Поиск
Шырав ĕçĕ:
37. «Тата кӑштах, кӑштах ҫеҫ кӗтмелле — Килекенни килӗ, Вӑл тӑхтаса тӑмӗ!37. ибо еще немного, очень немного, и Грядущий придет и не умедлит.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Акӑ хӗн-хур ҫывӑхарса килет, тӑхтаса тӑмӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Манӑн сылтӑм аллӑм ҫылӑхлисене хӗрхенсе тӑмӗ, ҫӗр ҫине айӑпсӑр юна юхтаракансене хӗҫ те пӗтерме чарӑнмӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Кӗмӗлӗ ылтӑнран нумайрах, пӑхӑрӗ кӗмӗлрен нумайрах, тимӗрӗ пӑхӑртан нумайрах, тӑхланӗ тимӗртен нумайрах, тӑмӗ тӑхланран нумайрах.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иаковӑн йӑлкӑмӗ халӑхсем хушшинче, тӗрлӗ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа панӑ сывлӑм пек, курӑк ҫине ҫунӑ вӑйлӑ ҫумӑр пек пулӗ, вӑл ӗнтӗ ҫынна пӑхӑнса тӑмӗ, Адам ывӑлӗсене шанса пурӑнмӗ.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вара пӗтӗмпе харӑсах саланса кайнӑ: тимӗрӗ, тӑмӗ, пӑхӑрӗ, кӗмӗлӗ те ылтӑнӗ ҫуллахи йӗтем ҫинчи хывӑх пек пулса тӑнӑ, вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайнӑ, йӗрӗ те юлман; кӗлеткене аркатнӑ чул вара аслӑ ту пулса пӗтӗм ҫӗре хупланӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакӑншӑн Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑмӗ, каҫарассӑм ҫук; хӑйсем мӗн хӑтланнине хӑйсен пуҫӗ ҫине ярӑп, терӗ.10. За то и Мое око не пощадит, и не помилую; обращу поведение их на их голову.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакӑншӑн Эпӗ те хаярлӑхӑмпа тавӑрма пуҫлӑп; куҫӑм хӗрхенсе тӑмӗ, каҫарассӑм ҫук; вӗсем Манӑн хӑлхаран хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса йӑлӑнсан та, вӗсене илтессӗм ҫук, терӗ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Содомпа Гоморрӑна, вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, кунта пӗр ҫын та пурӑнмӗ, этем ывӑлӗ унта вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Асор вара шакалсен йӑви, ӗмӗрлӗх пушхир пулса юлӗ; унта ҫын пурӑнмӗ, этем ывӑлӗ унта вӑхӑтлӑха та чарӑнса тӑмӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Содомпа Гоморрӑна тата вӗсенӗн кӳршӗ хулисене пӗтерсе пӑрахнӑ пекех, унта та ҫын пурӑнмӗ, унта та этем ывӑлӗ чарӑнса тӑмӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй халӑхсенӗн Патши, кам хӑраса тӑмӗ Санран? ҫакӑ вӑл пӗртен-пӗр Сана ҫеҫ тивӗҫлӗ; халӑхсен мӗнпур ӑсчахӗ хушшинче те, вӗсен пур патшалӑхӗнче те Сан евӗрли урӑх ҫук.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ халӑх ӑссӑр пулнӑран ӑна Пултараканӗ ӑна хӗрхенсе тӑмӗ, ӑна Пултараканӗ ӑна каҫармӗ.Так как это народ безрассудный, то не сжалится над ним Творец его, и не помилует его Создатель его.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах унӑн суту-илӗвӗ, унӑн тупӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма кайӗ; тупӑшӗ пӳлмере купаланса выртмӗ, питӗрӗнсе тӑмӗ: унӑн суту-илӳ тупӑшне Ҫӳлхуҫа умӗнче пурӑнакансене вӗсем тӑраниччен ҫиччӗр, питӗ тум тӑхӑнса ҫӳреччӗр тесе парса тӑрӗҫ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чӳлмек тӑмӗ — чӳлмекҫӗ аллинче, аллинчи тӑмран вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать, ҫавӑн пекех этем те — хӑйне Пултараканӗн аллинче, этеме Вӑл мӗн кӑтартас тет, ҫавна кӑтартать.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл патша умӗнче тӑрӗ, вӑл ахаль ҫын умӗнче тӑмӗ.Он будет стоять перед царями, он не будет стоять перед простыми.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӑна тухӑҫ ҫилӗ ҫавӑрттарса-вӗҫтерсе кайӗ, тарӗ вӑл, мӗнпур вӑйран чупӗ; 22. тем пекех тарса хӑтӑлас тесессӗн те, ҫилӗ вирлӗн тапӑнӗ ӑна, хӗрхенсе тӑмӗ.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кӳлӗ шывсӑр тӑрса юлать, шывӗ чакнипе ҫырма та типсе ларать; 12. этем те — ҫавӑн пекех: выртӗ те — урӑх тӑмӗ те; хӑйӗн ыйхинчен вӑл тӳпе пӗтмесӗр те вӑранмӗ.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнсассӑн сирӗн тӑванӑрсене тата сирӗн ачӑрсене хӑйсене тыткӑна илсе кайнисем патӗнче ҫӑмӑллӑх [пулӗ], вӗсем ҫакӑ ҫӗр ҫине таврӑнӗҫ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, эсир Ун енне ҫаврӑнсассӑн Вӑл сире тӳртӗн тӑмӗ, тенӗ хыпарҫӑсем.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.