Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑнса (тĕпĕ: тӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инҫетелле пӑхса утакан ҫын хӑй те сисмерӗ — пӗр пысӑк муклашкаран такӑнчӗ те ҫул ҫинелле тӑрӑнса кайрӗ, ҫилӗллӗн ятлаҫса илчӗ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрӑ аллинчи хӗҫ лаштах тухса ӳкрӗ, урайне тӑрӑнса, чылайччен сулланкаласа тӑчӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун хыҫҫӑн хӳри патӗнчен тӑрӑнса ларнӑ сенӗк сӗтӗрӗнсе пырать.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сенӗк кашкӑрӑн хӳри чиккине тӑрӑнса ларчӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан хул хушшине ухӑ йӗппи тӑрӑнса ларнӑ, вӑл ҫаплипех сулланкаласа пырать.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑрӑнса ӳкиччен ӗҫле те кайӑк ыйхипе ҫывӑр.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лайӑрах пӑхрӗ те Тукай ҫакна курчӗ: вырӑс ҫӗрпӗвӗ ҫерем ҫинче выртать, ун мӑйне ухӑ йӗппи тӑрӑнса ларнӑ.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Выльӑхӗ чакрӗ унӑн, анисем пӗчӗкленчӗҫ, тӑрӑнса ӳкиччен ӗҫленӗ ҫӗртех тарҫӑсен хырӑмсене пӗрме тиврӗ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑрӑнса аниччен ӗҫлес-и? — кулчӗ пиччӗшӗ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнӗ ҫулла ватти, питӗ тӗрекли пычӗ те пылне тутанса пӑхма ӗлкӗреймерӗ, Ламппас асӑрхарӗ, Палюк мучи вара хӑвӑртрах пӑшал илсе тухса кӗрслеттерчӗ, упа ҫавӑнтах тӑрӑнса анчӗ.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Вунӑ утӑм турӗ-и ҫак каппайчӑк, ҫирӗм утӑм-и… тӳпере вӗҫсе пыракан тӑрнасен сассине илтрӗ, ҫӳлелле пӑхрӗ те пӗр тӗмескерен такӑнса пӑлтӑр-палтӑр тӑрӑнса анчӗ, аллинчи витре канавалла ывтӑнса кӑлтӑрмач пек кусса кайрӗ.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

— Сӗлӗ хывӑхӗсем, ҫилпе вӗҫсе килсе, хӑйсемех тӑрӑнса тулнӑ пуль, — терӗ Миша.

Помоги переводом

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Икӗ талӑк ҫывӑрманнипе ларса пынӑ чухнех тӑрӑнса ансан, унӑн урисене жнейка тӑрмаласа пӗтернӗччӗ…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ах, тетӗп, лум тӑрӑнса ларасчӗ сан пырна, вӗрентетӗп-ха тепре!

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ӗҫленӗ ҫӗртех ҫывӑрса кайса урайне тӑрӑнса аннисене астӑвать Укка, патак та леккеленӗ ӑна, выҫӑ та ларнӑ вӑл.

Помнит Укка, как однажды заснула и свалилась на пол, за что получила от хозяина палкой. Случалось, сидели и голодные.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урайне тӑрӑнса аннӑ та, вырӑн ҫинчи пек, тирпейленсе выртрӗ.

Старик укладывался спать прямо на голом полу.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫава кикен тымаррине лексе тӑрӑнса ларать.

Коса наткнулась на корень чемерицы.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сехри хӑпмарӗ, Тӑмарӗ сӗмсӗр тӑрӑнса, Чӗри ун шиклӗн татӑлмарӗ, Анчах кӑшт тӑчӗ пӑрӑнса, Итлерӗ, пӑхрӗ тинкерӳллӗ — Ҫав, кам текен пит илӗртӳллӗ: «Те ырӑ ҫын ку, те тӑшман?

Помоги переводом

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чуна вӑрӑ-хурахлӑн тирӗҫ, Усал ҫын тӑрӗ тӑрӑнса.

Помоги переводом

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн те пулин тиеҫҫӗ те чуптараҫҫӗ вара — часрах ҫитсе пултӑр, лаша пирки шутламаҫҫӗ те, вӑл хуть тӑрӑнса ӳктӗр.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней