Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта мана ытлашши ачашлатчӗҫ, иртӗхтеретчӗҫ, унсӑр пуҫне тата: Пӗтӗрӗнет, ҫавӑрӑнать ҫыран, Инҫетре-инҫетре — Кӑнтӑр тӑвӗсем!.. сӑвва пӑхмасӑр калама вӗренмесен те юратчӗ.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Хура тинӗс флочӗн самолечӗсем, хӗрнӗ шлак тӑвӗсем сывлӑшран курӑнмаҫҫӗ-ши тесе, ҫӗрле юри Керчь тӗлне ҫӗкленнӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кунтан витӗр курӑнакан тӗпсӗр пушӑ тӗнчене ура ярса пусса, тӗлӗкри пек, хула ҫийӗпе, тинӗс ҫийӗпе вӗҫсе, ҫавӑнта, инҫете, анакан хӗвелӗн ылттӑн ҫутӑ карса илнӗ пирки кӑшт ҫеҫ палӑракан Тамань хӗррине анас килет; унтан пӗлӗтелле кармашакан темиҫе тӑрӑллӑ Кавказ тӑвӗсем те инҫех мар.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кашни кун ман умра аякри юр тӑвӗсем тата ҫак мӑнаҫлӑ, телейлӗ хӗрарӑм тӑратчӗҫ.Каждый день передо мною далекие снежные горы и эта величавая, счастливая женщина.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Акӑ сана, сӑмахран, илӗпӗр: эсӗ Албан тӑвӗсем ҫинче мар, пӗр-пӗр медицина институчӗнче врач дипломне илнӗ пулсан, пуяс тесе кӑна шутланӑ пулӑттӑн, пӑлхав тӑвас пирки асна та илес ҫукчӗ.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Урса кайнӑ ҫав вӑйӑ карти варринче, ама-туррӑн урисем патӗнчех, Ливан тӑвӗсем ҫинчен килнӗ вӗлтӗртетекен шап-шур тумла ютаха ӗненмелле мар хӑвӑртлӑхпа пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнса тӑнӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ливан тӑвӗсем ҫинче шӑп та шай вунӑ ҫул пӗр-пӗччен ҫӳресе йывӑр тӗрӗслеве чӑтса ирттернӗ этем пулнӑ ку, паян вӑл хӑй ирӗкӗпе Изидӑна юнлӑ аслӑ парне кӳме тивӗҫлӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Иртнинче эпир сире итлесе пӑхрӑмӑр та, эсир пире ылтӑн тӑвӗсем пама пултӑр.Прошедший раз слухали мы вас, как вы нам золотые горы сулили.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ку ӗҫӗ вӗсен хӑйсем Карпат тӑвӗсем еннелле, килнелле кайма шут тытсан пулнӑ.Это уж тогда с ними было, как они хотели уйти в Карпаты к себе.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
— Ҫӳп-ҫап тӑвӗсем, — ӑнлантарчӗ Женя.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ӗнтӗ Сталинградра текех пемеҫҫӗ, вӑрҫӑ тӗтӗмӗпе пиҫӗхсе хуралнӑ салтаксем шыв ҫӳрекен шӑтӑксенчен тухса, ҫунса кӗлленнӗ хула ҫине ҫутӑ йӑмӑхтаракан куҫне хӗссе пӑхаҫҫӗ, ҫав аслӑ ҫӗнтерӗвӗн сасси Полярнӑйӑн гранитлӑ тӑвӗсем урлӑ ян каять.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Таҫта, пиншер километр инҫетре, Гвадаррама тӑвӗсем ҫинче, ҫапӑҫу пырать, манӑн каҫхи сӗтел тӗлӗнче пӗчӗк ялавсемпе тирсе тултарнӑ картта ҫакӑнса тӑрать; инҫетри паллайми Испани, Хосе Диаспа Долорес Ибаррури Испанийӗ мана хам ачалӑха ирттернӗ тӑван урам пек ҫывӑх туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫӳлте, ҫӳлте, Памир тӑвӗсем ҫинче, пирӗн совет астрономӗсем пурӑннӑ.— Как жили где-то на Памире, высоко-высоко, несколько наших астрономов советских.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кунта акӑ 82° широтара, тӑршшӗпех тан шывӗсем, пӑр тӑвӗсем.Здесь под 82-м градусом широты всюду лед, сплошь изрезанный полыньями и торосами!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Хӑрушӑ каҫ е Дон казакӗ Кавказ тӑвӗсем хушшинче тем те пӗр курса ҫӳрени» ятлӑ кӗнекене аллӑма тытсан, мана темле кичем пек пулса кайрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ, Арарат тӑвӗсем, акӑ, Святой Стефан мӑнастырӗ, акӑ, Пӗтӗм эрменсен католикосӗ Визген, акӑ тата тӗне кӗричченхи I ӗмӗрти «Гарни - Армения» авалхи храм.
Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
1. Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те — куратӑп: акӑ икӗ ту варринчи хушӑкран тӑватӑ ҫар урапи тухать; тӑвӗсем вара пӑхӑр тусемччӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Азот хулинчи ҫурт тӑррисенчен, Египет ҫӗрӗнчи ҫурт тӑррисенчен пӗлтерӗр, калӑр: эй, Самари тӑвӗсем ҫине пуҫтарӑнӑр, курӑр: мӗн тери иртӗхеҫҫӗ унта, мӗнле хӗсӗрлеҫҫӗ ун хутлӑхӗнче, тейӗр.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑка, хирти пӗтӗм тискер кайӑка кала: пуҫтарӑнӑр та кайӑр, Манӑн парнем патне, Израиль тӑвӗсем ҫинчи аслӑ парне патне, пур енчен те пухӑнӑр, Эпӗ ӑна сирӗн валли пусӑп; эсир аш ҫийӗр, юн ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ Израиль тӑвӗсем ҫинче пӗтӗн, эсӗ те, санӑн пӗтӗм ҫару та, санпа пӗрле килнӗ халӑхсем те ҫавӑнта пӗтетӗр; сана тӗрлӗ ҫӑткӑн кайӑксене, хирти тискер кайӑксене ҫиме парӑп.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.