Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑнса (тĕпĕ: тӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Петр Семенович умӗнче кукленсе ларнӑ вӑхӑтра пирӗнтен аякра та мар хӗрлӗ ялав ҫӗклесе пыракан пӗр матрос тӑрӑнса ӳкнине асӑрхарӑм.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ма ӑҫта та пулин тӑрӑнса пуҫӗ ҫуралмарӗ-ши унӑн?» — чун-чӗререн ылханса илчӗ Платун.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ юлташӗсем умне тӑрӑнса анчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫын мӗн виличчен тӑрмашать, ӗҫле-ӗҫле тӑрӑнса каять.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӗсем ирӗкре хӑваламалла е таркӑнла выляҫҫӗ, пӗри тӑрӑнса кайса сӑмсине ыраттарчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫул хӗррине ҫитет те ҫулӑм тин кӑна ҫынсем чавса тухнӑ канава тӑрӑнса лӑпланать.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах, аманса пӗтнӗскер, хӑй те нумай тытӑнса тӑраймасть, тӑрӑнса анать.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах, темӗнрен такӑнса, тӑрӑнса каять Йӑкӑнат.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗнесем пӗр-пӗринпе тӗрткелешнӗ, вылянӑ чухне ун ҫине тӑрӑнса урисене хуҫма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑ-и? — ҫул хӗрринче канава кӗҫех тӑрӑнса ӳкетчӗ шлепкеллӗ ҫын.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапах та тӑрӑнса ӳкмен эпӗ.

Помоги переводом

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чикке палӑртакан юпа ҫине хӑрах аякӗпе тӑрӑнса юр ӑшне кӗрсе ӳкрӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Мӗн тӑвас ха кусене?» — шухӑшларӗ пуҫӗпе минтер ӑшне тӑрӑнса.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӑрӑнса анмасӑр та ӗненмеҫҫӗ пуль ҫав…

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Гаврилов Раша ҫыран хӗрринех пынӑ та пӑрлӑ-юрлӑ шыва тӑрӑнса кайнӑ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ун чӗрине темӗскер тӑрӑнса витӗрех шӑтарнӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫук, тӑрӑнса ӳкес пек ӗҫлесен те ҫемйине тӑрантармалӑх ҫӑкӑр тупайман Михалькки.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хӑрӑк тунката тӑррине тӑрӑнса кӑкӑрне кӑна ыраттарнӑччӗ вӑл, ҫавна май ура ҫине чиперех тӑчӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пилӗкултӑ метр чупнӑ ача тӗнкӗлт-тӗнкӗлт тӑрӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Савантер учӗ сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, ҫӗмрен ватӑ ҫӑкана панлатса пырса ҫапӑнчӗ те тем тарӑнӑш тӑрӑнса ларчӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней