Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. Ун чухне ҫапла пулӗ: туссем пӗр-пӗрне хирӗҫ, тӑшмансем пек, вӑрҫӑ кӑралӗпе тухӗҫ, пӗтӗм ҫӗр, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте хӑраса ӳкӗҫ, ҫӑлкуҫсен ҫулӗсем чарӑнса ларӗҫ те виҫӗ сехет хушши юхмасӑр тӑрӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑхсене пурне те Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫтарӑп, хулана туртса илӗҫ, ҫуртсене ҫаратса тухӗҫ, арӑмсене чыссӑра кӑларӗҫ, ҫур хула тыткӑна кайӗ; анчах ытти халӑхне пӗтермӗҫ, вӗсем хулара юлӗҫ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унран кӗтес чулӗ пулӗ, унран — пӑта, унран вӑрҫӑ уххи пулӗ, халӑха тытса тӑракансем пурте ун хушшинчен тухӗҫ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ху нумай халӑха хурах пуснӑшӑн, ҫын юнне юхтарнӑшӑн, ҫӗршыва, хулана, унта пурӑнакансене ҫука хӑварнӑшӑн ытти халӑхсем хӑвна та ҫаратса тухӗҫ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа акӑ ҫапла калать: вӗсем хӑратмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем питӗ йышлӑ пулсан та, вӗсене касса тухӗҫ те, вӗсем ҫухалӗҫ; сана вара Эпӗ, йывӑрлӑх кӑтартнӑ пулин те, урӑх йывӑрлӑх кӑтартмӑп.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна халӑхсем курӗҫ те, хӑйсем темле хӑватлӑ пулсан та, намӑсланӗҫ; тути-ҫӑварне алӑпа хупласа тӑрӗҫ, хӑлхисем илтми пулса ларӗҫ; 17. ҫӗлен пек, тӑпра ҫулӗҫ, хӑйсен хӳтлӗхӗнчен вӗсем ҫӗр ӑманӗсем пек шуса тухӗҫ; пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан сехӗрленӗҫ, Санран хӑраса ӳкӗҫ.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен умӗнче хӳме ҫӗмӗрекенӗ пырӗ; вӗсем чӑрмавсене аркатса тӑкӗҫ, хапха витӗр кӗрсе ун витӗрех тухӗҫ; вӗсенӗн патши вӗсен умӗнче пырӗ, чӑн малта вара вӗсенӗн Ҫӳлхуҫи пулӗ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн кайӗҫ; Вӑл, арӑслан пек, сасӑ парӗ те, Хӑйӗн сассине парӗ те Вӑл, Ун патне Израиль ывӑлӗсем анӑҫран шартах сиксе хускалӗҫ, 11. Египетран кайӑксем пек, Ассири ҫӗрӗнчен кӑвакарчӑнсем пек тапранса тухӗҫ, вӗсене Эпӗ хӑйсен ҫурчӗсенех вырӑнаҫтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хам кӑмӑлӑма кура хаса парӑп вӗсене, вӗсене хирӗҫ халӑхсем пуҫтарӑнса тухӗҫ, икӗ усал ӗҫ тунӑшӑн тӑллӗҫ вӗсене.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Иудӑпа Израиль ывӑлӗсем пӗрле пуҫтарӑнӗҫ те хӑйсем валли пӗр пуҫлӑх лартӗҫ, ӗнтӗ куҫарса кайнӑ ҫӗртен каялла тухӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Изреель кунӗ аслӑ! тенӗ.
Ос 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн чухне Израиль хулисенче пурӑнакансем килӗсенчен тухӗҫ те вут чӗртсе ярӗҫ, вӑрҫӑ кӑралне, хулкансемпе хурҫӑ тумтирсене, ухӑсемпе ҫӗмренсене, чукмарсене, сӑнӑсене ҫунтарма пуҫлӗҫ; вӗсене ҫичӗ ҫул хушши ҫунтарӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мулна ҫаратса пӗтерӗҫ, таварна тустарса тухӗҫ, хӳмӳсене аркатса тӑкӗҫ, илемлӗ ҫуртусене ишсе пӑрахӗҫ, чулусене тата йывӑҫусене, тата ҫӗрне шыва ывӑтӗҫ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӗр ҫинчи хӗрӗсене хӗҫпе вӗлерсе тухӗҫ, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара.6. А дочери его, которые на земле, убиты будут мечом, и узнают, что Я Господь.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара сана хирӗҫ вӑрҫӑ кӑралӗпе, утсемпе, ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхпа тухӗҫ те сана хурҫӑ тум, тимӗр калпак тӑхӑннӑ, аллине хулкан тытнӑ ҫынсем ҫавӑрса илӗҫ, сана ҫавсен аллине сута парӑп, вӗсем сана хӑйсен сучӗпе сут тӑвӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ сана улталакан арӑмсене тата ҫынвӗлеренсене сут тунӑ пек сут тӑвӑп — сана манӑн хаярлӑхӑм тата кӳлешӗвӗм юн айне тӑвӗ; 39. Эпӗ сана вӗсен аллине парӑп, вӗсем санӑн аскӑнлӑх ҫурчӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗҫ, санӑн ҫӳллӗ вырӑнусене салатса пӑрахӗҫ, ҫири тумна сӳсе илӗҫ, хитре тумусене тӑпӑлтарса илӗҫ те сана ҫаппа-ҫарамас, нимӗнсӗр тӑратса хӑварӗҫ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хамӑн сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрӑп; вӗсем пӗр вутран тухӗҫ те, вӗсене тепӗр вут ҫунтарса ярӗ, — сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим ҫине унти халӑхпа выльӑх-чӗрлӗхе пӗтермешкӗн тӑватӑ хӑрушӑ асапӑма — хӗҫпе выҫлӑха, тискер кайӑксемпе мур чирне — ярсан та, 22. унта кӑштах ҫын юлӗ, ывӑлӗсемпе хӗрӗсем юлӗҫ, ӗнтӗ вӗсене унтан илсе тухӗҫ; акӑ вӗсем сирӗн патӑра килӗҫ те, эсир вара вӗсем мӗнлине, хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курӑр та эпӗ Иерусалим ҫине мӗншӗн хӗн-хур, тӗрлӗ асап янине пӗлсе лӑпланатӑр.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлччӑр, арканччӑр тесе, сирӗн йӗрӗхӗрсем саланччӑр, пӗтчӗр тесе, хӗвел юписем ишӗлччӗр, эсир мӗн туни тӗппипех ҫухалтӑр тесе, эсир пурӑнакан пур вырӑнта та хуласене тустарса тухӗҫ, тӳпем вырӑнсене ишсе антарӗҫ.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вавилон Израилӗн аманнӑ ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ пек, Вавилонра та ҫӗршывӑн мӗнпур ҫыннине вӗлерсе тухӗҫ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Халдейсем ҫине хӗҫ ӳктӗр, тет Ҫӳлхуҫа, Вавилон ҫыннисем ҫине те, унӑн пуҫлӑхӗсемпе ӑсчахӗсем ҫине те ӳктӗр; 36. хӗҫ унӑн юмӑҫӗсем ҫине ӳктӗр, вара вӗсем ухмаха тухӗҫ; хӗҫ унӑн ҫар ҫыннийӗсем ҫине ӳктӗр, вӗсем сехӗрленсе ӳкчӗр; 37. хӗҫ унӑн учӗсем ҫине, ҫар ураписем ҫине, ун хушшинчи хутӑш халӑх ҫине ӳктӗр, вӗсем хӗрарӑмсем пек пулса тӑччӑр; хӗҫ унӑн мулӗ-пурлӑхӗ ҫине ӳктӗр, вӗсене ҫаратса тухчӑр; 38. вӗсен шывӗсем ҫине шӑрӑх антӑр — вӗсем типсе ларччӑр; мӗншӗн тесессӗн ку ҫӗр — кӗлеткесен ҫӗрӗ, вӗсем хӑрушӑ йӗрӗхӗсемшӗн ухмаха тухрӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.