫинче — хырӑн) йӑррисене тӳрех пулас вӑрман тӑрӑхне пӗчӗкшер йӑвасем туса акаҫҫӗ.

— Деревья в лесных массивах теперь не сажают как мы привыкли, по одному, а высевают произрастающие в лесах основные породы деревьев (дубов, на песку — сосен) сразу по намеченным лесным массивам составляя маленькие гнезда.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫакӑн пек пуҫланӑ хыҫҫӑн, ҫирӗп те пӗр тикӗс сасӑпа каланӑ сӑмахсем те уйрӑмах «ун ҫине пирӗн вӑрман тӑрӑхне те паллӑ тунӑ», — тенӗ калаҫу интереслӗ те усӑллӑ пулассине пӗлтернӗ.

После такого начала крепко и ровно произнесенные слова, особенно сказанные «на нем показана и наша лесная полоса», подразумевали, что разговор будет интересным и полезным.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Кремльте ҫакӑн пек уйрӑм карттӑ пур, — пуҫларӗ Костя, ушкӑн ҫывӑхнерех ларса, — ун ҫине ҫакӑ пирӗн вӑрман тӑрӑхне те паллӑ тунӑ, ҫав карттӑ Сталин юлташ сӗтелӗ ҫинче выртать.

— В Кремле есть такая отдельная карта, — начал Костя, присев поближе к группе, — на нем отмечена и эта наша лесная полоса, та карта лежит на столе товарища Сталина.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Электриксене «Светлый путь» колхоза илсе кай, ҫийӗнчех каялла таврӑн, — агрономсене вӑрман тӑрӑхне илсе каятӑп.

Отвезешь в «Светлый путь» наших электриков и сразу возвращайся — повезешь агрономов на лесополосу.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чӑнах та, эпӗ вӑрманта часах пӗр ҫирӗм йывӑҫ тӑрӑхне куҫласа хутӑм.

Действительно, я скоро наметил в лесу очень твердую колоду.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӗвел пӗтӗм таврана ҫутатма тытӑнчӗ, унӑн ҫути пӗтӗм Стара-Планина тӑрӑхне, хула тулашӗнчи сӑрт-тусене, ҫуртсен черепицӑ виттисене, хӗвелтухӑҫнелле тухакан чӳречесемпе мӑрьесене ҫутатрӗ.

Солнце уже заливало яркими лучами всю Стара-планину, холмы за городом, черепичные крыши домов, белые печные трубы и те окна, что выходили на восток.

XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах учитель, ҫак халиччен илтмен кӗрешӗве курсан, кулса ячӗ, унтан ачасене пир тӑрӑхне тытса тӑма пулӑшрӗ.

Но учитель при виде столь необычного единоборства только улыбнулся и принялся помогать ребятам держать холсты.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Карчӑк алӑк шыраса тӑриччен, участок урлӑ каҫиччен ачасем пир тӑрӑхне карӑнтарса тулла хуплама та ӗлкӗрчӗҫ.

Пока старуха искала входную дверцу, бежала через участок, мальчишки уже успели натянуть холсты над клеткой с пшеницей.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран вара вӑл килне ярса пачӗ, Атӑл тӑрӑхне.

Домой потом послал, в Поволжье.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уяр кун вӑл паркра, шӑрӑх кӑнтӑрла унпа ращана пытанать, хырсем хушшинче, унӑн ури вӗҫне ларса, ӑна вуласа парать: Ольга иккӗмӗш канва тӑрӑхне ун валли тӗрлет ӗнтӗ.

В ясный день он в парке, в жаркий полдень теряется с ней в роще, между сосен, сидит у ее ног, читает ей; она уже вышивает другой лоскуток канвы — для него.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Шведсем Нева тӑрӑхне ярса илнӗ те унта хӑйсен укрепленийӗсене туса лартнӑ.

Шведы захватили окрестности Невы и построили там свои укрепления.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Аслӑ пӗлӳллӗ лаборант Елчӗк тӑрӑхне ҫитет, районти тӗп больницӑна вырнаҫать.

Помоги переводом

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: халӑх шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех вӗсен ялӗнче газ пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ-мӗн.

Помоги переводом

Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней