Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн-мӗн кӑна ҫук сӗтелӗ ҫинче — пиҫнӗ панулмипе ҫавӑрнӑ шарикленӗ хурӗ те, пас тытнӑ пек шӑннӑ ҫупа витӗннӗ студень те, сӑрт пек купаланӑ тӑварланӑ помидорӗ те, кукӑлӗсем, пӳремечӗ, темле шӑлла-шӑлла пӗренӗксем.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вунӑ минут та иртмерӗ пулӗ, Ниловна ҫӑмарта та ӑшаларӗ, тин тӑварланӑ хӑяр касса хучӗ, нӳхрепрен пӗр чӳлмек хӑйма илсе тухрӗ, — ку чӳлмеке камшӑн усрамаллине амӑшӗ лайӑх пӗлнӗ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пантелей Прокофьевич, килленчӗклӗн тӑварланӑ хӑяр шӑрши сывласа кӑларса, хӑйӗн хӑтине ӳкӗте кӗртес тесе, калаҫма пуҫларӗ.Пантелей Прокофьевич сладко дышал соленым огурцом и уговаривал.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вара, ҫӑкӑрпа та тӑварланӑ карта кӑмпипе ҫырткаласа илсен, Иван Федорович енне ҫаврӑнчӗ.И, закусивши хлебом с солеными опенками, оборотился к Ивану Федоровичу.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Ку ытла япӑхах мар-ха, — шухӑшларӗ асатте, сӗтел ҫинче сысна ашӗ, колбаса, тӑварланӑ купӑстапа сухан тата тем те пӗр тӗрлӗ тутлӑ ҫимӗҫ пуррине курсан, — ку усалсем типӗ тытмаҫҫӗ пулмалла».
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Малтан ҫилленнӗ тата шӑнса кайнӑ хӑна валли сӗтел ҫине пӗр черкке эрехпе пӗрле пахча ҫимӗҫӗнчен хатӗрленӗ тӗрлӗрен апат: чӗрӗ тата тӑварланӑ хӑяр — укроп шӑршиллӗскер; чышкӑ пекех пысӑк, касса вакламан, ҫиеле симӗс сухан хунӑ помидорсем тин анчах тӑварланӑ, «панулми пекех» помидорсем, ҫӳхе те ҫутӑ тирлӗскерсем; тата чӗрӗ помидорсем, вӗсене турилкке ҫине суханпа тата ҫӑмартапа касса хутӑштарнӑ, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе сапнӑ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ҫӑмарта, ҫу, кайӑк-кӗшӗк ашӗ, тӑварланӑ хӑярсем тата йӳҫӗтнӗ купӑста шутсӑрах тултнӑ.Он добывал пропасть яиц, масла, птицы, соленых огурцов и квашеной капусты.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Хӑй ҫапах та сӗтел ҫине ҫемҫе ҫӑкӑр, хӑйма евӗрлӗ ҫӑра сӗт, тӑварланӑ хӑярсем тата пӗр чукун пӗҫернӗ ҫӗрулми кӑларса лартнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Анчах тӑварланӑ хӑяр шывӗпе йӳҫӗкрех хӑрам шӑрши витӗр, салтаксен тӑпра, тимӗр, чӗн шӑрши витӗр, ыттисенчен уйрӑм, тахҫанах, пуҫласа сӗртӗннӗренпе ӗмӗрлӗхе юлнӑ манми, калама ҫук тӑван — хӑйӗн ачи ӑшшӑн сывланӑ юхӑмне сывласа илет амӑшӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Тепӗр тесен, пурнӑҫ — вилме кирлӗ мар — текеленӗ вӑл, апат пӗҫерес умӗн аллине тӑварланӑ хӑяр шывӗпе ҫунӑ чух.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пысӑк каткасенче юлнӑ тӑварланӑ хӑяр шывне ӗҫме тытӑнса пӑхнӑ.Пробовали пить огуречный рассол, сохранившийся в больших кадках.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шыва анса кайнине туйнӑ та Володя, пӗтӗм вӑй-халӗпе аллисемпе те, урисемпе те шампӑлтаттарма пуҫланӑ, хӑранипе куҫне уҫнӑ — тӑварланӑ хӑяр шывӗ пек, йывӑр, пӑтранчӑк симӗс-сарӑ шыв кӑкӑрне хӗссе, шӑлӗсене вӑйпах уҫса, ҫӑварне кӗнӗ те пӗтӗм ӑшчикне хӑрушӑ, ыраттаракан сивӗ тулнӑн туйӑннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫыхӑсене салтсан, унтан ҫак япаласем тухрӗҫ: тем пысӑкӑш тӑварланӑ какай татӑкӗсем — вуниккӗ, сысна какайӗ — ултӑ татӑк, пӑрҫа — пӗр михӗ, ҫӗр кӗрепенкке яхӑн сухари; кунсӑр пуҫне тата пӗр ещӗк сахӑр, пӗр ещӗк ҫӑнӑх, пӗр михӗ лимон, икӗ кӗленче савӑт лимон сӗткенӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Е тӑварланӑ арбуз касса парам-и?
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эпӗ халь, Марье, тӑварланӑ арбуз ҫинӗ пулӑттӑм.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑварланӑ аш илсе хурӑпӑр, сире валли варени хатӗрлӗп…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каллех чӳречесем умӗнче кӑлӑк чӑххи йывӑррӑн кӑтиклени, ҫамрӑк чӗпӗсем шимплетни илтӗнме пуҫларӗ: чӗп ашӗпе кӑмпа тултарса кукӑль пӗҫерме, халӗ ҫеҫ тӑварланӑ хӑярпа хӑналама тытӑнчӗҫ; часах ҫырла та тупӑнчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав ирхине ӑна мӗн ҫитермеллине те пӗлмеҫҫӗ, ун валли тесе булкӑсем, кӗлентӗрсем пӗҫерсе лартаҫҫӗ, ӑна вара тӑварланӑ апат-ҫимӗҫ, печенисем, варенисем, тӗрлӗрен пастиласем, ытти тӗрлӗ типӗ е шӗвек тутлӑ япаласем парса яраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн чухлӗ варени, тӑварланӑ ҫимӗҫ, печенисем хатӗрлемен унта!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗр-пӗр Демидов купца ӑна курсан, вара тӑварланӑ какайшӑн е экспедиципе тухса каякансем валли унран «кӗпе-йӗм те тумтир хатӗрленӗшӗн» укҫа аптӑратса ыйтнӑ; Татаринов капитан ӑна тӳремӗн пуҫне чиксе итленӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951