Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн тери канлӗ пулӗччӗҫ вӗсем, киревсӗр шухӑшсенчен хӑтӑлса, чип-чипер ӗҫлеме тытӑнас пулсан, йӗркеллӗ савӑнма, ҫиме, ҫывӑрма пуҫласан.
IX // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
— Кӗвӗҫесрен хӑратӑп: сирӗн телейӗр мана тӗкӗр пек пулӗ, сирӗн ҫине пӑхса эпӗ пӗрмай хамӑн телейсӗр, арканнӑ пурнӑҫа курса тӑрӑп; эпӗ урӑхла пурӑнма тытӑнас ҫук, пултараймастӑп та.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӑйӑхлӑ ҫын ку ача питӗ айван пулӗ тесе шутларӗ, ҫавӑнпа, малтан ачана хӑй майлӑ ҫавӑрса, кайран ҫеҫ тӗпчесе ыйтма тытӑнас терӗ.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ман еннелле ҫаврӑнчӗ те вӑл: «Вӑхӑт ҫитрӗ, тытӑнас!» терӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ӗҫе, ӗҫе тытӑнас пулать! — кӑшкӑрсах илчӗ Стручков.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мана кунта пӗр виҫӗ хут, тен, вунӑ хут та илсе килсе илсе кайрӗҫ — мана асаплантаракансем канас е ыттисене хӗнеме тытӑнас тенӗ чух.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи юлташӗ пулнӑ кӳршипе килӗшӳллӗ пурӑнма тытӑнас, хирӗҫӳ йӗрӗ-палли те ан юлтӑр, унӑн мӗн пур пурлӑхне хӑйӗнчех хӑварса ӑна тивес мар, тесе пынӑ.Он решился помириться с старым своим соседом, уничтожить и следы ссоры, возвратив ему его достояние.
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем аяла анса ҫӳлелле хӑпарма тытӑнас тенӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк: — Шӑп тӑр! — терӗ Том.Собрались уже сойти с лестницы и приняться за работу, как вдруг — Ш-ш! — сказал Том.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Шухӑшӗсем ытла хытӑ пуснӑран, То:мӑн калаҫма тытӑнас килчӗ.Тому лезли в голову самые мрачные мысли, надо было прогнать их разговором.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тен, пӗр-пӗр маттур писателӗн ятарласах ҫак жанрпа ӗҫлеме тытӑнас?
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Пулас инженерсемпе конструкторсене шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах хатӗрлеме тытӑнас тесен ҫамрӑксене математика пӗлӗвӗпе кӑсӑклантармалла, ҫавӑн пекех ӑслӑлӑхпа техника задачисене татса пама хӑнӑхтармалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Тӗрӗссипе ҫак эрне вӗҫнелле территорисене тасатса йӗркене кӗртессипе экологи субботникӗсем ирттерме тытӑнас пулать.
Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20
4. Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсассӑн, священник та пулман пулӗччӗ, кунта ахаль те священниксем пур — вӗсем саккун тӑрӑх парне кӳрсе тӑраҫҫӗ; 5. вӗсем ӗҫлесе тӑракан вырӑн — тӳперин ӗмӗлки пек, унти евӗрлӗ ҫеҫ, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ тума тытӑнас умӗн ӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «асту, эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫапла ӗнтӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ пӗтерме тытӑнас кунччен кӗтӗр Мана: Эпӗ халӑхсене пухма, патшалӑхсене чӗнме палӑртса хутӑм — Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑма, Хамӑн ҫиллӗмӗн пӗтӗм хаярлӑхне ярӑп; пӗтӗм ҫӗр Манӑн кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунса кайӗ.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем: тытӑнас! терӗҫ, ӗнтӗ аллисене ырӑ ӗҫ тума тӗреклӗлетрӗҫ.И сказали они: будем строить, - и укрепили руки свои на благое дело.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.