Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытӑнсан (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманта шрапнель чвиклете-чвиклете тӑкӑнма тытӑнсан, сотня васкавлӑн траншейӑсене пӑрахать те Донран аяккарах, вӑрман варринерех, пытанса тӑрать.

Как только по лесу зацокала шрапнель, сотня спешно оставила траншеи, отошла подальше от Дона, в глубь леса.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ытах та питӗ ҫулӑхма тытӑнсан — вӑл никама та сӑмах паман вӗт! — каялла хулана вӗҫтерет, ҫавӑ ҫеҫ.

А по крайности, станут уж очень приставать, — он никому зарок не давал! — смотается обратно в город, и вся недолга.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Анчах пӗр суйма тытӑнсан, ӑҫтан чаратӑн-ха сана!

— Да разве тебя остановишь, когда ты пыль в глаза пускаешь!

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӑрӑвӗсем питӗ маттур пирӗн, Аникей Ермолаевич, пӗр сума тытӑнсан, пӑхса тӑранаймӑн!

— Уж больно телки у нас бравые, Аникей Ермолаевич, раздоятся, красавицы будут, а не коровы!

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл вӑхӑт шутне те ҫухатрӗ, юлашкинчен, паллакан уйсем пуҫлансан, тӑвайкки хыҫӗнче Черемшанкӑ ҫутисем савӑнӑҫлӑн мӑчлатма тытӑнсан, калама ҫук хавасланса кайрӗ.

Он потерял счет времени и, когда пошли наконец знакомые тюля и за косогорами приветно, как живые, замигали огни в избах Черемшанки, несказанно обрадовался.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кунта кашниех хӑртма тытӑнсан!

— Будет тут всякий тыкать, чертить и обзывать!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Анчах мӗн пулать-ха кашниех лавкка уҫма тытӑнсан?

— Но что будет, если каждый начнет свою частную лавочку открывать?

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпир сан пеккисене расхута яма тытӑнсан, хамӑрӑн мӗн пур пуянлӑха та часах салатса яма пулать!..

— Если мы таких, как ты, будем списывать в расход, то недолго разбазарить все свои накопления!..

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ыттисене хӗрлисем Дон урлӑ каҫма тытӑнсан ҫеҫ пеме ирӗк панӑ.

Остальным разрешалось стрелять только в том случае, если красные вздумают предпринять попытку к переправе.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӑкӑртатма тытӑнсан, — пурне те пӗр ҫын юлмиччен ислет.

Ежели зашеборшат — выбей их всех до одного человека.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуҫ тавра шухӑшласа пӑхӑр та лайӑхрах — ӑнланӑр: командирсене пӑрахӑҫласа тӗрлӗрен переворотсем тума тытӑнсан, пӗлӗр — вилӗм пулать пире.

Вы пораскиньте мозгами и поймите: ежели зачнем браковать командование и устраивать всякие перевороты, — гибель нам.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗн-ха, хамӑра пур енчен те хӗстерме тытӑнсан, ӑҫта кайса кӗрӗпӗр вара, э?

Что, ежли начнут нажимать на нас со всех сторон, тогда куда деваться?

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтан Агафонов кутӑнлашнӑ: улпут вӑрҫма тытӑнсан?

Поначалу Агафонов уперся: а ну как барин начнет ругаться?

Хусах // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хут купӑса тӑсса такмаклама тытӑнсан ури тӳрех тӑпӑртатма пуҫлать иккен.

Как только гармошка растягивалась для частушек, его ноги сразу начинали плясать.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Эпир тӑшмана вӑйлӑн хӗсме тытӑнсан, эсир ӑна флангран пырса ҫапатӑр.

Ударить с фланга, как только мы перейдем в решительный натиск.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий ним шарламасӑр тӑнласа тӑчӗ, делегатсен пуҫӗсемпе аллисем канӑҫсӑррӑн чӳхенме тытӑнсан вара чӑтса тӑраймарӗ, — чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, ҫухӑрса ячӗ:

Григорий молча вслушивался, глядел на заходившие враскачку головы и руки делегатов и не утерпел, — приподнимаясь на цыпочки, загорланил:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, Михалидине пулемет патӗнчен тӗртсе ярса, чылайччен куҫне хӗссе прицела виҫрӗ; аллинчи пулемет, сулӑмлӑн чӗтренсе, тикӗссӗн ҫулма тытӑнсан вара, ӗҫ усса юрани сисӗнчӗ: чупа-чупа ҫывхаракан юнкерсем, тӑмлӑ тӑвайкки хӗрринче пӗр ҫынна ҫухатса, сӑрт тӳпинчен каялла анса тарчӗҫ.

Оттолкнув Михалиди, Бунчук долго щурился, примеривая прицел, а когда рубанул и, содрогаясь, размеренно зататакал под его руками пулемет, — сказались и результаты: перебиравшаяся перебежкой кучка юнкеров сыпанула с пригорка назад, потеряла одного на суглинистой плешине.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: пурте харӑс тытӑнсан, пултаратпӑр.

Но я так думаю: ежели все постараемся — сможем.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ чылай вӗрентӗм ӗнтӗ, чылай пӗлетӗп, вӗренме йывӑр мар мана, ӗҫлеме тытӑнсан епле аван пулӗччӗ.

Я уже многое изучила, поняла, я быстро усваиваю, и ты знаешь, как будет хорошо, когда я стану работать…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Никита кирек-мӗне тытӑнсан та — пур ҫӗрте те ҫитменлӗх, йӗркесӗрлӗх пулнӑ.

За что Никита ни брался — всюду нехватки, неполадки.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней