Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иез 15

Раздел: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 13:31

Предложений: 8; Слово: 137

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! иҫӗм йывӑҫӗ тепӗр йывӑҫран мӗн тӗлӗшӗнчен лайӑхрах, иҫӗм йывӑҫӗн турачӗсем вӑрманти йывӑҫсем хушшинче мӗн тӗлӗшӗнчен пахарах? 3. Мӗн те пулин тума унӑн тунинчен пӗр-пӗр сыпӑк касса илеҫҫӗ-и? Пӗр-пӗр япала ҫакмашкӑн унран пӑта та пулин тума пулать-и? 4. Акӑ ӑна вута пӑрахаҫҫӗ; унӑн икӗ вӗҫне те вут-ҫулӑм ҫунтарать, варри те ҫунса кӑмрӑкланать, ҫакӑн пек йывӑҫ мӗне те пулин юрӑхлӑ-и? 5. Тӗрӗс-тӗкел пулнӑ чухне те вӑл ниме юрӑхсӑрччӗ; халӗ ӗнтӗ, вутра ҫунтарнӑ хыҫҫӑн, ҫунса кӑмрӑкланнӑскер, вӑл мӗне те пулин юрӑхлӑ-и? 6. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, вӑрман йывӑҫӗсем хушшинчен иҫӗм йывӑҫне вута пӑрахнӑ пек, Иерусалим халӑхне те вута пӑрахӑп, тет. 7. Хамӑн сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрӑп; вӗсем пӗр вутран тухӗҫ те, вӗсене тепӗр вут ҫунтарса ярӗ, — сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет. 8. Вӗсем ултавлӑ хӑтланнӑшӑн ҫак ҫӗре пушхир тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней